Асăннă форума Çамрăксен ĕçĕн федераллă агентстви, Раççейри чăваш наципе культура автономийĕ тата Пелепей район администрацийĕ пулăшнипе Пелепей тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономийĕ (ертÿçи – Владимир Яковлев) йĕркелерĕ. «Константин Иванов еткерĕ: тăнăçлăх, пĕрлĕх тата патриотизм» тема мероприятин тĕшши пулса тăчĕ. Унăн ĕçне Пушкăртстан, Тутарстан, Чăваш республикисенчи, Ульяновскпа Челябинск, Эрĕнпур облаçĕсенчи чăваш çамрăкĕсем хутшăнчĕç.
Ĕпхÿ хăнасене йышăнать
Пысăк форумăн пĕрремĕш ĕçлĕ кунĕ Ĕпхÿри Пушкăрт патшалăх медицина университетĕнче пуçланчĕ. Кунта йĕркелÿçĕсем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ хăнасене кĕтсе илнĕ май, кашнинех асра юлма форум элемĕпе илемлетнĕ хутаç (унта футболка, шыв савăчĕ, ручка кĕрет) парнелерĕç.
Форума уçнă май пухăннисен умĕнче ПР чăваш наципе культура автономи ертÿçи Виталий Викторов, Пушкăртстанăн ведомствăсен хушшинчи обществăлла хăрушсăрлăх Канашĕн секретарĕ Валерий Олейник, ПР Патшалăх Пухăвĕн депутачĕ Ольга Плохова, республикăри Туслăх çурчĕн директорĕ Эльмира Саматова, Тутарстанри чăваш наципе культура автономи пуçлăхĕн çумĕ Константин Малышев çыравçă, çар хирĕç тăрăвĕсен ветеранĕ Борис Гордеев полковник, ПР Çамрăксен политикипе спорт министерствин ĕçченĕ Глус Сабитов сăмах тухса каларĕç. Çавăн пекех видеоçыхăну урлă Мускавран РФ чăваш наципе культура автономин председателĕ, Раççей Геройĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант саламларĕ, форума тухăçлă ĕçлеме сунчĕ.
Форум ĕçне тепĕр Раççей Геройĕ, ятарлă çар операцинче пулнă Михаил Марцев подполковник (Мускав хули) хутшăнни мероприятин пĕлтерĕшне ÿстерчĕ. Михаил Николаевич 2024 çулта Курск облаçне Украина националисчĕсенчен ирĕке кăларас çар операцине хутшăннă. Шăпах çакăнта вăл паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Раççей Паттăрĕ ята тивĕçнĕ. Вăл ертсе пыракан тинĕс пехотин батальонĕ пĕр пин çухрăмлă марш туса оборона йышăннă, ун хыççăн Курщино тăрăхĕнчи ялсене ирĕке кăларнă. Çакăн çинчен тата ытти самантсем пирки офицер паттăрлăх урокĕнче тĕплĕн каласа пачĕ. Залра ларакансенчен ыйту паракансем те йышлă пулчĕç.
Кăнтăрлахи апат хыççăн кунтах «Çарпа патриотизм темăпа тата Константин Ивановăн сăввисене вуласси» конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене турĕç, çĕнтерÿçĕсемпе лауреатсене палăртрĕç. Пушкăртстанри чăваш çамрăкĕсем хушшинче Ольга Никитина (Çтерлĕ хули) çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Илья Никитинпа (Ĕпхÿ хули) Ольга Жилкина (Пелепей районĕ) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Пĕтĕмлетÿ вăхăтĕнче, мехел çитерсе, Алексей Емельянов сăвăç пухăннисен умĕнче хăйĕн «Нарспи» авторне» хайлавне вуласа пачĕ, çамрăксен кăмăлне çĕклерĕ.
Программа тăрăх Ĕпхÿ хули тăрăх кĕске экскурси йĕркелесси те пурнăçланчĕ. Ун хыççăн çамрăксен хăтлă та пысăк автобусĕ Пелепей хули енне çул тытрĕ. Çул çинче те вĕсене кăсăк самант кĕтрĕ – Константин Малышев çыравçă «Константин Ивановăн еткерĕ паянхи пурнăçра» темăпа дискуссиллĕ калаçу ирттерчĕ.
Пелепейпе Слакпуç çĕрĕ çинче
Форумăн иккĕмĕш кунĕ ирхи апатран пуçланчĕ. Чăваш çамрăкĕсене тутлă апатпа сăйлама Ирина Горбачевская ертсе пыракан «Лайăх вырăн» («Хорошее место») апатлану коллективĕ кăмăл турĕ. Чунĕпе те, юнĕпе те чăвашсемшĕн кар! тăракан Ирина Ивановна кашни хăнан ыйтăвне тивĕçтерме тăрăшрĕ, кăмăлне çĕклерĕ. Уншăн ăна пысăк тав.
Малалла çул республикăри пĕртен-пĕр чăваш гимназийĕ енне тăсăлчĕ. Кунта Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ чăваш хастарĕсене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Ун хыççăн вĕрентÿ учреждени директорĕн çумĕ Полина Кирилова гимназипе паллаштарчĕ, «Тăнăçлăх тата пĕрлĕх çамрăксен хушшинче» темăпа йĕркелекен çавра сĕтеле хутшăнма сĕнчĕ.
Форумăн пĕр пайĕ патриотизмпа çыхăннине асра тытса йĕркелÿçĕсем ăна çарпа спорт урлă уçса пама пултарчĕç. Малтан спортзалра 5 командăна пайланнă çамрăксем «Зарница» вăйă йĕркелесе стройпа утассипе, автомата сÿтсе пуçтарассипе, турник çинче туртăнассипе, вырăнтан аяккарах сикессипе, кĕвентепе шыв йăтассипе ăмăртрĕç. Ăмăрту саманчĕсене Раççей Геройĕ Михаил Марцев сăнаса тăчĕ, автомата сÿтсе пуçтарас ĕçе хăй те хутшăнчĕ.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансене вырăнти çынсем мĕнле пулăшнине хулари волонтерсен ушкăнĕн тата «Ровесник» çамрăксен клубĕн ĕçĕсем урлă кăтартса пачĕç. Вĕсем маскировка тетелĕсем çыхаççĕ, госпитальсем валли кĕпе-йĕм, вырăн хатĕрĕсем çĕлеççĕ, çырусем çыраççĕ тата ытти те. Кунтах тетел çыхассипе мастер-класс ирттерчĕç.
Çак кунах форума хутшăнакансем Слакпуç ялне çитрĕç. Малтан Константин Иванов музей-çуртне çитсе унти еткерлĕхпе паллашрĕç, поэтăн вилтăпри çине чĕрĕ чечексем хучĕç, Нарспипе Сетнер çăлĕнчен сиплĕ шыва ас тивсе пăхрĕç. Çула май Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ Николай Павлов артиллериста тата вăрçа хутшăннă ялти мĕнпур паттăрсене асра тытса йĕркеленĕ парка кĕрсе Николай Спиридонович бюсчĕ умне чечексем хучĕç.
Каярах форума хутшăнакансем икĕ кунра тунă ĕçсене пĕтĕмлетме ялти культура çуртне пухăнчĕç. Çамрăксен умĕнче «Регионсем хушшинчи чăваш çамрăкĕсен иккĕмĕш форумĕ» проекта пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшнă Юлия Еремеевапа (Ульяновск) Константин Малышев (Хусан) сăмах илчĕç.
- Çамрăксем пĕрлешсе ĕçлеме кăмăл тунине эпĕ ырлатăп. Вĕсем пуçаруллă пулни те савăнтарать. Хальхи вăхăтра Раççейре тăватă регионта чăваш çамрăкĕсен пĕрлĕхĕсене регистрациленĕ: Тутарстан, Чăваш Ен, Ульяновскпа Саратов облаçĕсем. Çак йыш малашне ÿсессе шанатăп, - терĕ Константин Анатольевич çамрăксен ĕçне хак панă май.
Юлия Владимировна та хăйĕн шухăшне кĕскен пĕлтерчĕ.
- Форумăн тĕп тĕллевĕ тĕрлĕ регионсенчи хастар чăваш çамрăкĕсене пĕр çĕре пухса пĕр-пĕринпе паллаштарассиччĕ. Çак ĕçе эпир пурнăçа кĕртрĕмĕр тесе шутлатăп. Малашне пĕрлешсе ĕçлесси кунта пухăннă кашни çынран килет. Апла пулсан пурне те ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртме такăр çул сунатăп, - çĕкленÿллĕ кăмăлпа вĕçлерĕ вăл хăйĕн сăмахне.
Юрий СНЕГОПАД.
Ĕпхÿ – Пелепей – Слакпуç.
#РосМолодежьГрант