Пур хыпар та
форум
5 Ноябрӗн 2025, 11:00

Республикăри таврапĕлÿçĕсен форумĕ

Октябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинчи Ахмет-Заки Валиди ячĕллĕ Наци библиотекин иккĕмĕш корпусĕн историлле çуртĕнче, Чижов купца пурăннă çуртра, Республикăри таврапĕлÿçĕсен тăваттăмĕш форумĕ иртнĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă.

Республикăри таврапĕлÿçĕсен форумĕ
Республикăри таврапĕлÿçĕсен форумĕ

Форум Пушкăртстан Республикинчи таврапĕлÿçĕсене, обществăлла пĕрлĕхсен представителĕсене, ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсене, музейсемпе библиотекăсен ертÿçисемпе ĕçченĕсене пуçтарнă.
Канашлăва ПР «Таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕ» регионти обществăлла организацийĕн председателĕ, СВОна хутшăннă истори наукисен кандидачĕ Марат Зулькарнаев уçнă. Вăл хăй сăмахĕнче таврапĕлÿ ĕçĕн пĕлтерĕшне, çак ĕçе çамрăксене явăçтармаллине палăртнă, мероприятие хутшăннисене пулăшушăн тав тунă. Çавăн пекех салам сăмахĕсемпе «Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен курултайĕн» обществăлла пĕрлĕхĕн ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ Юлдаш Юсупов, ПР Архив ĕçĕсен управленийĕн ертÿçи Ильгам Фаткуллин тухса калаçнă. Вĕсем таврапĕлÿ патриотизма тата халăха пĕрлештерсе тăракан тĕп вăй пулнине палăртнă.

Раççей истори обществин Пушкăртстанри уйрăмĕн председателĕ Марат Марданов пирĕн çĕршыва хирĕç пыракан идеологи вăрçин тĕслĕхĕсене илсе кăтартнă, республикăри çамрăксем хушшинче ирттернĕ социологи ыйтăмĕпе паллаштарнă, çитĕнекен ăрăва тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ чух пулăшма, ял, хула, çемье, уйрăм çынсен историне социаллă сетьсенче хастартарах пичетлеме чĕнсе каланă. Çавăн пекех вăл таврапĕлÿçĕсен ĕçне чи малтан патриотизм воспитанийĕн тытăмĕнчен тухса ÿкнĕ 30-45 çулхи республика гражданĕсем валли хатĕрлемеллине палăртнă.
ПР Наци архивĕн ĕçченĕсем шыраса тупнă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хăш-пĕр докуменчĕсем çинчен архив директорĕн çумĕ Зуфар Гатиятуллин каласа панă. Вăл пуçтарăннисене документсемпе, ал çырăвĕсемпе тата сăн ÿкерчĕксемпе паллаштарма, Наци архивĕн фондĕнчи, çав шутра 112 Пушкăрт кавалери дивизийĕ йĕркеленни, ăна лашасемпе, апат-çимĕçпе тивĕçтерни çинчен калакан фондпа хастартарах усă курма сĕннĕ. Наци архивĕ Афган, Чечен çар хирĕçтăрăвĕсен тата ятарлă çар операцийĕн участникĕсем çинчен калакан документсем, кĕнекесем йышăнма хатĕр.
Пушкăртстан Республикин Наци музейĕн çĕнĕ проекчĕ 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă куравăн концепцийĕпе историйĕ пирки тăван тавралăх историйĕн уйрăмĕн ертÿçи Вера Макарова каласа панă.
Кушнаренкăри историпе краеведени музейĕн директорĕ Гюзель Хамитова вăрçă вăхăтĕнче Кушнаренкăра ĕçленĕ Коминтернăн радио шкулĕ çинчен куçса çÿрекен экспозици йĕркелеме сĕннĕ.
Форум витĕмĕпе унта хутшăнакансем тактика суллисем, дронран хÿтĕленме пулăшакан чаршавсем çыхма вĕрентекен мастер-классене хутшăннă. Хатĕрленĕ пур япаласене те ятарлă çар операцийĕн участникĕсем патне çитерĕç. Унсăр пуçне Иглин, Мияки, Ĕпхÿ районĕсенчи таврапĕлÿçĕсемпе волонтерсем гуманитари конвойĕ йĕркелеме посылкăсем хатĕрлесе панă.
Мероприяти витĕмĕпе форума хутшăнакансем валли Пушкăртстан Республикин Наци музейне экскурси йĕркеленĕ.
Асăннă форума чăваш таврапĕлÿçисем те – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн ертÿçи Игорь Петров истори наукисен кандидачĕ, Авăркас районĕнчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ Юрий Леонтьев, Вера Тарасовапа (Кармаскалă районĕ), Валентина Васильева (Ĕпхÿ хули) чăваш наци академикĕсем – хастар хутшăннă. Вĕсем хăйсен тĕпчев ĕçĕсемпе, çĕнĕ кăларăмĕсемпе паллаштарнă.
Форум пĕр-пĕрин опычĕпе ылмашмалли, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ыйтăвĕсене сÿтсе явмалли, историлле астăвăмне упраса хăвармалли лапам пулса тăнă. Канашлура илнĕ пĕлÿпе малашне тата та хастар усă курмалла пултăр.
Надежда РОДИОНОВА. Ĕпхÿ хули.

Республикăри таврапĕлÿçĕсен форумĕ
Республикăри таврапĕлÿçĕсен форумĕ
Республикăри таврапĕлÿçĕсен форумĕ
Республикăри таврапĕлÿçĕсен форумĕ
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас