

Пушкăртстан Республики асăннă форумра 100 млрд тенкĕлĕх 35 килĕшÿ алă пусса çирĕплетнĕ тесе пĕлтернĕ ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров. Вăл хатĕрленÿ ĕçĕсем темиçе уйăх пынине те палăртнă.
«Пушкăртстанăн сăнне тивĕçлĕ кăтартас тесе килĕшÿсемпе контрактсем хатĕрлерĕмĕр, ытти нумай йĕркелÿ ыйтăвĕсене татса пама тиврĕ. Эпир алă пуснă килĕшÿсен, тĕлпулусемпе калаçусен шучĕпе кăмăллă. Çичĕ çул хушшинче инвестици климатне йĕркелессипе 16-мĕш вырăнтан виççĕмĕш вырăна çĕклентĕмĕр. Чăн та, пиртен начартарах ĕçлекен регионсем пур, анчах та икĕ-виçĕ регион лайăхрах тăрăшаççĕ. Вĕсен шутне Мускавпа Тутарстан кĕреççĕ. Эпир вĕсемпе яланах ăмăртатпăр, хăш чухне вĕсенчен мĕн те пулсан йышăнатпăр, тепĕр чухне пирĕннипе усă кураççĕ. Çакă пире çанă тавăрса ĕçлеме хавхалантарать. Рейтинг çÿллĕ шайра пултăр тесен, инвестици климачĕ бизнес сферине илĕртмелле», – тенĕ премьер-министр.
Регион Пуçлăхĕ Радий Хабиров Пушкăртстан форумра мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ май, унта пирĕн регион тĕрлĕ енлĕ хăватне кăтартма пултарнине пĕлтернĕ.
«Эпĕ шутланă тăрăх, эпир хамăра тивĕçлĕ кăтартма пултартăмăр. Мĕншĕн тесен форумăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри регион паянхи кун тата малашне мĕн тума пултарнине, инвестпроектсене кăтартса парасси пулса тăрать. Эпир çакна ăнăçлă пурнăçларăмăр. Çавăн пекех малалла та ĕçлĕ тĕлпулусем ирттерме калаçса татăлтăмăр. Кунта регионсен пуçлăхĕсемпе, компанисен ертÿçисемпе тĕл пулма питĕ те меллĕ», – тенĕ Радий Хабиров.
«Йăх-несĕл йывăççи»
ПМЭФра Пушкăртстанăн курав стендне интерактивлă «Йăх-несĕл йывăççипе» усă курса хайлавлă (искусственный) интеллект пулăшнипе йĕркеленĕ. Çавăнпа та республика пирки кирек мĕнле ыйту парсан та кунта хурав тупма май пулнă.
Унсăр пуçне хăнасем валли республика историйĕпе тата унăн паянхи çитĕнĕвĕсемпе паллашма илемлĕ уйрăм иммерсивлă шоу программа хатĕрленĕ. Кунтах регионти пысăк предприятин – Пушкăрт сода компанийĕн – продукцине те хак пама пулнă.
Пĕлтерĕшлĕ килĕшÿсем
Форумра алă пусса çирĕплетнĕ чи пысăк килĕшÿсенчен пĕри Пушкăртстанри Çĕнĕ Петровск (Новопетровск) тăрăхĕнчи ылтăн, пăхăр, цинк выртакан çĕрсемпе çыхăннă. Ун пирки «Полиметалл» компанипе, Раççей тата ПР Экономика аталанăвĕн министерствисем калаçса татăлнă. Проект хакĕ 11,6 млрд тенкĕпе танлашать. Палăртнă тăрăх, çак лапамра çĕр айĕнчи пурлăха 2029 çулта кăларма тытăнĕç, вăл сахалран та 2038 çулччен тăсăлĕ.
«Салаватстекло» компани 1№ производство линине çĕнетме 6,7 млрд тенкĕ инвестици уйăрма палăртать. Проекта 2035 çулччен пурнăçа кĕртĕç, çакă предприятие талăкне 700 тонна кĕленче тата çĕнĕ таварсем туса кăларма май парĕ.
Çавăн пекех республика инвестици енĕпе «Росагролизинг» компанипе килĕшÿ тунă, Пушкăртстанри машинăпа техника станцийĕ 10 млрд тенкĕлĕх агротехника пулăшăвĕ парĕ.
Тубинскри цианпа юшкăн фабрикин (Баймак районĕ) каяшсем упрамалли лапамран çĕр айĕнчи пурлăха кăлармалли проект хакĕ 2,3 млрд тенкĕ тăрать. Ăна «Роснано» ушкăнăн «Эфиродинамика» компанийĕ пурнăçламалла. Проектпа çыхăннă килĕшĕве июль уйăхĕнче «Урал леш енче» инвестици сабантуйĕнче алă пусса çирĕплетĕç.
Пушкăртстан çавăн пекех ытти регионсемпе, «Автодор» компанипе, Стратегиллĕ пуçарусен агентствипе, «Вызов» Наукăпа культура çыхăнăвĕсене аталантаракан фондпа, «Напитки Вместе» компанипе, Раççейри Триатлон федерацийĕпе тата ыттисемпе пĕрле ĕçлесси пирки килĕшÿсем тунă. Республикăри пуçлăхсем РФ субъекчĕсен тата туслă çĕршывсен представителĕсемпе, федераллă министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисемпе, çавăн пекех пысăк корпорацисен топ-менеджерĕсемпе тĕлпулусем ирттернĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.