Карьерăри ÿсĕм тата хăвăр тĕллĕн аталанни сирĕншĕн малти вырăна тухĕ. Пурнăçламалли тĕллевсем нумай тата вĕсене татса пама йывăр пулассине хатĕр пулăр. Чылай пысăк пĕлтерĕшлĕ‚ шăпапа çыхăннă йышăнусем тума‚ пĕтĕмпе пурнăçăра улăштарма та тÿр килĕ. 2020 çулта çăлтăрсем сире нумай çĕнĕ тĕлпулусем шантараççĕ: пурнăçра пысăк витĕм кÿрекен юлташсем килсе тухĕç. Хăвăрта хальччен асăрхаман пултарулăх пуррине пĕлме те пулĕ. Çак енпе лайăхрах тăрăшсан‚ тен‚ чун киленĕвĕпе (хобби) укçа-тенкĕ те ĕçлесе илме пултарăр. Чи кирли – кирек хăш ĕçре те максимализмран асăрханасси. Ĕç ăнман хушăра хăвăра хытă ан айăплăр‚ ялан çывăх çыннăрсенчен канаш ыйтăр. Вĕсем сире çитменлĕхĕрсем çинчен асăрхаттарнисĕр пуçне мухтама‚ хавхалантарма та пултарĕç.
Иртнĕ çул эсир нумай тăрăшнă‚ çавăнпа та çитес çулта çав ĕçĕн çимĕçĕсене илме тивĕç. Тахçанхи ĕмĕтсене пурнăçлама укçа-тенкĕ енчен çăмăллăх та килсе тухма пултарать. Тĕслĕхрен‚ çĕнĕ хваттер е автомобиль туянма май килсе тухĕ. Кăçал пăрусен пурнăçĕ пĕр тикĕс пулмĕ. Çемьеллисене тĕрĕслев витĕр ирттерĕ‚ пĕччен пурăнакансене юрату çыхăнăвĕпе савăнтарĕ. Анчах та çакă мĕн патне илсе çитересси пĕтĕмпех хăвăртан килет. Çитес çулта пăлханмалли лару-тăрусене тÿссе ирттерме‚ эмоцисене пăхăнмасса хăнăхăр. Чылайрах канма тăрăшăр‚ çулталăкне икĕ хутчен отпуск илсе ăçта та пулин кайса килсен аван пулмалла. Çавăн пекех çăлтăрсем хул-кĕлеткене‚ сывлăха тимлĕх уйăрма сĕнеççĕ.
Çывăх çыннăрсене хаклама пĕлсен 2020 çул сирĕншĕн юратупа çепĕçлĕхре иртĕ. Юратуллă çыхăнусем туй патне илсе çитерме пултарĕç. Çуркунне укçа-тенкĕ паракан çĕнĕ çăлкуçсене тупма пултарăр. Пурлăхпа шухăшласа хуçаланăр‚ унсăрăн укçа-тенке чылайрах пухса пулмĕ. Ĕç вырăнĕнче асамлăха кĕтме кирлĕ мар. Хăвăр тăрăшуллăхăрпа ĕçченлĕхĕр çеç тĕллевсене пурнăçлама пулăшĕç. Пуçлăхсемпе те тавлашма кирлĕ мар‚ ĕçсĕр тăрса юлма пултаратăр. Тăвансемпе‚ тус-юлташсемпе те тÿсĕмлĕрех пулăр. Ĕçри тивĕçлĕх пурнăçăн пĕр пайĕ пулнине асра тытăр! Чи пĕлтерĕшли – харпăр (личные) çыхăнусем. Çулталăк вĕçĕнче сирте хатарлăх (риск) туйăмĕ вăранĕ.
Çулталăк «Пурне те ĕлкĕрмелле!» девизпа иртĕ. Эсир ялан ĕçе васкаса тума‚ ăçта та пулин хыпаланма хăнăхнă. Анчах та çак хăвăртлăхра тăванăрсем‚ çывăх çыннăрсем çинчен манса ан кайăр‚ вĕсем сирĕн тимлĕхĕрсĕр нушаланаççĕ. Çулталăк варринче иртнĕ пурнăçран «салам илме» пултаратăр. Кирлĕ-ши вăл сире хальхи пурнăçăрта? Лайăх шухăшласа пăхăр. Çавăн пекех тахçанхи чирсем те хăйсем çинчен аса илтерме пултарĕç. Сывлăха сиплессине ыранхи куна ан хăварăр. Ĕçрисем сирĕн пултарулăхăра асăрхама пултарĕç. Анчах карьера картлашкипе хăпарас тесен чылай тăрăшмалла пулĕ. Йĕке хÿререн çĕнĕ условисене хăнăхма вĕренĕр. Хăш-пĕр çынсемпе çулталăк пуçламăшĕнчех сывпуллашмалла пулĕ: çăлтăрсем сутăнчăксене каçарма хушмаççĕ. Уншăн кулянма кирлĕ мар. Çавăн пек туса эсир пурнăçăрта çĕнĕ те кирлĕ пулăмшăн çеç вырăн пушататăр.
Сирĕн ăнкарулăхăр çитес çулта питĕ вырăнлă пулĕ. Пурнăçăрта пулса иртекен пулăмсенче чылай чух интуици çине шанма тÿр килĕ. Вăл вара сире улталамĕ. Пĕлтерĕшлĕ пулăмсем ытларах çулла пулса иртĕç. Пĕрле ĕçлекенсен хушшинчи хирĕçÿсене ытлашши вăйлăланса кайиччен лăплантарма тăрăшăр. Ĕмĕт пур-и сирĕн? 2020 çул ун валли питĕ те ăнăçлă çул! Январь уйăхĕнченех ун çинчен шухăшлама тытăнăр‚ çулталăк вĕçленнĕ тĕле‚ тен‚ ăна пурнăçа кĕртсе те пулĕ. Кирлĕ ĕç валли вара укçа-тенкĕ ан хĕрхенĕр. Укçана перекетлемелле мар‚ тупăша ÿстермелли майсем шырамалла.
Çитес çулта пĕр-пĕр йышăну тăвас умĕн мехелĕр çитессипе çитмесси çинчен лайăх шухăшласа пăхăр. Çавăнпа хăш-пĕр сĕнÿсемпе килĕшмессе те пултаратăр. Хĕрсемшĕн çак çул ачасемпе çыхăннă пулăмсемпе пуян пулĕ. Чылай вăхăт йывăра юлайман хĕрарăмсем аннесем пулĕç. Çулталăк юсав ĕçĕсем ирттерме‚ çурт-йĕр туянма‚ урăх çĕре куçма‚ хăвăн ĕçне пуçлама майлă пулĕ. Пур пуçарура та сире ăнăçу кĕтет. Финанс енчĕкне укçа-тенкĕ хывни каярах лайăх тупăш парĕ. Çынсемпе хутшăннă чух тимлĕх çинчен манас пулмасть. Пĕтĕмĕшле илсен çулталăк ырă пулăмсемпе пуян пулĕ‚ каярах эсир вĕсем çинчен пĕрре мар аса илме тивĕç.
Çăлтăрсем çулталăк пуçламăшĕнчех 12 уйăхăн ĕç планне тума хистеççĕ. Хăвăр пурнăçăра маларах палăртса хурăр. Шурă Йĕке хÿре сире паянхи кунпа савăнса пурăнма вĕрентĕ. Финанс енчĕкне укçа-тенкĕ хывнă чух асăрхануллă пулăр‚ пĕлекен çынсенчен канаш‚ пулăшу ыйтăр. Ĕçри‚ харпăр хăй‚ юлташлă çыхăнусенче таса кăмăллă пулмалла. Çынна улталама‚ хуравсенчен пăрăнма ан тăрăшăр – Йĕке хÿре ун пеккине юратмасть. Çулталăк пуçламăшĕ кĕтмен пулăмсемпе пуян пулсан та эсир пур йĕркесĕрлĕхе парăнтарма пултаратăр.
Çитес çул сирĕн çирĕплĕхĕре тивĕçлипе тĕрĕслĕ. Кунта лайăххи те пур. Ума тухса тăракан кашни ыйту малалла аталанма май парать-çке. Харпăр пурнăçра хĕрÿ туйăмлă‚ анчах та вăраха тăсăлман юрату çыхăнăвĕсем кĕтеççĕ. Ун пеккисем валли вăхăтăра та сая ан ярăр. Ĕç çине ытларах тимлĕх уйăрсан лайăхрах пулĕ. Кунта эсир темиçе кăсăк сĕнÿ илме тивĕç. Анчах конкурентсем те çывăрма май памĕç‚ йышăнусене хăвăрт тума тÿр килĕ. Çулла вĕçĕпе отпуск илсен аван пулĕччĕ. Асра чуна витермелли самантсем юлччăр тесен халиччен пулман çĕре кайса курăр.
Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.