Пăру (21.04-21.05)
Кăçалхи çул Пăрусемшĕн карьера, вĕренÿ, бизнес тĕлĕшпе питĕ майлă пулма тивĕç. Ĕçри çитĕнÿсем вара ытларах хăвăр тăрăшнинчен килеççĕ. Çуркунне – çĕнĕ ĕçсем пуçармалли ункайлă вăхăт. Анчах та апрельпе май уйăхĕсенче уйрăмах тимлĕ пулмалла. Начар лару-тăру, укçа-тенкĕ йывăрлăхĕсем сиксе тухма пултараççĕ. Укçăрсене перекетлĕр тата сывлăхăра ытларах тимлĕх уйăрăр. Кĕркунне пурнăçа ырă улшăнусем илсе килĕ. Хăшĕ-пĕрисен çемйисенче йыш хушăнасси куç кĕрет.
Йĕкĕрешсем (22.05-21.06)
Пурнăçри пур сферăсенче те палăрмалли улшăнусем кĕтĕр. Профессие е ĕç вырăнне улăштарма, вĕренме е квалификацие ÿстерме май килсе тухĕ, пысăк проектсене пурнăçа кĕртмелле пулĕ. Чылайăшĕ пурăнмалли вырăна улăштарĕ, çĕнĕ должноçа тивĕçĕ, çемье çавăрĕ, çĕнĕ предприяти уçĕ. Çулталăк укçа-тенкĕ енчен стабильлĕ пулма шантарать. Шăпа пÿрни тата таврари çынсем пулăшни чылай плана пурнăçа кĕртме пулăшĕ.
Рак (22.06-22.07)
2022 çул чылай Раксемшĕн – позитивлă вăхăт. Çĕнĕ çулталăкăн пĕрремĕш кунĕсенчех ĕç пуçласа пулĕ. Ĕçтешсемпе хутшăнусене ункайлăр. Сирĕн ĕç вырăнне е унăн юхăмне улăштарас шанчăк пур. Çĕнĕ тупăш çăлкуçĕсем килсе тухма пултараççĕ. Килте, çемьере ырă улшăнусем пулса иртĕç. Çулталăк шанчăка çухатнă тата пĕччен çынсене çĕнĕ паллашусемпе савăнтарĕ.
Арăслан (23.07-23.08)
Ума лартнă тĕллевсене пурнăçлас тесен Арăслансен пĕтĕм вăйпа çирĕплĕхе тата хастарлăха хута ямалла пулĕ. Çулталăкăн малтанхи пайĕнче ырă улшăнусем пуласси паллă. Март-апрель уйăхĕсенче пĕлекен çынсем хушшинче шанчăклă та йывăр вăхăтра пулăшу пама хатĕр, пĕр шухăшлă çынсем килсе тухĕç. Çулла хастарлăха кăшт чакарса ытларах сывлăха тимлĕх уйăрсан аванрах пулĕ. Арăслансен пурнăçĕ кăсăк та хавхаллă (бурный) иртĕ. Сирĕн чĕрене никам та вут хыптарман пулсан астармăш (увлекательный) юрату романĕ пулса иртме пултарĕ.
Хĕр (24.08-22.09)
Çулталăкăн пĕрремĕш пайĕ, уйрăмах çуркуннепе июнь уйăхĕ – çĕнĕ ĕçсем пуçламалли, çул çÿревсене тухмалли, урăх ĕçе куçмалли ункайлă вăхăт. Асăннă тапхăр романтика хутшăнăвĕсемшĕн те вырăнлă. Анчах та ĕçтешсемпе, сире пăхăнса тăракансемпе, ĕçпе çыхăннă çынсемпе хăвăр хушăра дистанци тытсан аванрах пулĕ. Мĕншĕн тесен çак вăхăтра лару-тăру пĕр тикĕс пулмĕ, вăл плансемпе бизнеса витĕм кÿме пултарĕ. Август уйăхĕнче отпуска кайса сывлăха ытларах тимлĕх уйăрсан аванрах пулмалла. Кĕркунне укçа-тенкĕпе çыхăннă, ĕçтешсемпе партнерсем хушшинчи лару-тăру та ункайланĕ.
Тараса (22.09-22.10)
Кăçал професси тĕлĕшĕпе ÿсĕмсем пуласси куç умĕнче. Пурте январь, март уйăхĕсенче хăвăра мĕнле кăтартнинчен килет. Февраль уйăхĕнче хăвăр пурнăç çине епле пăхнине, пурнăç позицийĕсене ыттисен умĕнче хÿтĕлемелле пулĕ. Май уйăхĕнче вăхăта ытларах сывлăх тата çывăх çыннăрсем валли уйăрма тăрăшăр. Август уйăхĕнче çул çÿревсене тухмасан, урăх вырăна куçса каймасан, пысăк йышăну тăвассинчен сыхлансан аванрах пулĕ. Вăй-хал чакнине пула кĕркунне кану пирки шухăшласа пăхмалла. Çулталăк вĕçĕ – пурлăха çирĕплетмелли меллĕ вăхăт.
Скорпион (23.10-22.11)
Ĕçре, юратура çĕнĕ çул шырама тивĕ. Çăлтăрсем сире пултарулăхра çитĕнÿсем тума, халăх хисепне тивĕçме май параççĕ. Укçа-тенкĕ енчен илсен çак çул ункайлă тесе пулмасть. Тăкаксене чакарăр, иккĕленÿллĕ авантюрăсенчен сыхланăр. Кивçен укçа ан парăр, çапла туни сире пысăк çухатусенчен хăтарĕ. Çулталăкăн пĕрремĕш çурри харпăр пурнăçшăн питĕ ăнăçлă пулĕ. Çулăн иккĕмĕш пайĕнче ачасене ытларах тимлĕх уйăрăр: вĕсем пысăк йывăрлăхсене кĕрсе ÿкме пултарĕç. Йывăр чирсем сирĕн пата кăçал çыпăçмĕç.
Ухăçă (23.11-21.12)
2022 çул бизнеса лайăхлатма, професси картлашки тăрăх хăпарма, укçа-тенкĕпе пурлăха тĕреклетме май парĕ. Йывăрлăхсем март, май, сентябрь тата ноябрь уйăхĕсенче сиксе тухма пултарĕç. Çулталăкăн иккĕмĕш пайĕнче урăх çĕре куçса каясси, чикĕ леш енне çитесси, çемье статусне (ытларах лайăх енне) улăштарасси паллă. Çирĕп сывлăх сире пур хĕнлĕхсене те çĕнтерме пулăшĕ.
Ту качаки (22.12-20.01)
Кăçал ĕçсем малалла каясси паллă. Ун пек пултăр тесен пĕлĕве пуянлатмалла, çыхăнусене анлăлатмалла, пурнăçа çĕнĕ шухăшсем кĕртмелле. Çуркуннепе çулла романтикăллă çĕнĕ çыхăнусем пуласси паллă. Май уйăхĕнчен пуçласа август уйăхĕччен юрату ĕçĕсемшĕн уйрăмах ăнăçлă тапхăр шутланать. Сывлăха çирĕплетессине август уйăхне хăварăр. Октябрьпе ноябрь уйăхĕсем ĕçре çитĕнÿсем тума ункайлă пулĕç. Пуçлăхсемпе, ĕçтешсемпе тата партнерсемпе хирĕçÿ-тавлашусенчен пăрăнни бизнеса анлăлатма, лайăх ĕç вырăнне вырнаçма пулăшĕ.
Шыв юхтаран (21.01-19.02)
Тигр çулĕнче юлташсен, хута кĕрекенсен пулăшăвне шанма пултаратăр. Ĕçре çитĕнÿсем, килте тăнăçлăхпа килĕшÿ кĕтĕ. Çулталăкăн малтанхи пайĕнче тупăша ÿстермелли шанчăк килсе тухĕ, анчах та иккĕмĕш çурринче укçа-тенке тĕрĕслесе тăмалла пулĕ. Çулла тата кĕркунне çурт-йĕр хăпартма, юсав ĕçĕсем ирттерме тивĕ. Сывлăх вара хăйне ытларах тимлĕх уйăрттарĕ. Çывăх çынсемпе хутшăнусем пĕр тикĕс пулĕç. Хăш-пĕр Шыв юхтарансем хĕрÿ туйăмлă юрату авăрне лекесси, çемьеллĕ пуласси куç кĕрет.
Пулăсем (20.02-20.03)
Кăçал чылай шухăшсемпе плансене пурнăçа кĕртмелли шанчăк килсе тухĕ. Пулăсен паллинчи Юпитер хăвна килĕшекен ĕç-хĕле тупма, малалла аталанма майсем уçать. Тен, ĕçĕн çĕнĕ çул-йĕрĕпе кăсăкланма тытăнăр, пултарулăх планĕсем çуралĕç. Укçа-тенкĕ енчен лару-тăру çивĕчрех пулсан та çука юлас хăрушлăх пулмĕ. Канма, çывăрма вăхăт ан шеллĕр, сывлăхăра упрăр.
Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.