Пăру (21.04-21.05)
Чылай Пăрушăн январь уйăхĕ пултарулăх çĕкленĕвне хатĕрленмелли тапхăр пек килсе тухĕ. Март тата апрель уйăхĕсенче сывлăха ытларах тимлĕх уйăрмалла, лăпкăрах пулмалла, йышлă вырăнсенчен сыхланмалла. Çулталăкăн иккĕмĕш çурринче усăллă çыхăнусем тупăнĕç, пурнăçра пысăк улшăнусем пулса иртĕç. Ĕç вырăнне улăштарасси çеç мар, харпăр ĕç пуçласа ямалли майсем килсе тухĕç.
Йĕкĕрешсем (22.05-21.06)
Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче маларах палăртнă плансене пурнăçа кĕртмелле, çемье е професси тивĕçĕсене пурнăçламалла пулĕ. Çак тапхăрта укçа-тенкĕпе тирпейлĕрех пулмалла. Çулталăкăн иккĕмĕш çурринче чылайăшĕ хăйсен тупăшĕсене пысăклатма, куçман пурлăх туянма, пурăнмалли вырăна улăштарма пултарĕç. Чи пысăк та çивĕч ыйтусене октябрь уйăхĕ вĕçĕччен татса памалла. Çулталăк вĕçĕнче кĕтменлĕхсем, хирĕçÿсем, сывлăх ыйтăвĕсем сиксе тухма пултарĕç.
Рак (22.06-22.07)
Пĕрремĕш çурçуллăх чылай Ракшăн çемьери, ĕçри çыхăнусене çирĕплетмелли улшăнусемпе палăрĕ. Иккĕмĕш çурçуллăхра ăмăрту, конкуренци, вăрттăн кавар тăвакансемпе тĕл пулма тÿр килĕ. Укçа-тенкĕ лару-тăрăвĕ ăнăçлă йĕркеленĕ. Тăвансемпе çыхăнусем кăткăсрах пулса кайма пултараççĕ. Çулталăк тăршшĕпе сывлăх çирĕп мар пулĕ. Ытлашши энерги тăкмалли ĕçсенчен сыхланăр.
Арăслан (23.07-23.08)
Çулталăкăн малтанхи çур çулĕ чылай Арăсланшăн ăнăçлă килсе тухĕ. Çав вăхăтра вĕсем хăйсен умне лартнă тĕллевсене пурнăçлас тесе ĕçлĕ çыхăнусемпе тупăшлăрах усă курма пултараççĕ. Март уйăхĕнче инвестицисемпе е укçа-тенкĕ тăкакĕсемпе çыхăннă ĕçсемпе тимлĕрех пулмалла. Июнь-сентябрь уйăхĕсенче ĕç хастарлăхне чакармалла тата таврари çынсемпе харкашассинчен сыхланмалла. Октябрьпе ноябрь уйăхĕсенче Арăслансем ĕçре çитĕнÿсем, малашнехи плансем тума пултарĕç.
Хĕр (24.08-22.09)
Çулталăкăн малтанхи çурринче çыхăнусене, бизнес-проектсене пырса тивекен йышăнусем тунă чух асăрхануллă пулмалла. Çуркунне сывлăх хавшама, пурнăç хевти (тонус) чакма пултарĕ. Çулла ытларах вăхăта çут çанталăкра ирттерме тăрăшăр. Пысăк ĕçсем, пултарулăх планĕсем патне 3-мĕш квартал вĕçĕнче таврăнсан, 4-мĕш кварталта сирĕн умăрта илĕртÿллĕ малашлăх уçăлĕ. Асăннă тапхăр Хĕрсемшĕн ăнăçлă пулĕ.
Тараса (22.09-22.10)
Çулталăкăн пĕрремĕш çурри пĕр-пĕринпе çыхăну тĕреклетмелли, карьера тумалли ункайлă тапхăр шутланать. Çак вăхăтра ĕç вырăнне улăштарма, çĕнĕ ĕç пуçлама, обществăра çитĕнÿсем тума майсем уçăлаççĕ. Чылайăшне çĕнĕ тĕлпулусем, паллашусем, хĕлхем кăларакан юрату, пысăк шанăç кĕтеççĕ. Çулталăкăн иккĕмĕш çурринче юрату авăрне лекнисенчен хăшĕ-пĕрисем çемье çавăрас тейĕç. Туслă мăшăрсем вăхăчĕсене пурăнмалли вырăнĕсене тирпейлессипе, ача-пăча çитĕнтерессипе ирттерĕç. Çулталăк ĕçри çитĕнÿсемпе, укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен ăнăçлă пулнипе палăрĕ.
Скорпион (23.10-22.11)
Пĕрремĕш çурçуллăх чыйлай Скорпионшăн ăнăçлă иртĕ. Пысăк туянусем тума пултарăр. Пĕччен Скорпионсен мăшăрлану патне илсе çитерекен çыхăнусем тăвас шанчăк пур. Иккĕмĕш çурçуллăхра укçа-тенкĕпе çыхăннă ĕçсене асăрхануллăрах илсе пымалла. Финанс çухатăвĕсем, пысăк парăмсем патне илсе çитерекен ăнсăртран паллашнă çынсенчен, киревсĕр ĕçсенчен сыхланмалла.
Ухăçă (23.11-21.12)
Çулталăк бизнеса лайăхлатма, карьерăна, укçа-тенкĕпе пурлăха ÿстерме ункайлă пулĕ. Иккĕмĕш кварталта хăвăн вăйна ытлашши шанни хал чакни, ывăнни патне илсе çитерме пултарать. Çулла Ухăçăсен пурнăçне тулли те çутă тăвакан юрату пуласси куç кĕрет. Кĕркунне хăшĕ-пĕрисен çемье статусне улăштарасси пулма пултарать. Çулталăк вĕçне тулли вăй-халпа кĕтсе илес тесен ноябрь, декабрь уйăхĕсенче сывлăха тимлĕх уйăрсан аван пулĕ.
Ту качаки (22.12-20.01)
Çулталăкăн пĕрремĕш кварталĕнче бизнесра ăнăçу кĕтет, карьера ÿсĕмĕ пуласси паллă. Çуркунне ĕç тата пултарулăх хастарлăхĕ чакма, сывлăх хавшама пултарĕ. Çулла ытларах канма, çул çÿревсене тухма тăрăшмалла. Чи кирлĕ те пысăк ĕçсене кĕркуннене палăртмалла. Ун чухне сире таврари çынсем çеç мар, çÿлти вăйсем те пулăшĕç. Çулталăк вĕçĕнче хăш-пĕр Ту качакисем ыйтăвĕсене ăнăçлă татса пама пултарĕç, вĕсене тахçантанпах тавăрман парăмĕсене парĕç. Çемье йышлăланасси тата пурăнмалли вырăна улăштарасси те пулма пултарать.
Шыв юхтаран (21.01-19.02)
Çулталăкăн малтанхи çурринче Шыв юхтарансен пуçаруллăрах, тимлĕрех пулмалла. Шухăшламасăр йышăну тăвас темесен опытлă, пĕлÿллĕ çынсемпе канашламалла. Çулталăкăн иккĕмĕш çурри карьера картлашки тăрăх хăпармалли, пурлăх никĕсне çирĕплетмелли ункайлă тапхăр шутланать. Çулталăк вĕçĕнче Шыв юхтарансене харпăр пурнăçри, çемьери улшăнусем кĕтеççĕ. Çемье йышлăланма пултарĕ, тахçанхи ыйтусене татса пама майсем уçăлĕç.
Пулăсем (20.02-20.03)
Çулталăкăн пĕрремĕш кварталĕ Пулăсемшĕн кăткăс та йывăр иртĕ. Чылайăшĕн вĕçлемен проектсене туса пĕтерме, парăмсене тавăрма тивĕ. Çуркунне сывлăха пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çулла укçа-тенкĕпе асăрхануллă пулмалла, пурнăçпа çыхăнман (нереальные) плансемпе сĕнÿсенчен сыхланмалла. Кĕркунне пĕрремĕш вырăна çемье тата харпăр пурнăç тухĕ. Ноябрь тата декабрь уйăхĕсенче тăкаксене тĕрĕслесе тăмалла, теветкеллĕ (рискованный) проектсемпе тата çĕнĕ ĕçпе çыхăннă йышăнусем тунă чух асăрхануллă пулмалла.
Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.