Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Гороскоп
5 Кӑрлач , 10:10

2024 çул - симĕс Аçтаха çулĕ

Хисеплĕ вулакансем, сире 2024 çулхи гороскоппа паллаштарасшăн.

2024 çул - симĕс Аçтаха çулĕ
2024 çул - симĕс Аçтаха çулĕ

Сурăх (Овен 21.03-20.04)
Симĕс Аçтаха (Дракон) çулĕ Сурăхсемшĕн укçа-тенкĕ енчен ăнăçлă пулĕ. Çулталăкăн пĕрремĕш пайĕнче Сурăхсем пултарулăх вăйне туйса илĕç. Çав вăхăта, малтанхи аталанусăр тапхăра саплаштарас тесе, усăллă ирттерĕр. Çулталăкăн иккĕмĕш пайĕнче инçе çул çÿреве тухмасан лайăхрах пулĕ. Çитес 2025 çула интереслĕ шухăш-ĕмĕтсемпе пуçлас тесен пысăк мероприятисене ноябрь, декабрь уйăхĕсенче ирттерĕр.
Пăру (Телец 21.04-21.05)
Кăçал Пăрусене нумай ĕçлеме тивĕ. Хăшĕ-пĕрисем малтан пурнăçланă ĕç-хĕле пĕтĕмпех улăштарма шутлĕç. Çулталăк пуçламăшĕнче Пăрусен çемьери, ачасемпе тăвансем хушшинчи хутшăнусем ăнăçлă йĕркеленĕç. Туйсем, ачасем çурални, пултарулăх çитĕнĕвĕсем пурнăçа илем кÿрĕç. Çулталăкăн иккĕмĕш пайĕнче хăш-пĕрисен ĕç вырăнне улăштарма çеç мар, хăй ĕçне анлăлатма е пуçарса яма май пулĕ.
Йĕкĕрешсем
(Близнецы 22.05-21.06)
2024 çулăн пĕрремĕш пайĕнче Йĕкĕрешсем хавхаланупа пултарулăх хушăнса пынине туйса илĕç, карьерăра, бизнесра ÿсĕмсем курăмланĕç. Çуркунне палăртнă тĕллевсене пурнăçламалли питĕ ункайлă тапхăр пулĕ. Кĕркунне ĕçтешсем, коммерци фирмисем хушшинче ыйтусем сиксе тухĕç. Карьерăна, бизнеса, укçа-тенкĕ çирĕплĕхне, хăвăр пурнăçăра, çемьери хутшăнусене сиен кÿме пултаракан хирĕçÿсенчен айккинче тăма тăрăшăр.
Рак (22.06-22.07)
Симĕс Аçтаха çулĕ Раксемшĕн çĕнĕ ĕçлĕ çыхăнусемпе тата интереслĕ проектсемпе пуян пуласса шантарать. Çулталăк пуçламăшĕ ÿсĕмлĕ тата пултарулăх енчен тухăçлă пулĕ. Çуркунне професси ĕçĕнче йывăрлăхсем пуласси куç кĕрет. Раксен ăмăрту, конкуренци ыйтăвĕсемпе, юнашар çынсем вăрттăн сăтăр, каварлашу тунипе тĕл пулма тÿр килĕ. Анчах та Пăру паллипе çыхăннă Юпитер лайăх витĕм кÿнипе Раксем йывăрлăхсене çĕнтерме вăй-хал тупĕç. Харпăр пурнăçра вĕсене тытăнкăлăх (стабильность) тата ăнăçу кĕтет.
Арăслан (Лев 23.07-23.08)
2024 çулăн малтанхи пайĕ Арăслансемшĕн ĕçлĕ тата предприниматель пултарулăхне пурнăçа кĕртмелли ункайлă вăхăт шутланать. Çулталăк варринче, июнь-сентябрь уйăхĕсенче, юнашар çынсемпе хирĕçессинчен сыхланăр. Çак тапхăрта чылай Арăслана сывлăх ыйтăвĕ чăрмантарĕ, çавăнпа хăвăра ытларах тимлĕх уйăрăр. Кĕркунне ăнăçу кĕтет, укçа-тенке тухăçлă ĕçре хывма пулĕ. Чылай Арăсланăн пурнăçĕ лăпкă иртĕ.
Хĕр (Дева 24.08-22.09)
Çĕнĕ çул нумай ĕç-пуç, хумхану илсе килĕ. Çулталăкăн малтанхи пайĕнче чылай Хĕре хăйсен тата çемьери çынсен сывлăхĕ канăçсăрлантарĕ. Çулталăкăн иккĕмĕш пайĕнче укçа-тенкĕ енчен лару-тăру лайăхланĕ, анчах тăкаксем нумай пулĕç. Харпăр тата ачасем хушшинчи хутшăнусем ытларах пăшăрхантарĕç. Аçтаха çулĕнче Хĕрсен вăй-хăвачĕ çÿллĕ шайра пулма тивĕç. Анчах та вăраха кайнă чирсене профилактика тума ан манăр.
Тараса (Весы 22.09-22.10)
Симĕс Аçтаха çулĕнче Тарасасен романтика çыхăнăвĕсенче лайăх улшăнусем пулса иртме тивĕç. Чылайăшне çĕнĕ тĕлпулусем, паллашусем, çиçĕмлĕ туйăмсем, шанчăк кĕтет. Харпăр тата çемье пурнăçĕнчи йывăрлăхсем, туйăмсен сапаланчăклăхĕ çуркунне тата çулла пуçламăшĕнче килсе тухма пултараççĕ. Кĕркунне кăмăл-туйăм пăлханăвĕ пулса иртме пултарать. Юрату авăрне лекнисем хăйсен çыхăнăвне саккунпа çирĕплетме тăрăшĕç. Туслă мăшăрсем кил-çуртра тирпей-илем кĕртессипе ача-пăчапа тăрмашĕç. Çулталăк ĕçри ăнăçусемпе, укçа-тенкĕ пĕр тикĕс килсе пынипе палăрĕ.
Скорпион (23.10-22.11)
Аçтаха çулĕнче романтика çыхăнăвĕ йĕркеленĕ Скорпионсем мăшăрлану патне килсе тухĕç. Маларах мăшăрланнисен çыхăнăвĕсем çирĕпленĕç. Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен кăçалхи çул ăнăçлă пулĕ. Куçман пурлăх, килти техника туянас, тупăшлă суту-илÿ туса ирттерес шанчăк пур. Çулталăкăн иккĕмĕш пайĕнче финанс ĕçĕсене асăрхануллăрах илсе пымалла. Пурлăхсăр хăварма, улталама пултаракан ăнсăртран паллашнă çынсенчен сыхланăр.
Ухăçă (Стрелец 23.11-21.12)
Симĕс Аçтаха çулĕнче Ухăçăсемшĕн карьера ÿсĕмĕ тумалли, укçа-тенкĕпе пурлăх хушмалли майсем уçăлĕç. Çулталăкăн малтанхи пайĕнче хăв пултарнинчен ытларах ыйтнипе кăмăл-сипет ырханлăхĕ, ывăнни патне илсе çитерĕ. Çулла Ухăçăсен пурнăçне тулли те илемлĕ тăвакан юрату килес шанăç та пур. Кĕркунне пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçасси, инçе çулçÿреве тухасси, çемье статусне улăштарасси пулма пултарать. Çулталăк вĕçнелле вăй-хал ан чактăр тесен декабрь уйăхĕнче сывлăха ытларах тимлĕх уйăрăр.
Ту качаки (Козерог 22.12-20.01)
Ту качакисемшĕн çитес çул карьерăпа пултарулăх ÿсĕмĕшĕн, пурлăхшăн ункайлă пулĕ. Ытларах çулталăк пуçламăшĕ ăнăçлă иртĕ, ун чух Ту качакисем ÿсĕмĕн чăн малашлăхне асăрхĕç. Çулла тата кĕркунне пуçламăшĕнче вăраха кайнă чирсем хăйсем çинчен астутарĕç, ĕçре тавлашусем сиксе тухĕç. Çак тапхăрта инçе çул çÿревсене, пĕлтерĕшлĕ тĕлпулусене, калаçусене палăртмалла мар. Октябрь тата ноябрь уйăхĕсенче пысăк пурлăх çитĕнĕвĕ патне килсе тухма пултаратăр. Декабрь уйăхĕнче ют нушасене явăçтарнинчен, кирлĕ мар тавлашу-харкашусенчен сыхланăр.
Шыв юхтаран (Водолей 21.01-19.02)
Çулталăк хуçи – Симĕс Аçтаха Шыв юхтарансене тĕрлĕ улшăнусем тума хистĕ. Асăрхануллă пулăр, шухăшламан ĕç тăвас мар тесен опытлă, ăста çынсемпе канашлăр. Çулталăкăн иккĕмĕш пайĕ лăпкăрах иртĕ, карьера ÿсĕмĕшĕн, пĕлĕве анлăлатма ункайлă пулĕ. Кăçал Шыв юхтарансен харпăр пурнăçĕ кăсăк та кăмăллă иртĕ.
Пулăсем (Рыбы 20.02-20.03)
2024 çул чылай Пулăсемшĕн çĕнĕ пултарулăх проекчĕсемпе, интуици çĕкленĕвĕпе çыхăнĕ. Çулталăкăн пуçламăшĕнче сывлăха ытларах тимлĕх уйăрăр. Май уйăхĕнче професси ĕçĕнче ăнăçу илсе килекен пултарулăх тапхăрĕ пуçланать. Çулла укçа-тенкĕпе асăрхануллă пулмалла, пули-пулми плансемпе сĕнÿсене пăрахăçлăр. Кĕркунне Пулăсемшĕн хăйсен тата çемье пурнăçĕ пĕрремĕш вырăна тухĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: