Пур хыпар та
Илемлĕх ăсти
25 Сентябрӗн 2019, 13:58

Унăн алă ĕçĕсенче чун ăшши тата хаваслăх

Пултаруллă çынсем сахал мар, анчах çут çанталăк вăрттăнлăхне, унăн шалти пĕлтерĕшĕпе çураçулăхне, пурнăç вăй-хăватне ăнланма кашнинех Турă паман. Куюргазă районĕнчи Кривле-Илюшке ялĕнче пурăнакан Вера Борисовна Фролова хăйĕн алă ĕçĕсене чунĕ урлă кăларса пурнăçлать тейĕн: вĕсем ăшă та хаваслă.

Вера Борисовна аллинчен кирек епле ĕç те килет. Унăн çекĕлпе çыхнă çемçе теттисем - ачасен чи юратнă йăпатмăшĕсем. Салфеткăсем, краватĕн аялти пайне хупламалли шăтăкласем асамлă эрешĕпе тĕлĕнтереççĕ. Вера Борисовна пĕр вырăнта чарăнса тăмасть, пурнăçпа пĕр тан утса пултарулăхне аталантарсах пырать. Халĕ вăл «квиллингпа», хута пĕтĕрсе тĕрлĕ япаласем тăвассипе, интересленет. Ылтăн алăллă хĕрарăмăн кил-çурчĕ те илемлĕх музейне аса илтерет: чÿрече каррисем, салфеткăсем, минтер пичĕсемпе вырăн çине витмеллисем пурте алă вĕççĕн «çитĕннĕскерсем».
Алă ĕçĕпе ларма чăтăмлăх, илеме туйма пĕлни кирлĕ. Ку ĕçе пур çын та пурнăçлама пултараймасть, хамăр ялта çакăн пек пултаруллă хĕрарăмсем пурришĕн савăнатпăр.
Валентина МАКАРОВА.
Куюргазă районĕ,
Кривле-Илюшке ялĕ.
Читайте нас в