Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Инкек
13 Июнӗн 2019, 14:08

15 çулхи çамрăкăн пурнăçĕ татăлнă

Июнь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Бирск районĕнчи «Чайка» лагерьте волейбол сеткине карнă чухне 15 çулхи çамрăкăн пурнăçĕ ĕмĕрлĕхех татăлнă. Лару-тăрăва ăнлантарса панă тăрăх, монтаж ĕçĕсем пынă вăхăтра ĕçлекенсем хăрушсăрлăх техникине пăхăнман. Вырăнта полицин следствипе оперативлă ушкăнĕ‚ судмедэкспертсем‚ ПР Следстви комитечĕн следователĕсем ĕçленĕ‚ инкеке курнă çынсемпе курса калаçнă.

Пушкăртстанра ача лагерĕнче синкерлĕ вилĕмпе вилнĕ çамрăкăн çемйине тĕрлĕ енлĕ пулăшу парĕç. Çакăн çинчен регионти ПР Патшалăх Пухăвĕн депутачĕ‚ «Сывлăхлă малашлăх» проектăн председателĕ Римма Утяшева пĕлтернĕ.
Депутат сăмахĕсем тăрăх‚ асăннă лагерь администрацийĕ ÿрĕк-сÿрĕк ĕçленĕ‚ закона пăхăнман. Ĕçе йĕркелекенсем лагере çуллахи вăхăта хатĕрлес ĕçе ачасене явăçтарнă. Апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа 14-16 çулхи 50 яхăн çамрăк шкулти занятисем хыççăн 7-8 сехет лагерьте ĕçленĕ. Ачасене ĕçленĕшĕн çу кунĕсенче тÿлевлĕ ĕçпе тивĕçтерессине шантарнă. Сăмахран‚ вилнĕ çамрăк каччă повар пулăшаканĕ пулса ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Лагерь администрацийĕ ашшĕ-амăшĕсенчен ачисене ĕçлеттерме ирĕк илнĕ (ăна вĕсем хут çине çырса панă). Çамрăксем курăк çулнă‚ пÿлĕмсене тасатнă. Инкек сиксе тухнă кун ачасем волейбол сеткине карнă‚ анчах çумĕнчи начар çирĕплетнĕ флагшток арçын ача çине ÿкнĕ.
- Лару-тăрăва тĕплĕн тĕпчеме республикăра ятарлă комисси йĕркеленĕ. Следстви органĕсем администраци ÿрĕк-сÿрĕк ĕçлени пирки уголовлă ĕç уçнă. Эпир вырăнта пулнă чух лагере хатĕрлес ĕçре питĕ нумай йĕркене пăснине куртăмăр. Вĕсене ахалех хăварма юрамасть. Пирĕн вырăнти вĕрентÿ уйрăмĕнчен тата Роспотребнадзортан ыйтса пĕлмелли чылай. Çакна палăртса хăвармалла‚ ĕçе ачасене закона пăсса явăçтарнă. Закон тăрăх‚ ашшĕ-амăшĕсем ирĕк парсан ачисем 3-4 сехет çăмăл ĕçре тăрăшма пултараççĕ. Анчах вĕсене укçа-тенкĕ тÿлемелле. Кунта вара ачасем тÿлевсĕр вăй хунă‚ малашне лагерьте укçа-тенкĕлле ĕçлĕпĕр тесе ĕмĕтленнĕ. Синкерлĕ вилĕмпе вилнĕ çамрăкăн çемйине тĕрлĕ енлĕ пулăшу парăпăр‚ юриспруденци енчен те‚ – пĕлтернĕ Римма Утяшева.
- Ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн тата канăвĕшĕн яваплă çынсем ÿрĕк-сÿрĕк ĕçлеççĕ. Çак кунах Радий Хабиров оперативлă канашлура лагерьсенчи канмалли условисене тата ачасен хăрушсăрлăх техникине тепĕр хут пăхса тухма хушрĕ. Хальхи вăхăтра республикăри лагерьсенче тĕрĕслев ĕçĕсем пыраççĕ‚ – тенĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» «Çĕнĕ шкул» проекчĕн координаторĕ Раиль Асадуллин.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Бирск районĕ.
Читайте нас: