Пур хыпар та

Хуçалăх пулăшнипе нумай ачаллă çемьесем йышлăланĕç

Çыннăн пурнăçĕнче чи кирли – пÿрт лартасси‚ хваттер туянасси. Пуç çинче тăрă пулсан этем лăпкă пурăнма пултарать. Паянхи кун çурт хăпартма‚ хваттер туянма çăмăл маррине кашниех лайăх пĕлет. Темиçе миллион тенкĕ тăракан пурлăхшăн вун-вун çул тар кăлармалла‚ çирĕп алăллă пулса укçа-тенкĕ пухмалла.

Телее‚ патшалăх енчен тĕрлĕ пулăшу пур. Вăл çамрăк çемьесене‚ кивĕ тата авариллĕ çуртсенче пурăнакансене‚ хăтлă хваттерсене куçарма пулăшать‚ çурт лартма е хваттер туянма социаллă тÿлев илмешкĕн свидетельствăсем парать.
Иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана çуратнă кашни çемье амăшĕн капиталне илме тивĕçнине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Кăçал та РФ Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн Уçă çырăвĕпе Федераллă Пухăва паллаштарнă кун чи малтан çемье ыйтăвĕ çинче чарăнса тăнă‚ нумай ачаллă çемьесене патшалăхран пулăшу парассине палăртнă.
Республика шайĕнче те ку енчен пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕр вăхăтра (2017-2018çç.) пĕрремĕш ача çуралнă çемьесене ача амăшĕн хушма капиталĕпе тивĕçтеретчĕç. Пулăшу 300 пин тенкĕпе танлашатчĕ. Нумай ачаллă çемьесене уйăхсерен тĕрлĕ тÿлев те парăнать.
Район енчен те укçа-тенкĕпе çыхăннă пулăшусем пуррине илтнĕ. Хам илтнине вара пĕр тĕслĕхпе çирĕплетсе парам. Черетлĕ командировка Чекмагуш районне çитерсен эпĕ пĕр çĕнĕлĕхпе паллашса таврăнтăм. Ман статьяра вара ытларах «Базы» ял хуçалăх предприятийĕ» ООО пирки сăмах пырĕ.
Хуçалăхра 2012 çултан пуçласа демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тесе тĕрлĕ программăпа усă кураççĕ. «Базынче» ĕçлекен çын çемйине çĕнĕ кайăк килсен вăл пĕр хутчен парăнакан пулăшăва илме тивĕçнĕ. Сăмахран‚ пĕрремĕш çуралнă ачашăн 30 пин‚ иккĕмĕшĕшĕн 40 пин‚ виççĕмĕшĕшĕн тата ун хыççăн çуралнишĕн 50 пин тенкĕ панă. 2019 çулхи январь уйăхĕнче пулăшу программине тепĕр хут пăхса тухнă. Малашне нумай ачаллă çемьесене тивĕçлĕ пулăшу парассине çирĕплетнĕ. Çĕнĕ йĕрке епле ĕçленине «Базы» ял хуçалăх предприятийĕ» ООО профком председателĕ Геннадий Тимофеев уçса пачĕ:
- Ĕç çыннин çемйинче виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ача çуралсан хуçалăх 500 пин тенкĕлĕх амăшĕн хушма капиталне пама йышăнчĕ. Çак ĕçе пурнăçлама ятарлă комисси йĕркелерĕмĕр. Пулăшăва ĕçкĕпе ашкăнакансене‚ юлхавсене‚ ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене начар пурнăçлакан çемьесене памаççĕ. Çĕнĕ положенийĕн условийĕсене пăхăнса асăннă укçа-тенкĕпе çемье ипотека кредитне тавăрса пама‚ çурт е хваттер туянма тата укçапа та илме пултарать. Анчах çакна та палăртса хăвармалла‚ пулăшу пилĕк çул хушши (çулсерен 100-шер пин) парăнать. Çынсем укçа-тенкĕпе вырăнлă усă курнине комисси тĕрĕслесе тăрĕ. Унсăр пуçне ял хуçалăхĕнче «Çамрăк çемьесене - çурт-йĕр» программа та вăй илсе пырать. 2018 çулта ултă çамрăк çемье çĕнĕ çурта хăтларĕ‚ пилĕк çурт вара хăйĕн хуçине кĕтет‚ виçĕ çуртăн строительство ĕçĕсем пĕтнипе пĕрех. Юлашки çулсенче 33 çĕнĕ çуртран пысăк та илемлĕ урам йĕркеленчĕ, - тет Геннадий Степанович.
Çĕнĕ урам «Базы» ял хуçалăх предприятийĕ» ООО кантурне хирĕç вырнаçнă. Вăл кашни иртен-çÿрен куçне илĕртет.
«Çемьере - халăхăн тата патшалăхăн тĕрекĕ. Чăвашсен хушшинче çемье халалĕсем яланах çирĕп пулнă. Çак тупрана упрăр эппин...» тенĕ Иван Яковлевич Яковлев. Çутта кăлараканăн сăмахĕсене пурнăçа кĕртнине ĕнентерекен фактсем чылаях (тĕслĕхсене çÿлерех асăнса хăварнă - авт.). Анчах çемье ят-сумĕ ÿсесси патшалăхран çеç мар, ашшĕ-амăшĕнчен те нумай килет.
Ирида НОВИКОВА.
Чекмагуш районĕ, Юмаш ялĕ.