Пур хыпар та

Пурнăç чечекĕн пилĕк çеçки

Мияки тăрăхĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнче пурăнакан Валерий Ильичпа Ольга Валерьевна Антоновсен пурнăçри тĕп тĕллевĕ – пурнăçа юратса савăнасси тата ачисене çавăн пек пурăнма май туса парасси. Вĕсен çемйинче пилĕк ача – тăватă ывăл та пĕр хĕр – çитĕнет.

Пурнăç чечекĕн пилĕк çеçки

Ольга Пелепей районĕнче çуралса ÿснĕ. Çамрăк та чипер хĕр Çĕнĕ Хурамала хăнана килнĕ пулнă. Кунта ăна пиччĕшĕ ялти каччăпа, Валерийпе, паллаштарнă. Темиçе кун тĕл пулнă хыççăн Валерий хĕре качча тухма ыйтнă. Çапла пĕр-пĕрне пĕрре курсах юратнă каччăпа хĕр 2005 çулхи октябрь уйăхĕнче мăшăрланнă, саккунлă майпа упăшкипе арăмĕ пулса тăнă. Çамрăксем упăшкин ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнма пуçланă. Хуняшшĕпе хунямăшĕ кинĕшĕн те хаклă та çывăх çынсем пулса вăй хунă. Аслă Антоновсем иккĕшĕ те ĕмĕр тăршшĕпе колхозра тăрăшнă: ашшĕ машинăпа трактор мастерскойĕнче токарь, амăшĕ сĕтпе çу ферминче доярка пулса ĕçленĕ. Çамрăк Антоновсем те аслисем пекех ял хуçалăхĕнче ĕçлеме тытăннă. Туслă та ĕçчен çемьере пĕрин хыççăн тепри Артур, Артем, Игнат ывăлĕсем çуралнă.
2016 çулта, халĕ ĕнтĕ нумай ачаллă çемье, «Ял хуçалăхĕнче ĕçлекен çамрăк çемье» программăпа çурт тума документсем пуçтарса панă. Мăшăр çĕнĕ çуртра хĕр çуралтăр тесе ĕмĕтленнĕ. Анчах Маргарита пÿрте туса кĕриччен кĕтсе тăман, çут тĕнчене документсем пуçтарса пĕтерсенех килнĕ. 2018 çулта, ырă хыпар иличчен кăшт маларах, Макар ывăлĕ çуралнă. 2019 çулта Антоновсем çурт-йĕр хăпартма сертификат илнĕ. Çулталăк ытларан ашшĕ-амăшĕн çурчĕпе юнашар Ольгăпа Валерий Антоновсен пысăк та хăтлă çурчĕ ÿссе ларнă. Хальхи вăхăтра унта иртен пуçласа каçченех ача-пăча сасси илтĕнет.
Крупская ячĕллĕ колхозра ĕçленипе ача-пăча ÿстернисĕр пуçне мăшăр пысăк кил хуçалăхĕ тытать. Çитĕнсе пыракан ывăлĕсем ашшĕ-амăшне пахча ĕçĕсенче, выльăх-чĕрлĕх пăхма пулăшаççĕ. Çемьери чи ырă та телейлĕ самантсем - кил-йыш тутлă апатсем лартса тултарнă сĕтел йĕри-тавра пуçтарăнса кăмăллăн калаçса ларни, ачисем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле выляни.
- Кашни ачан хăйĕн характерĕ, киленĕçĕ. Артур – çитĕнсе çитнĕ каччă темелле. Кăçал тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн вăл «газ тата электрооборудовани сварщикĕ» профессие алла илес тĕллевпе коллежда вĕренме кĕчĕ. Артем çар училищи çинчен ĕмĕтленет. Маргарита ÿкерме, ташлама юратать. Ултă çула çеç кайнă пулсассăн та мана чашăк-тирĕк çума пулăшать. Çав тери шкула çÿресси килет унăн. Игнат питĕ ĕçлĕ ача: шкулта вĕренет, спорт кружокĕсене çÿрет, ăмăртусене хутшăнать. Чи кĕçĕнни, Макар та, пире пулăшма тăрăшать. Виçĕ çулхискерĕн те характерĕ йĕркеленет. Кашни хăйне майлă тĕрлĕ вĕсем. Апла пулин те эпир пурне те пĕр пек юрататпăр, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма тăрăшатпăр, вĕсен кăмăлĕсене каякан киленĕç суйласа илнишĕн, хăйсен шухăшĕ çине тăма пултарнăшăн савăнатпăр. Пĕтĕмĕшле илсен, вĕсем пирĕнпе пĕрле пурнăçпа савăнаççĕ, йывăрлăхсене çĕнтереççĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн пурнăçа ăнланма, ĕçе юратма, ыттисен шухăшĕсене шута илме вĕренеççĕ. Ман шутпа, ачаллă çынсем пурте телейлĕ. Мана
«Есть у бога любимое местечко –
Это маленькое детское сердечко.
Он туда заходит не спеша
В первый миг рождения малыша» сăвă йĕркисем кăмăла каяççĕ, - ăшă туйăмпа калаçать нумай ача амăшĕ.
Ачасем хаваспах ашшĕпе пулла, çемйипе çут çанталăка шашлык ăшалама çÿреççĕ. Кайран хăйсен çитĕнĕвĕсене, кăмăл-туйăмĕсене юлташĕсене каласа параççĕ. Арçын ачасем аслисемпе ĕçлеме юратаççĕ. Сăмахран, ашшĕпе хавхаланса ача-пăча валли чуччу тунă. Халĕ вĕсем çак ĕçре хăйсен тÿпи пуррине ăнланаççĕ, кăмăлтан савăнса чуччу çинче ярăнаççĕ.
Амăшĕн яланах ĕçĕ нумай: ĕçе те каймалла, ачи-пăчине те пăхмалла, килти хуçалăхра та ĕçлемелле. Апла пулин те пушă вăхăт тупăнсанах Оля юратнă ĕçе кÿленет. Хăйне тата ачисем валли кĕпе-йĕм çĕлет, пÿрт ăшне илемлетме тĕрлĕ япаласем тĕрлет. Çавăн пекех хĕрарăм çемйине çуллă икерчĕпе сăйлама юратать. Çĕнĕ çул сĕтелĕ валли те пурте пĕрле пельмен-манты тăваççĕ, салатсем хатĕрлеççĕ.
Ашшĕпе амăшĕ ачисене юратаççĕ, май пур таран ĕçе хăнăхтараççĕ. Ачисен камран тĕслĕх илмелли пур вара. Валерий Ильича нумай çул хушши выльăх-чĕрлĕх пăхас ĕçре тăрăшса та тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата лайăх кăтартусемшĕн пĕр хутчен çеç мар Хисеп хучĕпе чысланă. Машинăпа сĕт сăвакан оператор пулса вăй хуракан Ольга Валерьевна ĕçтешĕсем хушшинче яланах малти вырăнсене тухать.
Антоновсен çемйине телейпе тăнăçлăх, ăнăçу сунас килет. Çывăх вăхăтра вĕсен çемйинче тĕпĕр ача çуралмалла. УЗИ-тĕпчев кăтартăвĕсем тăрăх хĕр ача пулмалла.
- Ĕмĕтленнĕ пекех çĕнĕ пÿртре тин çуралнă хĕр ача сасси пултăр, - тет телейлĕ хĕрарăм. Мăшăрĕ те унпа килĕшет.
Татьяна СЕМЕНКО.
Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕ.

Пурнăç чечекĕн пилĕк çеçки
Автор:Надежда Родионова