Пур хыпар та
Иртнĕ кунсем
13 Июнӗн 2019, 12:10

Вĕсем пĕрремĕшсем пулнă

Çынсем «Куçсем - чун тĕкĕрĕ», «Куç шăрçине сыхланă пек сыхла», «Çĕр хут хăлхапа илтиччен пĕрре куçпа курсан лайăхрах» тесе каланине час-часах илтме пулать. Вырăс чĕлхинче куçсене халалланă ваттисен сăмахĕсем чылай. Чăвашăн та çителĕклĕ.

Тĕрлĕ пĕлÿ çăлкуçĕсем тăрăх, таврари тĕнче çинчен информацин 75-90 процентне куçпа курса паллашатпăр. Ăсчахсем каланă тăрăх, вĕсем çынна минутне пине яхăн сисĕм параççĕ. Омар Хаям сăввинче те çакăн пек йĕркесем пур:
Глаза умеют говорить. Кричать от счастья или плакать.
Глазами можно ободрить, с ума свести, заставить плакать.
Словами можно обмануть, глазами это невозможно.
Во взгляде можно утонуть, если смотреть неосторожно.
Куç курни (зрени) куçпа пуç мимин кăткăс та пĕтĕмпе пĕлсе çитмен пĕрлешÿллĕ ĕçĕ шутланать. Çак хаклă пурлăха кирлĕ пек упратпăр-ши эпир? Куçсене, ытти чылай органсем пекех, тĕрлĕ йышши чирсем сиен кÿме пултараççĕ. Чи хăрушшисенчен пĕри - трахома. Вăл виçĕ пин çул каялла пулса кайнă. Трахома патне илсе пыракан инфекцие 1907 çулта Провачек хушаматлă ăсчах асăрханă. Час ерекен чир сиплемесен вăраха тăсăлма пултарать. Ячĕ «трахос» грек чĕлхинчен пулса кайнă. Вăл кăштăрка, яка мар тенине пĕлтерет. Тĕнче шайĕнчи сывлăх сыхлав организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çут тĕнчере асăннă чирпе 400 миллиона яхăн çын асап курнă. Кăнтăр енчи аталанман çĕршывсенче паянхи кун та трахома суккăрланнин тĕп сăлтавĕ пулса тăрать.
Руç çĕрĕ çине вăл ХII-ХV ĕмĕрсенче Чингисханăн куçса çÿрекен йăхĕсемпе килнĕ. Каярахпа трахома Атăлçи ялĕсенче, Çурçĕр Кавказпа Крымра тата кăнтăр енчи Украинăра сарăлнă. Пĕтĕмпе çак чире Совет Союзĕнче, Пушкăрт АССРĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче çĕнтерме пултарнă. Акă мĕн каласа парать Ермеккей районĕнче трахома эпидемине тĕп тăвас тесе чылай вăй хунă Елена Филипповна Никитина:
- Çынран çынна хламиди микробĕсем куçнин тĕп сăлтавĕ - сывлăха упрамалли условисем пулманни. Кунта халăх йышлă пурăннине, таса мар шывпа усă курнине, шăрăх тата шăна-пăван пулнине кĕртмелле. Пĕр сăмахпа каласан, санитари нормисене тытса пыманни. Тата тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ пулманни. Трахома хăй çинчен пĕр вăхăт систермессе те пултарать. Ăна сыватмасан куç хупанкин (веко) хĕррисем суранлă пулнипе куç тĕкĕсем (ресницы) илемсĕрленеççĕ, куççуль парĕсем сиенленеççĕ, куççуль тухма чарăнать. Куç хупанкисем йывăрланаççĕ, анаççĕ, куçа уçма хĕн пулать. Çавăнпа та чирлисен сăнĕ ыйхăланисен евĕр. Çак хăрушă сывмарлăх арçынсемпе хĕрарăмсене те, ачасемпе ватăсене те хĕрхенмест. Чи хăрушши вара вăхăтра сипленмесен куç витĕмĕ тĕксĕмленет те çын суккăрланать. Трахома чирне икĕ уйăхран кая мар сиплемеллеччĕ, - аса илет вăл.
1934-1940 çулсенче республикăри тĕрлĕ района асăннă чирпе кĕрешме 96 тухтăр бригади янă. Вĕсем 2 миллион ытла çынна тĕрĕсленĕ, 3,5 пин операци туса ирттернĕ, 10 пин ытла ачана сипленĕ. Пушкăрт АССРĕнче 1934 çулта çара каякансен 14,2 проценчĕ трахомăпа чирленĕ. Кăшт маларах, 1932 çулта, Башнаркомздрав хуласемпе районсенчи пульницăсенче куç уйрăмĕсем йĕркеленĕ. Пелепейĕнчи уйрăм вара Ĕпхÿри трахоматоз институчĕн тĕп учрежденийĕ пулса тăнă. Унта пĕтĕмĕшле профильлĕ 22 медицина сестрине хатĕрленĕ. Ермеккей районĕнчи Енкрел ялне Ольга Ивановăна, Исламбахтине Бану Султановăпа Назира Хабибуллинăна, Суккула Мукарама Султановăна (Чулпанова), Тарказине Насима Ялаевăна, Рятамака Давзян Шарифуллинăна ĕçе янă. Чылайăшĕ Ермеккей район пульницинче трахомăна сиплеме хушма пĕлÿ илнĕ.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçи хыççăн трахома чирĕпе кĕрешес ĕçе çĕнĕрен Пушкăрт НИИ трахоматоз институчĕн директорĕ Габдулла Хабирович Кудояров доцент пуçланă. 1946 çулта 360 пине яхăн çын трахомăпа аптранă. Г. Х. Кудояров хушнипе республикăн тĕрлĕ районĕнче яланах е вăхăтлăх трахоматоз пункчĕсем, стационарсем йĕркеленĕ. Шăпах çавăн чухне чирлисене бригада мелĕпе сиплессине пурнăçа кĕртеççĕ. Вĕсен шутĕнче командировкăна янă ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн (НИИ) тухтăрĕсем, акушерсемпе фельдшерсем тата медицина сестрисем пулнă. Апла пулсан та чирлисен шучĕ питĕ те ерипен чакнă.
Малалли хаçатăн 24№.
Галметдин СУЛТАНОВ.
Ермеккей районĕ, Суккул ялĕ.