Пур хыпар та
«ИСКУССТВО КАÇĔ» АКЦИ
13 Ноябрӗн 2019, 17:11

Илем тĕнчипе тĕл пулни

Ноябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне паллă турăмăр. Тĕрлĕ, пĕр пек сăнлă мар пулин те хамăра эпир пĕр историпе пĕр малашлăхлă Раççей çыннисем пек туятпăр. Уяв умĕн Пăслăк ялĕнчи нумай функциллĕ культура çурчĕпе модельлĕ библиотека ял çыннисене Пĕтĕм Раççейри «Искусство каçĕ» акцие йыхравларĕç.

Çав каç фойе тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсемпе илемленчĕ, ăшă та чуна пырса тивмелле калаçупа тулчĕ. Мероприятие килнисене çамрăк художникăн Иван Митрофановăн ÿкерчĕкĕсен куравĕ кĕтсе илчĕ. Юлашки вăхăтра унăн нумай çĕнĕ ĕç çуралчĕ, çав шутра çуллă сăрăпа çырнисем те пур. Хăш-пĕр ĕçĕсенче хамăр тавралăх сăнĕсене те палласа илме пулать. Çамрăк сăрăç шкул вулавăшĕн ертÿçипе Г.В. Кирилловапа рисовани урокĕ ирттерчĕ. Кăмăл пуррисем пурте пĕрле «Пĕрлĕхре пирĕн вăй» ÿкерчĕк тăвас ĕçе хутшăнчĕç. Ачасем хаваспах пысăк картина ÿкерчĕç, унта кашни хăй тÿпине хыврĕ.

Мероприятире хăй тĕллĕн вĕреннĕ художникăн Е.А. Павловăн ĕçĕсемпе те паллашма май пулчĕ. Пуçтарăннисем унăн ÿкерчĕкĕсене тимлĕн хак пачĕç, вĕсенче хăйсен тăван урамĕсемпе çурчĕсене палласа илчĕç. Егор Александровичшăн чăваш культури, манăçа тухса пыракан аваллăх темисем уйрăмах çывăх. Картинăсемсĕр пуçне сăрăçă интереслĕ сăн ÿкерчĕксем те тăвать. Мĕншĕн тесен вăл профессиллĕ фотограф.

«Мĕн ытларах кăмăла каять, кĕпе-и, блузка-и? Касатпăр та çĕлетпĕр», - çакăн пек сăмахсемпе кĕтсе илет килекенсене Пăслăк шкул вĕрентекенĕ Галина Данилова. Вăл кирек епле тум та çĕлеме пултарать, çав шутра сцена костюмĕсем те. Галина Степановна Пишпÿлек районĕнчи чылай чăваш коллективĕ валли халăх тумĕсем хатĕрленĕ. Часах вăл хăйĕн ĕçĕсене Республикăри халăх костюмĕсен выставкине тăратĕ. Пултаруллă вĕрентекен пур енĕпе те ăста: вăл çыхать те, ÿкерет те, юрлать те.

«Кун пеккине алăпа та тума пулать-и?» - тĕлĕнсе те ăмсанса ыйтатпăр Лира Прохорован вак шăрçаран тунă япалисене курсан. Кашни чечеке, йывăçа ăсталама мĕн чухлĕ вăхăт тата чăтăмлăх кирлĕ. Пире качча каякан хĕрсен чечек çыххийĕ, чăваш хĕрĕсен пуçне çыхакан масмакĕ, чечек композицийĕ тата ыт.те тыткăна илчĕç.

Пăслăкри нумай функциллĕ культура çурчĕн ертÿçи И.В. Игнатьева палас тĕртессипе мастер-класс ирттерчĕ. Çак ĕçе тума культура çуртĕнче ĕçлекен станок пурри пулăшрĕ. Алăпа тĕртнĕ палассем ялти ачалăха, асанне-кукамайсене аса илтереççĕ.

Пĕр сăмахпа каласан, «Ӳнер каçĕнче» илем тĕнчине никĕслекенсемпе, вĕсен ĕçĕсемпе паллашрăмăр, мăнаçлантăмăр. Акцие хутшăннисене вĕсен пултарулăхĕшĕн, чун ăшшишĕн, культура центрĕпе тата библиотекăпа çыхăнса ĕçленĕшĕн тав тăватпăр.

Марина КИРИЛЛОВА, вулавăш ĕçченĕ.

Пишпÿлек районĕ, Пăслăк ялĕ.