Пур хыпар та
Истори страници
3 Апрелӗн 2019, 13:24

Аваллăх кун-çулне уçса паракан тĕкĕр

Юмаш шкул музейĕн кун-çулĕ 1985 çултан пуçланать. Музей уçас шухăша пуçласа Анатолий Васильевич Антоновпа Василий Аввакумович Самсонов сĕннĕ.

Ăна йĕркелесе ярас тĕлĕшпе вара Галина Васильевна Никитина, Виталий Тимофеевич Капитонов, Петр Иванович Никитин, Елизавета Васильевна Игнатьева нумай вăй хунă. Музей аталанса пынă май хăй статусне те темиçе хутчен улăштарнă. 1999 çулта этнографи, 2003 çултан таврапĕлÿ музейĕ пулса тăнă. Тепĕр ултă çултан (2009ç.) республикăри истори тăрăмĕллĕ чи лайăх шкул музейĕ ята тивĕçнĕ. Аваллăх çуртне тĕрлĕ экспонатсемпе пуянлатас, истори материалĕсем пухас ĕçе учительсемпе шкул ачисем çеç мар, ял çыннисем те хастар хутшăннă.
2016 çул тĕлне музейра 420 экспонат пуçтарăннă. Музейăн тĕп фондĕнчи 380 экспонат шутĕнче – кулленхи пурнăçра усă куракан авалхи япаласем, ĕç хатĕрĕсем, фронт çырăвĕсем, вăрçă вăхăтĕнчи çар сăн ÿкерчĕкĕсем.
Хальхи вăхăтра музейăн пĕрремĕш пайĕ Юмаш ял историйĕпе паллаштарать. Юмаш чăвашĕсен тымарĕсем Чăваш Енри Вăрмар районне кĕрекен Юмаш ялĕнчен пуçланаççĕ. Пушкăрт çĕрĕ çине 1812 çулта куçса килнĕ чăвашсем Базы юхан шывăн сулахай хĕррине, Карьявды ялĕ еннелле вырнаçнă. Çĕре сутăн илсе килĕшÿ тунă хыççăн чăвашсен пĕр пайĕ Камышлы çырми хĕррине вырнаçнă. Вĕсем - Черемицкая урама пуçласа яракансем. Тепĕр пайĕ Сыртлан-Илга шывĕ хĕррине вырнаçса Сыртлан урама йĕркелесе янă. Паянхи ăру ял историне ытларах Григорий Андреевич Андреевăн «История деревни Юмашево Чекмагушевского района Башкирской АССР» кĕнеки урлă пĕлет. Унта 1812-1978 çç. ял пурнăçне çутатса панă. Асăннă кĕнеке музейри чи хаклă экспонатсенчен пĕри шутланать.
Музейăн тепĕр пайĕ «Базы» СПК епле йĕркеленсе кайни çинчен каласа парать. Ял çыннисем мĕн авалтан çĕр ĕçĕпе пурăннă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ. Октябрь революцийĕ хыççăн кашни ялтах пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркеленĕ. Пирĕн ялта «Базы-1», «Большевик», «Боевик» колхозсем пулнă. 1959 çулхи июнь уйăхĕнче виçĕ хуçалăха пĕрлештерсе «Базы» колхоз никĕсленĕ. Хуçалăхăн тĕп çул-йĕрĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси, тыр-пул ÿстересси шутланать. Паянхи кун «Базы» ял хуçалăх предприятийĕ шутне «Байбулат», «Радуга», «Урожай» тулли мар яваплă пĕрлешÿсем те кĕреççĕ. «Базы» хуçалăха нумай çул хушши ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ, РФ тата ПР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ Вадим Васильевич Соколов ертсе пырать.
Музейри вăрçă пайĕ - чи хумхантараканнисенчен пĕри. Вăл Пĕрремĕш тĕнче вăрçине, Тăван çĕршывăн аслă вăрçине, Афганистан, Абхази, Чечен вăрçисене хутшăннă ентешсем çинчен каласа парать.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçи умĕн Юмаш ялĕнче 182 килĕ пулнă. Çав çул çураки ĕçĕсем май уйăхĕн 25-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче ялта Акатуй ирттерме палăртнă. Колхозниксем ирпе ирех уяв пулмалли вырăна васканă. Ирхи 11 сехет тĕлне пур халăх та унта пуçтарăннă. Уяв хĕрсе çитнĕ вăхăтра пушар хуралçи юланутпа вĕçтерсе çитнĕ те хăрушă хыпар пĕлтернĕ. Июнь уйăхĕн 23-мĕшĕнче юмашсем вăрçă хирне 78 çынна ăсатнă. Пурĕ фронта 212 çын тухса кайнă. Вĕсенчен çурри, 105 çын, ĕмĕрлĕхех вăрçă хирĕнче выртса юлнă.
Вăрçă вăхăтĕнче нимĕçсемпе паттăррăн çапăçса хастарлăх кăтартнăшăн пирĕн шкул выпускникĕ, Тапканчă ялĕнчи Василий Семенович Николаев Совет Союзĕн Геройĕ ята тата «Ылтăн çăлтăр» медале тивĕçнĕ. Василий Семенович десант ушкăнне йĕркелесе Днепрăн сылтăм енчи плацдармне ярса илсе хамăрăн тĕп вăйсем килсе çитиччен тытса тăма пултарнă.
Тепĕр экспозици Кивĕ Пучкак ялĕнчи Шайхелислам Гумерович Салихов çинчен каласа парать. Çапăçура хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна I, II, III степеньлĕ Мухтав орденĕсемпе наградăланă. Пирĕн ентешсен вăрçăри паттăрлăхĕсем çинчен Виль Казыханов «Мы помним вас» кĕнеке çырса кăларнă. Унта документла повеçсемпе калавсем кĕнĕ.
Малалли хаçатăн 14№.
Ирина СУНАГАТУЛИНА, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.
Чекмагуш районĕ,
Юмаш ялĕ.
Читайте нас: