Тенгри «Тĕнче уçлăхне пуçарса яракан, пурне те пĕлекен» тесе куçать. Вăл çынсен, халăхăн, патшалăхсен шăписене палăртнă. Вăлах - Тĕнчене тăвакан, вăл – хăй тĕнче. Ăна пурте - çÿлти Турăсем те, асамлă вăйсем те, çынсем те - пăхăнаççĕ. Çавăнпа çак халалсене асра тытмалла:
- Кирек хăçан та çакна асра тыт: эсĕ - чи авалхи пархатарлă халăх йăхĕнчен. Çавăнпа та санăн киревсĕр ĕç тума юрамасть;
- Тăван халăх, тавралăх историне пĕлме тăрăш. Вăл санăн ăс-тăнна, чунна пуянлатĕ, йывăр вăхăтра вăй-хал парĕ;
- Тăван чĕлхене, йăла-йĕркене пĕлмесĕр хăвна çын тесе ан шутла;
- Хамăрăн аслă халăха тивĕç пулас тесессĕн пăрмаях вăй-хална çирĕплет, ăс-тăнна ÿстер;
- Хăвăн йăх йĕркине йăх пуçĕнченех пĕл. Аслисене, хăвна пурнăç панă аçу-аннÿне хисепле;
- Мăн асаттесен халалĕ вырăнне хурса çакна асра тыт: çыннăн чапне укçапа мар, Тăван çĕршывшăн тăрăшса ĕçленипе, паттăрлăх кăтартнипе хаклаççĕ;
- Ырă ĕç ырăпа, усал ĕç усалпа çаврăнса килет;
- Калаçнă чух ытларах итле, ан мухтан. Çынсем хушшинче санран ăслăраххисем, вăйлăраххисем нумай;
- Хирĕçÿсемпе тавлашусенчен айккине пăрăнма тăрăш. Ухмахпа ухмаха тухăн, ăслă çынна итлени хăвна усă парĕ;
- «Вăл манран мĕнпе лайăхрах» текен шухăшран пăрăн: çак шухăш нумай чухне çĕршыва аркатнă. Хăвăн халăхна епле юратнине ĕçпе çирĕплет;
- Апат виçине пĕлсе çи. Уявсемпе пумилккесем кÿпĕниччен çимелли сăлтав мар;
- Пулас мăшăрна илемне кура мар, ăсне, чысне, епле çемьерен пулнине кура суйласа ил;
- Ачасене ăслă-тăнлă, вăйлă çынсем туса ÿстересси кашни çыннăн сăваплă тивĕçĕ шутланать;
- Урăх халăх, урăх ĕненÿ çынни тесе ан кÿрентер. Кашни халăх - Турă пани;
- Нихăçан та чысна ан çухат. Выçлăх та, сивĕ те, вилĕмрен хăрани те кăмăл-туйăмна ан хуçтăр;
Тенгриан тĕнĕ çут çанталăка ăнланма, хăвна унăн пайĕ пек туйма, унпа килĕштерсе, илемĕпе киленсе пурăнма пулăшать.
Пирĕн авалхи йăхсем, Месопотаминчи шумерсем, асăннă тĕне пуçарса яракансем шутланаççĕ. Çак тĕнĕн хăш-пĕр паллисене сыхласа хăварни пирĕн халăхăн паттăрлăхне, тÿсĕмлĕхне кăтартать. Пирĕн мăн асаттесен пулас несĕлĕсене çапларах чĕнсе калас килет: «Сăвар-пăлхарсем, чăвашсем. Ваттисен пехилне тивĕç пулар. Чăвашсем, тус-тăвансем! «Урал сасси» хаçат вулаканĕсем! Хамăрăн аваллăха упраса хăварма тăрăшакансем! Июль уйăхĕн 13-мĕшĕнче Тим (Дема) юхан шывĕ хĕрринчи Киремет Юпи патне Учук уявне пухăнар. Адресĕ: Уфимский район, Юматовский сельхозтехникум, Усадьба Тенгри, Речная, 1. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8(919)15-21-712».
ЧНКА правленин председателĕ.