Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Истори страници
31 Июлӗн 2019, 14:26

Тÿртÿллĕ шкулĕнчи вĕрентекенсен шăписем

Чылай çул каялла Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнчи çутĕç сфери Ермеккейпе Ермолкино (Пишпÿлек районĕ) ялĕсемпе тачă çыхăннă пулнă. Ун çинчен, краеведсемпе ятарласа кăсăкланакансемсĕр пуçне, пĕлекен çын та çук пулĕ. Хамăн статьяра эпĕ икĕ вĕрентекенĕн ĕçлĕ пурнăçĕ çинче чарăнса тăрасшăн. Пултаруллă преподавательсен пурнăçĕ иккĕшĕн те пĕр пекрех йĕркеленнĕ. Вĕсен шăписем те пĕр вăхăталла (уйрăмлăхĕ тăватă çул) Ĕпхÿри тĕрмере вăхăтсăр татăлнă. Пурин çинчен те йĕркипе каласа парас килет.

Эпир пурăнакан çурта урам урлă пирĕн тăвансем, Федоровсен çемйи, пурăнатчĕ. Çемье пуçĕ, Василий Никитич Федоров, ĕмĕр тăршшĕ вулăс управленийĕнче, сельпора, шкулта секретарь тата счетовод пулса ĕçленĕ. Вăл документсене каллиграфи çырăвĕпе питĕ хитре те таса çырса пынă. Ашшĕ шкулта тăрăшни ачисене те пулас профессине вĕрентÿ ĕçĕпе çыхăнтарма пулăшнă.
Хăш чухне атте Василий Никитичăн Егор ывăлĕ (малалла ăна Георий ятпа асăнăпăр-авт.) çинчен аса илетчĕ. Хăйсем пĕр-пĕринпе тăванла калаçнине палăртатчĕ. Пĕр вăхăт вăл ялта курăнми пулнă, çавăнтанпа ун çинчен никам та, нимĕн те илтмен, пĕлмен. Мал ĕмĕтлĕ, талантлă, хастар та малалла вĕренес кăмăллă вун саккăрти çамрăкăн пурнăçне мăшăрĕн пĕр тăванĕ ун çине çăхав çырни аркатнă.
Ĕпхÿри обществăлла организацисен архивĕнче Пушкăртстанăн паллă учителĕсем хушшинче Георгий Васильевич Федоров çинчен палăртни мана питĕ тĕлĕнтерчĕ. Акă ун çинчен çырнă йĕркесем: «Федоров Георгий Васильевич ПАССРти Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ Аслă Октябрь революциччен тата ун хыççăн çĕр ĕçĕпе пурăннă, çын вăйĕпе усă курман, 1929 çулта колхоза кĕнĕ. Георгий Васильевич Федоров аслă пĕлÿ илессине вĕçлеймен, Ермеккей районĕнчи Ермеккей ялĕнче вăтам пĕлÿ паракан шкулта учитель, завуч пулса тăрăшнă. Юлашки вăхăтра РОНО заведующин ĕçĕсене пурнăçланă, 1939 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕччен РОНОри педагогика кабинечĕн заведующийĕ пулса ĕçленĕ. 1938 çулхи август уйăхĕн 15-мĕшĕнче ăна Пĕтĕм Союзри çамрăксен ленинла комсомол союзĕн (ВЛКСМ) членне йышăннă. Вăл Раççей культурологи институчĕн (РИК) заведующийĕ, ВЛКСМ райкомĕн Пĕтĕм Раççейри большевик-коммунистсен партийĕн (ВКП(б)) истори енĕпе штатра тăман инструкторĕ шутланать. Г.В. Федоров хушнине яланах тĕплĕ пурнăçлать, администраци тата комсомол организацийĕ енĕпе айăпа кĕмен.
ВЛКСМăн районти комитечĕн секретарĕ: Ахметзянов».
ПАССР Ермеккей районĕн аттестаци комиссин протоколĕнчен çырса илни. Апрель уйăхĕн 3-мĕшĕ, 1939 çул.
«...п. 23. Федоров Георгий Васильевич Ермеккейĕнчи вăтам шкулти 8-мĕш класра физикăпа математикăна вĕрентет. Педагогика стажĕ 1 çул, хресчен çемйинчен тухнă, чăваш, тутар тата вырăс чĕлхисене пĕлет. Ял хуçалăх техникумĕн икĕ курсне 1936 çулта пĕтернĕ, ял хуçалăх институтĕнче 6 уйăхлă хатĕрленÿ курсĕ иртнĕ.
Пĕтĕмлетÿ: Федоров Георгий Васильевича вăтам шкулта физикăпа математика учителĕ пулса ĕçлеме ирĕк памалла, анчах та унăн 1941 çулхи август уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне педагогика институтне вĕренсе пĕтермелле».
Çак çын тавра ăнланмалла мар хĕвĕшÿ пынă. Çулталăк та иртмест, шкул директорĕ тата завуч алă пуснă çĕнĕ характеристика «шăрçаланать»: «Шкулта 1937 çулхи октябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнчен ĕçлет. Саккăрмĕш класра физика, математика, вырăс чĕлхи, çиччĕмĕшĕнче вырăс чĕлхи урокĕсене илсе пырать. Саккăрмĕшĕнче класс руководителĕ, колхозниксен хушшинче агитатор пулса тăрăшать. Кирлĕ аслă пĕлĕвĕ çук, куçăн мар пĕлÿ илекенсен хушшинче те тăмасть.
Директор, завуч».
Справка.
Федоров Г. В. 1937 çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа 1938 çулхи май уйăхĕччен Ермеккейĕнчи вăтам шкулта 8-мĕш класра физикăпа математика вĕрентнĕ, 7-8-мĕш классенче вырăс чĕлхи учителĕ пулса тăрăшнă. Çав çулхи май уйăхĕнчен пуçласа август уйăхĕн 28-мĕшĕччен асăннă шкулăн завучĕ пулса ĕçленĕ, çав вăхăтрах шкул директорĕн тивĕçĕсене те пурнăçланă. 1938 çулхи август уйăхĕн 28-мĕшĕнчен 1939 çулхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕччен РОНОра педагогика кабинечĕн заведующийĕ, 1938 çулхи ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 1939 çулхи январĕн 1-мĕшчен РОНО заведующийĕ пулса ĕçленĕ. 1939 çулхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнче ВЛКСМ Пушкăрт обкомне резервлă командировкăна янă.
РОНО заведующийĕн тата секретарĕн алă пусни.
Унăн харпăр ĕçĕ (личное дело) пирки информаци çук. Çавăнпа ăна мĕншĕн тытса кайни те паллă мар.
Георгий Васильевичăн йăмăкĕ Валентина Васильевна сăмахĕ тăрăх, вăл репрессие лекнĕ. Унăн мăшăрĕ, Нэфисе, Георгий Васильевича арестлесен, хушаматне улăштарнă, Ĕпхÿ хулине пурăнма куçнă, Розалинда хĕрне çитĕнтернĕ.
Розалинда - пысăк пĕлÿ илнĕ педагог. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура, çемйипе Учалă хулинче пурăнать. Ашшĕ-амăшĕ пекех ĕмĕр тăршшĕ ачасемпе ĕçленĕ. Юн туртнипе тата тăванлăх тымарне манмасăр Тÿртÿллĕри Федоровсен ăрăвĕнчи тăванĕсемпе тачă çыхăну тытать. Çапла эпир унпа пĕррехинче вăл Тÿртÿллĕ ялне килнĕ чух паллашнăччĕ.
Леонид ЛЕСНОЙ.
Свердловск облаçĕ, Лесной хули.
Малалли хаçатăн 31№.
Читайте нас: