Вăл Ĕпхÿ кĕпĕрнин Пелепей уесĕнчи Ермолкино ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă чăваш. Малтан тулли мар, унтан вăтам пĕлÿ илнĕ. Тÿртÿллĕри шкулта чĕлхепе литература урокĕсене илсе пынă. Пушкăрт педагогика институтĕнче пĕр курс вĕреннĕ. Тÿртÿллĕре пурăнакансем, унăн вĕренекенĕсем ăна юратса та хисеплесе аса илеççĕ.
Служба списокне пăхсан (информацие Ĕпхÿри Обществăлла организацисен архив фондĕнчен илнĕ) вăл çак вырăнсенче ĕçленĕ:
1919-1920 çç. Пишкайăн ялĕнче ĕç тăвакан комитет (ВИК) секретарĕ пулнă;
1920-1921 çç. Пишкайăн ĕçтăвкомĕн канцеляри ĕçне тăваканĕ;
1921-1927 çç. Ермолкино ялĕнче ВИК председателĕ;
1927-1930 çç. Давлекан хулинче нефть базин счетовочĕ;
1932-1942 çç. Ачасен спорт шкулĕнче вĕрентекен.
Шаран районĕнче тăватă шкул (Шаранра - вырăс, Çирĕклĕре - тутар, Тÿртÿллĕре - чăваш, Акборисовăра - мари) уçсан наци чĕлхисене вĕрентекенсем, педагогика кадрĕсем кирлĕ пирки çивĕч ыйту тăнă. Çавăнпа та 1932 çулта Васильевсен çемйине Тÿртÿллĕри пуçламăш классен учителĕсем пулса ĕçлеме чĕнсе илнĕ.
Ĕç çыннисен мирлĕ пурнăçне хаяр вăрçă пырса кĕрсен сывлăхĕпе юрăхлă арçынсене фронта илсе кайнă, заводсемпе фабрикăсене мобилизациленĕ. Илья Андреевич мĕн сăлтавпа çав шута лекменнине пĕлместĕп. Ялта арçынсем çуккипе 1942 çулта ăна колхоз председателĕ пулма шанаççĕ. Паллах, çăмăл пулман хуçалăх ĕçне ватăсемпе, хĕрарăмсемпе, ачасемпе пурнăçлама. Хирти ĕçсене тума çителĕклĕ лашасем те пулман. Çав çул çĕре алса ыраш акма калама çук йывăр пулнă. Çитменнине çумăр пулманнипе тырри те лайăх шăтман. Çавăнпа та колхоз председателĕн вырăнĕшĕн çуннă И. А. Павлов районти пуçлăхсене колхозри çитменлĕхсем çинчен çăхав çырса панă. Илья Андреевич Васильев айăпланакансен шутне лекнĕ. Çитменлĕхĕсем те пулнă пулĕ. Каярах çумăрсем çума пуçласан ыраш та лайăх çитĕннĕ, анчах та айăпсăр айăпланă Илья Андреевича тÿрре кăларассишĕн тăрăшакан пулман. 1943 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче Ĕпхÿри тĕрмере унăн чĕри тапма чарăннă. Çынсем каланă тăрăх, никам та çак тĕрĕсмарлăхшăн явап тытман.
Илья Андреевичăн мăшăрĕ Апполинария Михайловна малалла та ачасене пĕлÿ парас ĕçре тăрăшнă. Эпĕ иккĕмĕш класра (1945-1946 çç.) вĕреннĕ чух вăл манăн вĕрентекенччĕ.
Каласа хăварас пулать, Васильевсен çемйинче Илья Андреевичăн пĕртăванĕн хĕрĕ Зинаида Елисеевна Васильева (упăшкин хушамачĕпе Игнатьева), манăн пĕрремĕш вĕрентекен тата Апполинария Михайловнан пĕртăванĕн ывăлĕ Владислав ÿснĕ. Ватăлсан А.М. Васильева юлашки кунĕсене Туймазă хулинче, Владислав çĕмйинче ирттернĕ.
Илья Андреевичпа Апполинария Михайловна Тÿртÿллĕ тата ун çывăхĕнчи ялсенчи чылай ачана пуçламăш классен пĕлĕвне панă.
Ермолкино ялĕнче халĕ те Васильевсен тăванĕсем пур пулĕ-ха. Хамăн статьяна çак ялтан тухнă çын çинчен ентешĕсем пĕлччĕр тесе çыртăм та.
Леонид ЛЕСНОЙ, таврапĕлÿçĕ.
Свердловск облаçĕ, Лесной хули.