Таврари историпе интересленекенсен материалĕсем Эрĕнпур тата Ĕпхÿ кĕпĕрнисен периодика кăларăмĕсенче те вырăн тупнă. Хăйсен материалĕсене вĕсем ытларах пирĕн тăрăхри пĕртен-пĕр «Оренбургские губернские новости» хаçатра (1938 ç.), Ĕпхÿ кĕпĕрнийĕ йĕркеленсен (1865 ç.) «Уфимские губернские ведомости» хаçатра пичетленĕ. Çак кăларăмсем ытларах регионти кулленхи пурнăçа çутатса панă пулсан та, вăхăтран вăхăта хаçатра Кăнтăр Урал тăрăхĕнчи халăхсен историйĕпе, культурипе, йăли-йĕркипе паллаштаракан этнографи материалĕсем те кун çути курнă. 1845-1853 çç. «Оренбургские губернские ведомости» хаçата Иван Прокопьевич Сосфенов ертсе пынă, вăл çак тема валли уйрăмах пысăк вырăн уйăрнă. Вырăнти халăхсене тĕпченĕ историпе этнографи материалĕсене Ĕпхÿ хулинчи Р.Г. Игнатьев, Н.А. Гурвич, В.В. Зефиров, В.С. Юматов, В.С. тата М.В. Лоссиевскисем, Н.В. Ремезов таврапĕлÿçĕсем çеç мар, Ĕпхÿ кĕпернинчи администраципе управлени аппаратĕнче ĕçлекен вырăнти чиновниксем те ярса панă. «Уфимские губернские ведомости» хаçата Ĕпхÿ кĕпĕрнинчи ХIХ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче пурăннă чăвашсем çинчен этнографи хыпарĕсене хатĕрлесе ярса паракансенчен пӗри Девлеткильдеев князь пулнă. Унăн «Поверья и обряды у чуваш Белебеевского уезда» ĕçĕ хаçатăн 44 тата 46-мĕш номерĕсенче 1867 çулта кун çути курнă. Асăннă материалтан Девлеткильдеев çак ĕçе çырнă вăхăтра Пелепей уесĕн 6-мĕш участокĕнче мировой посредник (Раççей империйĕнче 1859 çултанпа çакăн пек чиновник должноçĕ пулнă.) пулни паллă. Ученăйсемпе вырăнти краеведсен тĕпчевĕсем тăрăх, Сариаскар Сеидбаталович Девлеткильдеев - ĕçре сум илнĕ тутарсенчен тухнă, дворян йăхĕнчи çын. ХIХ ĕмĕр вĕçĕ тĕлне вăл Ĕпхÿ уесĕн Новоселовский вулăсĕн Кугуль (Марьинотож) ялĕнче 280 теçеттин (хальхи виçепе 1 теçеттин - 1,09 га) çĕрĕн хуçи пулнă. Халĕ çак ял Пушкăрт Республикин Благовар районне кĕрет. С.С. Девлеткильдеев 1894 çулта çĕре кĕнĕ. 1897 çулхи июль уйăхĕн 31-мĕшĕнче Ĕпхÿри округ сучĕ саккунлă тĕпчĕкĕсем (наследники) пулма унăн ултă ачине (Арсланбек, Рустембек, Салимгарей, Касимхан, Бибикутлугзаман (Котлазаман), Бахрильхает (Бахрамхаят) тата арăмне Бибимархада Мухаметшарифовнана (е Мархаба Мухаметшарифовна) йышăннă. Тĕплĕнрех Девлеткильдеев княçсен йăхĕ çинчен тутар дворян йăхĕпе хушамачĕсене тĕпчекен изданисенче пĕлме пулать. Сăмах май, паллă ÿнерçĕ, СССР Ӳнерçисен союзĕн членĕ, Пушкăрт Республикин сăнарлă искусствăн никĕсне хывакан Касимхан Салиаскарович Девлеткильдеев та çав çемьерен тухнă.
Девлеткильдеев князь çураçу килĕшĕвĕн (мировой) посредникĕ пулнă. Унăн çĕр ĕçĕпе çыхăннă ыйтусемпе тавлашусене татса пама тÿр килнĕ, вăл чăвашсем пурăнакан ял-хуласенче те час-часах пулнă. «Поверья и обряды у чуваш Белебеевского уезда» ĕçĕнче вăл тĕнпе, йăла-йĕркепе çыхăннă пулăмсене тишкернĕ. Вĕсен шутĕнче усалсемпе чирсене ялтан хăваласа ямалли (сĕрен), çумăра чĕнмелли (çумăрчăк), лайăх тухăç илме парне пани (килти выльăха пусса чÿк туни), çĕр ĕçĕсем вĕçленсен Аслă Турăпа кĕçĕннисене тав тумалли (чÿклеме) йĕркесем те. Юлашкинчен автор çын вилсен пуçтармалли, мăшăрлану йăлисем çинче чарăнса тăнă.
Пĕтĕмĕшле илсен, Девлеткильдеевăн этнографи ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕр енчен вăл Пелепей уесĕн чăвашĕсемпе тачă çыхăннă, чăн пулса иртнĕ пулăмсене çырса кăтартнă. Тепĕр енчен вăл чăваш йăли-йĕркисене тĕплĕн сăнласа, пĕлтерĕшне лайăх ăнланса çырнă. Çакăнтан эпир ХIХ ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче Ĕпхÿ кĕпĕрнин чăвашĕсен тĕнĕ тата йăли-йĕркисем язычествăпа çыхăннине пĕлетпĕр.
Пелепей уесĕнчи чăвашсен сăмахлăхĕпе йăли-йĕрки
(Ĕпхÿри статистика комитечĕн чăн членĕ, Пелепей уесĕн 6-мĕш участокĕн мировой посредникĕ, Девлеткильдеев князь çырса пынисем)
Правительствăн тĕп тĕллевĕ - тĕттĕм хура халăха хута вĕрентесси, хăвна ху пĕлме, çĕршыв умĕнчи тивĕçе ăнланма хăнăхтарасси. Халĕ, пысăк реформăсем иртнĕ вăхăтра, халăха вĕрентесси çак вырăнта йăхпа пурăнакан çынсемшĕн чи кирли. Халăхĕ хăй те çавна ăнланса ачисене хаваспа училищĕсене вĕренме ярать.
Çак статьяра чăвашсен халиччен пăхăнса пурăнакан хăш-пĕр йăли-йĕрки çинчен пĕлтересшĕн.
Игорь ПЕТРОВ, истори наукисен кандидачĕ.