Салавата таврăнсан, Алексей Прокопьевич Евстифеев çырса хăварнине куçарса çырма пуçларăм. Темиçе хут та вуласа тухса йĕркене кĕртрĕм. Хутсен хушшинче ачисемпе ентешĕсене чĕнсе каланине тупрăм. Унпа вулакансене паллаштарасшăн. (Автор).
“Манăн хаклă ачамсем: Куçма, Лисук, Натали, Валуча, мăнуксемпе вĕсен ачисем, çав шутра вăхăтсăр вилнĕ Анатолий ывăлăн ачисем! Хаклă ентешсем!
Пирĕн Йĕкенпуç ялне никĕсленĕ Сар Ваçилипе Кĕтерне çĕр суйласа илнĕ вăхăтра пурăнма лайăх вырăн тупнă. Кунта веçех пур: лайăх тухăç паракан çĕр, юхан шывсемпе улăх-çарансем. Ял çывăхĕнчи илемлĕ сăрт-тусемпе вăрмансем мĕне тăраççĕ тата! Пурăн та савăн!
Пуласлăхсăр тесе палăртнипе нумай ял çĕр çинчен çухалчĕç. Хамăр яла никĕслекенсене малашлăха курса кунта куçса килнишĕн тав тăватăп. Юлашки 40-50 çул хушшинче пирĕн енче çамрăксене хăйсен енне туртакан виçĕ пысăк хула - Ишимбай, Салават, Çтерлĕ ÿссе сарăлчĕç. Çăмăл, тутă та ирĕк пурнăçа ан ăмсанăр. Хула пурнăçĕ ултавлă. Вăл çын пурнăçне амантса пĕр-пĕринчен пистерет, уйăрать. Хăвăр ял-йышпа, тăванăрсемпе килĕштерсе пурăнăр. Пĕр-пĕрне хисеплĕр, юратăр, пур-çукшăн ан хирĕçĕр. Çветтуй Апостол Павел каланине асра тытса пурăнăр: “Енчен те пĕр-пĕрне кăшласа пурăнатăр пулсан, пĕр-пĕрне вĕлерсе пĕтерессинчен сыхланăр”.
Хамăрăн çут çанталăкпа хамăра тăрантакан çĕре упрăр, юратăр. Вăл хăй çинче тăрăшакансен ĕçĕсене кура тухăç парĕ. Хăвăр çĕре епле юрататăр, хăвăра та вăл çавăн чухлĕ пысăк тухăçпа савăнтарĕ. Хăвăр ялăра юратăр. Ăна сÿнме ан парăр. Вăл тăван анне пекех нихçан та сутмĕ, çитерĕ те ĕçтерĕ, тăхăнтартĕ, упрĕ те ачашлĕ. Йывăр вăхăтра ял çăлса хăварни сахал мар пулнă.
Сире хисеплесе, юратса - Алексей Прокопьевич Евстифеев”.
Малалла Алексей Прокопьевич ялти ватăсенчен илтнине, Йĕкенпуç ялне йĕркелени çинчен çырса пĕлтерет. (Автор).
“ХVIII ĕмĕр вĕçĕнчи 1795 çулсенче Ĕпхÿ таврашĕнчи Хăмăшлăпа Сихун ялĕсенчен (хальхи вăхăтра Кармаскалă районне кĕрет) Армет-Рахимово пушкăрт аулне пуш çĕр шыраса виçĕ çамрăк арçынпа хĕрарăм килнĕ. Арçынсенчен пĕрне Сар Ваçили тесе чĕннĕ, хĕрарăмĕ Кĕтерне ятлă пулнă. Пушкăртсем вĕсене çĕр кăтартма килĕшнĕ. Кĕтерне арçынсене хăйсемпе кĕреçе илме хушнă. Çав çĕрсене пăхса çÿренĕ вăхăтра хăй кашнинчех кĕреçе тарăнăш чавса тăпра илнĕ те, аллинчен-алла куçарса йăваланă. Чăвашсем мĕн авалтан, хăйсем Атăлçи Пăлхар çĕршывĕнче пурăннă вăхăтранпах, паллă çĕр ĕçченĕсем шутланнă. Ахăртнех Кĕтерне те çĕр пахалăхне хăй майлă тĕрĕсленĕ пулас. Хăйĕн пĕтĕмлетĕвне пушкăртсене пĕлтерме васкаман. Касса кăларнă çереме те каялла хуплама хушман, тепĕр ик-виç кунран каялла килсе тепĕр хут çĕр пахалăхне тĕрĕслесшĕн пулнă. Пушкăртсем сĕннĕ темиçе çĕр лаптăкĕнчен хальхи вăхăтра Йĕкенпуç ялĕ ларакан вырăна суйласа илнĕ. Тата çакна та пĕлтермелле: ваттисем ăруран-ăрăва каласа хăварнă тăрăх, вăл вăхăтра хальхи ялпа ун таврашĕнче, тухăç енчи ту-сăртлă вырăнсенче вăрман кашласа ларнă. Çав вăрманăн пĕр пайне çуртсемпе хуралтăсем лартнă чух усăланнă, ыттине вут валли касса пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра Тăнăçлăх (Мир), Блюхер, Карасайка юхан шывĕпе шкул ларакан Садовая урамĕсен вырăнĕнче шурлăх пулнă. Унта ял çыннисем вуншар çул хушши шур çырли (клюква) пухнă. Йĕкенпе (Зиган) Карасайка юхан шывĕсемсĕр пуçне ту айĕнчен юхса тухакан Юккелекабак çăлĕ Макар енне каякан çул урлă каçса (халь унта Центральная урам) Йĕкенпе пĕрлешнĕ. Çулсем иртнĕçем вăл типсе ларнă, халь унта лапам кăна тăрса юлнă. Çуркунне юр ирĕлнĕ вăхăтра ун тăрăх Центральная урамри ял çыннисен пахчисем урлă шыв юхса Йĕкене кĕрет.
Çак вырăнсем, паллах, Ваçилипе Кĕтернене килĕшнĕ те пушкăртсемпе çĕр хакĕ пирки калаçма пуçланă. Лешсем хаклăрах сутасшăн, чăвашсем йÿнерех хакпа туянасшăн пулнă. Пайтах калаçса тавлашнă, хакĕпе килĕшмесĕр темиçе хут та уйрăлса кайнă, каярах татах тĕл пулса калаçнă. Юлашкинчен пушкăртсемпе калаçса килĕшме май килнĕ. “Купчий” текен хута çырса хатĕрленĕ хыççăн тÿрех çĕнĕ çĕре куçма шутланă.
Куçса килекенсенчен Хăмăшлă ялĕнчен 8, Сихунран 4 çемье çуркунне çула тухнă. Кил-çуртра кирлĕ япаласене тиенĕ лавсем çине ача-пăчасемпе ваттисене лартнă обоз çухрăм ытла тăсăлнă. Ятарласа хатĕрленĕ пысăк карçинккасенче чăхсемпе хурсем ларнă, лаша, ĕне, сурăх-качака кĕтĕвĕсене хăваланă. Выльăхсене çитерме, хăйсене валли апат пĕçерме çул çинче темиçе хут çĕр каçма чарăннă, çавăнпа çитес çĕре ик эрнерен тин çитнĕ.