Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Истори страници
4 Декабрӗн 2019, 16:23

Хыçа юлнă çулсем витĕр малалла

«Иртнисĕр малашлăх çук» текен халăх каларăшне тĕпе хурса паянхи номерте эпир вулакансене «Урал сасси» хаçатăн иртнĕ хăш-пĕр çулĕсемпе паллаштарасшăн. Тен, вĕсем тĕпчевçĕсемшĕн усăллă та вырăнлă пулĕç.

*1989 çулхи октябрь уйăхĕн19-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи «Çĕршыв çулĕ» хаçат ĕçченĕсем тăрăшнипе Çтерлĕ хулинчи типографинче «Урал сассин» пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнă.
*1990 çулхи октябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче Пушкăрт ССРĕн Аслă Канашĕн депутачĕсем «Урал сасси» хаçата патшалăх шайĕнче кăларса тăрасси пирки йышăну тунă. Унпа килĕшÿллĕн Пелепей тăрăхĕнчи «Малалла» хаçат никĕсĕ çинче эрнере пĕрре тухакан чăваш кăларăмне йĕркелеме палăртнă. Çавăнтах «Урал сасси» Пушкăрт ССР Аслă Канашĕн тата Министрсен Канашĕн хаçачĕ пулнине çирĕплетнĕ.
*1990 çулхи декабрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Пушкăрт ССР Министрсен Канашĕ редакцин укçа-тенкĕ тăкакĕсен сметине, штачĕсене, вăхăтлăх Уставне тата хаçатăн тĕп редакторне çирĕплетнĕ.
*1991 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Урал сасси» патшалăх кăларăмĕ пулса пĕр пин тиражпа вулакан патне çитнĕ. Тепĕр çултан унăн йышĕ 4230 экземпляра çитнĕ. Ку вăл хаçатăн чи пысăк тиражĕ пулса тăнă.
*1999 çулхи январь уйăхĕн 22-мĕшĕнче хаçат тухма пуçланнăранпа 10 çул çитнĕ тĕле Пушкăртстан чăвашĕсене ăс-хакăлпа ăнкарулăх енчен пĕрлештерес тата тăван тавралăх эткерне упраса малалла аталантарас ĕçре хастарлăхпа пултарулăх кăтартнăшăн «Урал сасси» хаçат Н.Я.Бичурин ячĕллĕ премине тивĕçнĕ.
*2000 çулхи октябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Республика кунĕ тĕлне, хаçата компьютерпа калăпласа офсет мелĕпе Пелепей хулинче тин çеç хута янă типографинче пичетленĕ. Çак кунтан пуçласа редакци коллективĕ те çĕнĕ те хăтлă çурта куçнă.
*2003 çулхи май уйăхĕн 16-мĕшĕнче «Урал сасси» пуçласа тĕрлĕ тĕспе кун çути кура пуçланă.
*2005 çулхи апрель уйăхĕнче редакцин электронлă адресĕ уçăлнă. Вăл паянхи кунччен [email protected] адреспа тÿр килет.
*2010 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа вулакансем хаçатăн çĕнĕ номерĕсемпе Интернет уçлăхĕнче те паллашма пултарнă, редакцин сайт ĕçлеме пуçланă.
*2013 çулхи май уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш халăх наукипе ÿнер академийĕ редакци коллективне Николай Васильевич Никольский орденне парса чысланă.
Юрий МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.
Читайте нас: