Преподавательсемпе студентсем вилнĕ çыннăн тупăкне хула урамĕсем тăрăх пĕр сехете яхăн йăтнă. Масар çине çитичченех. Çамрăксемпе пĕрле паллă вĕрентÿ, наука, культура деятелĕсем, çав йыша ыран паян кĕмелли çынсем те нумай пулнă. Çав шутра: Ольга Васильева (Мироновăн мăшăрĕ), Гурий Комиссаров, Александр Тюлькин, Петр Кудряшев, Софрон Умов, Петр Николаев, Клавдий Ухик-Тарасов, Иван Антипов-Каратаев, Петр Чернов, Антонина Нухрат-Сухарева, Сергей Сухарев. Раççей паллă çут ĕç деятельне, статский советникне, пилĕк орден кавалерне, XIX ĕмĕртех питĕ вăйлă учебниксем хатĕрлесе кăларнă математика методистне Сергиев масарĕ çинче, чиркÿпе юнашар пытарнă. П.М. Миронова Чĕмпĕрти чăваш учителĕсене хатĕрлекен шкулта музыка тата юрă ăсталăхне вĕрентнĕ сăваплă Андрей Петров-Туринге те çавăнтах ĕмĕрлĕх канăçлăх тупнă (1913 ç.). Çапла вĕрентекенĕпе вĕренекенĕ юнашарах пулнă.
Павел Мироновăн мăшăрĕн, Ольга Васильевнăн, аса илĕвĕсене уçкаласа ларатăп. Сăмах май каласан, вăл та кĕнеке авторĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ.
«Павел Миронович вĕреннĕ çыннăн тивĕçне хăйĕн халăхĕ умĕнче пĕтĕмпех пурнăçларĕ – Атăл леш енчи чăвашсен вĕрентĕвне йĕркелесе кирлĕ шая çĕклерĕ. Анчах та йывăр ĕçсем Павел Мироновичшăн ахаль иртмерĕç. 1920 çулхи çулла вăл хăйне начар туя пуçларĕ. Павел Мироновича юлташ пек курма хăнăхнă вĕренекенсем (вăл яланах вĕсен киленĕвĕсемпе интересленетчĕ, хавхаланса каятчĕ) тĕлĕнетчĕç: «Мĕнле ку капла? Павел Миронович нимĕнпе те кăсăкланмасть, нумай япалана шута та илмест?» – тетчĕç. Хĕл пуçланас умĕн Павел Миронович вырăнпах выртрĕ. Тухтăрсем вăл ывăнса çитнине тата ÿпке катарне (лăймака витĕмĕ пăсăлни) çирĕплетрĕç. Вăл чирлет текен хыпар Ĕпхÿ çыннисене çав тери кулянтарчĕ, вĕсем Павел Мироновича чунтан шеллесе хăвăртрах сывалма сунчĕç. Виçĕ уйăх сипленнĕ хыççăн Павел Миронович хăйне лайăхрах туйма пуçларĕ, унтан татах ĕç çинчен шухăшлама тытăнчĕ. Сывалса çитсе обществăна татах усă кÿме ĕмĕтленетчĕ. Шел, ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕреймерĕç. Павел Мироновичăн чĕри 1921 çулхи сентябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче тапма чарăнчĕ».
Семен Николаевăн аса илĕвĕнче Мироновăн пурнăçĕнчи пĕр самант пур. Ку вăл вилес умĕн виçĕ çул маларах пулнă. Семен Николаев юрист, политик пулнипе палăрса тăнă. Вăл эссерсен партине кĕнĕ. 1918 çулта ăна Учредительсен пухăвĕн Комитет секретарьне суйланă. Çапла вăл пĕр хушă Ĕпхÿ хулинче пурăннă. Павел Миронов вăл вăхăтра чăваш учителĕсен семинарине ертсе пынă.
«Эпĕ ун пек педагог пурри çинчен тахçанах илтнĕ. Анчах хăйне çывăх пĕлмен. Вăл геометри учебникне хатĕрленĕ. Анчах мана ку ен мар-ха, урăххи интереслентерет. Вăл пирĕнпе, чăваш депутачĕсемпе паллашма кăмăл турĕ. Эпир вĕсен хваттерне кайса килтĕмĕр. Хăй те, мăшăрĕ те сăпайлă, уçă кăмăллă та тарават çынсем пулнипе кăмăла кайрĕç».
Часах «Раççейĕн Аслă ертÿçин» А.В. Колчакăн хушăвĕпе Комуч секретарьне Семен Николаева арестлесе Омск хулине янă. Тĕрмене хупнă.
«Миронов мăшăрсем питĕ йĕркеллĕ çынсем пулнине татах та çирĕплетсе пачĕç, – тет малалла С.Н. Николаев. – Колчаксем вăрласа кайнă хыççăн манăн мăшăр Ĕпхÿ хулинче пĕр-пĕччен тăрса юлчĕ. Унта пирĕн паллакансем те, юлташсем те çукчĕ. Çавăн пирки темле майпа пĕлсе Павел Миронов манăн мăшăр патне кайнă, хăйсен хваттерне куçма ÿкĕте кĕртнĕ. Ун валли чи лайăх пÿлĕм уйăрса панă, ман пата киличченех ăна тăванĕ пек пăхнă. Мăшăрăм пурăннăшăн укçа парасшăн пулнă та Мироновсем ун çине хăйсене кÿрентернĕ пек пăхса илнĕ, укçине те илме килĕшмен. Ман пата килме тухсан хăш-пĕр япалисене хăйпе илме май çуккипе Мироновсен патĕнче хăварма тÿр килнĕ. Япаласене Владивостока çитерме ирĕк паманнине пула Павел Мироновичпа Ольга Васильевна мăшăрăн амăшĕсем патне Чĕмпĕре посылка ярса панă.
Кун хыççăн Семен Васильевич çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă: «Тĕнчере усал, ултав, укçа патне ăнтăлни хуçаланнă вăхăтра çĕр çинче çакăн пек йĕркеллĕ те ырă кăмăллă çынсем, ырăлăхпа тĕрĕслĕх пуррине ĕненес те килмест».
Тĕрĕссипе каласан, ун пек çынсене аса илме пире те кăмăллă. Ырă ĕçĕсене пула вĕсем çынсен чĕрисенче çĕр çул иртсен те пурăнаççĕ.
Иван ТАРАСОВ.
Ĕпхÿ хули.