Вăхăт капсулине хулари комсомол комитечĕн секретарĕ Валерий Ижорский хывма сĕннĕ. Пĕр самана çыннисем аса илнĕ тăрăх, капсула çур метра яхăн тĕркеме аса илтерет. Ăна Пушкăртстанра шăратнă чугун кăшкар ăшне чиксе хунă. Капсулăна хывас церемоние ВЛКСМ пайташĕсем, вăрçă тата ĕç ветеранĕсем, Ĕпхÿри моторсем тăвакан завод наладчикĕ Загит Сальманов, Владимир Гончаров студент, професси пĕлĕвĕ паракан техника училищин вĕренекенĕ Фанус Насретдинов, 100№ шкулăн сылтăм фланг отрячĕн пионерĕ Лариса Мартемьянова хутшăннă пулнă. 1970 çулсенчи комсомолецсем хăйсен çырăвĕсенче çитĕнÿсем, совет çыннин ятне хакласси, Тăван çĕршывăн мухтавĕпе пуянлăхне нумайлатасси çинчен çырнă.
Хальхи мероприятие капсулăна упрама тесе тунă чугун плиташăн яваплă пулнă 79 çулхи Наиль Бахтизин, капсулăна хывас церемони участникĕ 73 çулхи Фануз Насретдинов тата УМПО наладчикĕн Загит Сальмановăн аппăшĕ Флиза Сальманова хутшăннă.
Радий Хабиров аслă ăрăвăн ĕç çитĕнĕвĕсене ялан хисепленине, истори хроникипе тăтăшах усă курнине, совет çыннисен чаплă стройкисемпе тата çĕнтерĕвĕсемпе мăнаçланнине пĕлтернĕ.
– «Вăхăт капсулине» уçнă май эпир çав вăхăтăн тивĕçлĕ еткерçисем пулма тăрăшнине, истори çыхăнăвĕ пуррине çирĕплететпĕр. Аслă ăруран эстафета йышăнни вĕсем пуçланă çутă та ырă ĕçсене паянхи ăру малалла тăсма шантарни пулать. Ентешĕмĕрсем хăварнă тĕп хушăва – Тăван çĕршыва тата унăн ирĕклĕхне, пăхăнманлăхне юратасси, упрасси – туллин пурнăçламалла, – тенĕ республика ертÿçи.
Радий Фаритович пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи юбилейлă çулта çĕнĕ «Вăхăт капсули» хывĕç. Унта аслă ăрăвăн йăли-йĕркисене, паттăрла ĕçĕсене типтерлĕн упрани тата республикăна аталантарас енĕпе тăрăшни çинчен çырĕç.
– Палăртнине пурнăçа кĕртессе тата эстафетăна пулас ăрăва парасса шанатпăр. Вĕсем «Вăхăт капсулине» 50 çултан уçĕç. Ун ăшне чикнĕ хут çине Тăван çĕршывшăн, пирĕн республикăшăн, обществăшăн тивĕçлĕ гражданин пулса çитĕнесси, эпир çăмăл мар вăхăтра пурăнни çинчен çырăпăр, – каласа панă Радий Хабиров капсулăна уçнă хыççăн.
Справка. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хĕвел анăç енчи регионсенчен Пушкăртстана 100 яхăн пысăк тата вăтам предприяти куçарнă. Вĕсенчен çурри Ĕпхÿре ĕçленĕ. Çапла майпа çĕнĕ отрасльсем – химипе пир-авăр, электричествăпа çăмăл промышленность – уçăлнă. Унсăр пуçне Ĕпхĕве темиçе теçетке учреждени куçарнă, 20 уçă госпитальте 11 пине яхăн аманнă салтак вырнаçнă. Республика çĕршер пин эвакуациленĕ çыншăн тăван кил пулса тăнă.
«Ĕç мухтавĕн хули» 20 метрлă стеллăна 2022 çулхи ноябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче уçнă. Вăл Шуратăл юхан шыв хĕрринче вырнаçнă. Ăна ăçта лартасси пирки Ĕпхÿ хулинче пурăнакансем сасăланă.
Стела никĕсĕн материалĕ – гранит тата хĕртсе хытарнă кĕленче. Никĕсне, лаптăкăн сарăмне тата çурма çавра чашăк евĕр информаци панорамине гранитран тунă. Концепци никĕсне хăйне евĕрлĕ истори материалĕсене кĕртнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Ĕпхÿ хули.