«Хыпар» – мĕнпур чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ. Вăл Хусанта 1906 çулхи январĕн 8 (21)-мĕшĕнче туха пуçланă. Ăна пуçарса яраканни чăвашсене çутта кăларассишĕн нумай вăй хунă Николай Васильевич Никольский пулнă.
Хаçатра «Пирĕн чĕлхе» ятпа пичетленнĕ статьяра автор çапла çырнă: «Акă ĕнтĕ… пирĕн те хамăр чĕлхепе хаçат тухакан пулчĕ… пирĕн çынсем валли хаçат кăларма тахçанах питĕ кирлĕччĕ, анчах ăна кăларма пултаракан çын çукчĕ, е пулсан та, çÿлте тăракан тÿре-шарасем ирĕк памастчĕç. Халĕ ĕнтĕ, Турă çырсан, эпир те нимĕн хăрамасăр, никамран вăтанмасăр хамăр хуйхăсем, хамăр нушасем çинчен каласа тăратпăр…». Автор статья вĕçĕнче халăха чĕнсе калани паян кун та хумхантарать, шухăшлаттарать. «Чăвашсем, – тет автор, – хăвăрăн чĕлхĕре ан манăр, ăна ан çухатăр, ăна çухатсан, эпир хамăр та çухалăпăр, чăваш ячĕ те çухалĕ. Ан çывăрăр, вăранăр, пирĕншĕн те çĕнĕ самана пуçланать, çĕнĕ шурăмпуç шуралса килет, ирĕклĕх хĕвелĕ хĕрелсе тухать…» («Хыпар», 1906 ç.,10-мĕш №).
Пин çурă экземплярлă «Хыпар» пурĕ те 65 номер çеç тухнă. Ăна, ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче чăваш халăхĕн культурăллă пуянлăхĕшĕн кĕрешнĕскере, чăваш ĕç халăхне революцилле пăхма вĕрентнĕскере, патша тарçисем 1907 çулхи майăн 27-мĕшĕнче (июнĕн 9–мĕшĕнче) кăларма чарнă. Вунă çул иртсен çеç «Хыпар» çĕнĕрен тухма пуçланă.
1920 çулхи апрель уйăхĕнче, Ĕпхÿ кĕпĕрнине шуррисенчен тасатнă хыççăн, Пушкăртстанра та чăвашла хаçат тухма тытăнать. Ăна «Хĕрлĕ Урал» ят панă. Унăн пĕрремĕш редакторĕ чăваш салтакĕсем валли тухса тăнă «Чухăнсен сасси» хаçатра ĕçлесе вăй-хал пухнă К.Ф. Тарасов-Ухик пулнă.
«Хĕрлĕ Урал» та вăрах вăхăт тухман, 1921 çул вĕçĕнче, хăрушă выçлăх вăхăтĕнче, ăна хупма тÿр килнĕ.
1924 çулхи апрелĕн 24-мĕшĕнче Ĕпхÿре чăвашла тата тепĕр хаçат – «Çурхи хыпар» тухать. Ăна Пушкăрт обкомĕн чăваш пайĕ пин экземпляр туса кăларнă. Анчах ку хаçатăн ĕмĕрĕ пĕр кунлăх çеç пулнă. Çакăн хыççăн вара Пушкăртстанра чăваш чĕлхипе республикă пĕлтерĕшлĕ хаçат урăх тухман, чăвашла хаçатсем хăш-пĕр районсенче çеç пулнă. Вĕсене те асăнса хăварăпăр:
«Большевикла колхозсемшĕн». Пишпÿлек МТСĕн политпайĕн хаçачĕ. 1933-1935 çулсенче тухнă.
«Колхоз пурнăçĕ». Аургазă районĕнчи «Бĕрлĕк» колхоз парторганизацийĕпе правленийĕн органĕ, 1958 çулта тухса тăнă.
«Социализмшăн». Пишпÿлек ял Советĕнчи «17 партсъезд» колхоз партячейкипе правленийĕн хаçачĕ, 1934-1935 çулсенче тухса тăнă.
Чăвашсем нумайăн пурăннă хăш-пĕр районсенче район хаçачĕсем те чăвашла тухнă. Акă вĕсем:
«Колхозри ĕç». КПСС Пишпÿлек райкомĕпе ĕç çынни депутачĕсен район Совечĕн хаçачĕ. 1931 çулхи августăн 27-мĕшĕнчен пуçласа 1962 çулхи майăн 9-мĕшĕччен тухнă.
«Ленин çулĕпе». Аургазă районĕнче 1933 çулхи августăн 12-мĕшĕнчен пуçласа 1962 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕччен тухнă.
1962 çулта колхозсемпе совхозсен территориллĕ производство управленийĕсем туса хурсан, Белебейре «Çĕнтерÿ ялавĕ» ятлă хаçат тухса тăма тытăнать. Ăна Белебей, Пишпÿлек, Давлекан, Ермеккей, Альшей, Мияки районĕсенче пурăнакан чăвашсем илсе тăраççĕ.
1963 çултан пуçласа вара, управление икке пайланă хыççăн, «Çĕнтерÿ ялавĕ» Белебей, Пишпÿлек тата Давлекан районĕсене çеç саланать. 1965 çулта, территориллĕ производство управленийĕсене пăрахăçланă хыççăн, чăваш хаçачĕ каллех Пишпÿлеке таврăнать: 1965 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа паян кунччен вăл «Çутă çул» ятпа тухса тăрать.
«Ленин çулĕ» хаçат шăпи те çавăн пекех пулнă. Аургазă районĕ колхозсемпе совхозсен Стерлитамак территориллĕ производство управленине кĕнĕ. Ку управлени Стерлитамак, Аургазă, Гафури, Макар (хальхи Ишимбай районĕ), Стерлибаш, Федоровка районĕсене пĕрлештерсе тăнă. Çав районсенчи чăвашсем валли Çтерлĕ хулинче 1962 çулхи майăн 9-мĕшĕнчен пуçласа 1965 çулхи апрелĕн 11-мĕшĕччен «Коммунизм ялавĕ» хаçат тухса тăнă. Управленисене пăрахăçланă хыççăн, 1965 çулхи августăн 4-мĕшĕнчен пуçласа ку тарана çитичченех Аургазă районĕнчи чăвашсем валли «Çĕршыв çулĕ» хаçат тухса тăрать.
А.КОНДРАТЬЕВ,
профессор.
«Урал сасси», 1989 çул.