Кашни халăхăн хăйĕн истори страници. Чăваш халăхĕн истори страницисенчен пĕри Калининград облаçĕнчи Полесски районне алла илнĕ вăхăтра калама çук йывăрлăхсене чăтса ирттернипе çыхăннă. Совет Союзĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтериччен çак çĕрсем Германи шутне кĕнĕ. Хальхи вăхăтра вăл Раççейĕн татăлнă пайĕ шутланать. Унта самолетпа çеç çитме пулать. Калининград хăвăрт аталанать, вăл туристсен юратнă вырăнĕ, унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем çитме васкаççĕ.
Август уйăхĕн 2-мĕшĕнче Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕ хыççăн Потсдам хулинче Германи шутне кĕрекен Хĕвел тухăç Пруссине Кенигсберг (халĕ Калининград) тĕп хулипе пĕрле пайлама йышăннă. Пысăк пайне Польшăна панă, Кенингсбергпа унăн районĕсене СССР шутне кĕртнĕ. 1946 çулхи июль уйăхĕн 9-мĕшĕнче вара СССР Министрсен Канашĕ «Калининград облаçĕнчи районсене алла илессипе тата ял хуçалăхне аталантарассипе çыхăннă чи малтан тумалли ĕçсем» 1522№ постановлени йышăннă. Асăннă постановленире Калининград облаçне 1946 çулхи август-октябрь уйăхĕсенче РСФСРăн 23 облаçĕпе автономи республикисенчен тата Белорусирен хăйсен ирĕкĕсемпе 12 000 çынна вырнаçтарасси пирки каланă. Хăйсен ирĕкĕпе Калининграда куçса каяс кăмăллисен эшелонĕсем Чăваш Республикинчи Канаш, Шупашкар, Çĕмĕрле станцийĕсенче йĕркеленнĕ.
Мĕн хистенĕ-ха çынсене (вĕсем ытларах тĕттĕм ялсенчен пулнă) ăруран ăрăва тымар ярса пурăннă вырăнĕсенчен хальччен пĕлмен, илтмен çĕре куçса кайма. Çынсем çĕнĕ вырăнсем пирки нимĕн те пĕлменрен купăста тăварланă чух пусармалли чулсене те хăйсемпе пĕрле илнĕ. Балтика тинĕсĕ хĕрринче вара ун валли чулсем темĕн чухлех пулнă. Паллах, вĕсенчен кашниех çĕнĕ çĕрте пурнăç тĕрлĕрен килсе тухасса лайăх ăнланнă, çавăнпа та юлашки самантра çула тухма хирĕçлекенсем те тупăннă. Татăклă йышăну тунисем вара икĕ çул хушши нимĕç халăхĕпе çума-çумăн пурăнма, хăрушă выçлăха, йывăрлăхсене чăтса ирттерме, пĕр-пĕрне кураймасан та пулăшма тÿр килесси пирки тĕлĕкре те тĕлленмен.
Çĕнĕ çĕре куçса каяс йышăнăва темиçе сăлтав витĕм кÿнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Чăваш Енре çапăçусем пыман, тупă тавраш çурăлман пулсан та унта çынсем чухăн пурăннă, мĕншĕн тесен пурне те фронта янă. Çуртсен тăррисене улăм витнĕ, электричество çути те пулман.
Вербовщиксем Хĕвел Тухăç Прусси пирки пулăхлă çĕрлĕ тата пуян вăрмансемлĕ, хĕрлĕ хĕç тимĕр витнĕ кирпĕч çуртсемлĕ, илемлĕ те таса садсемлĕ, пахалăхлă çулсемлĕ хăтлă çĕршыв тесе каласа панă. Вербовщиксем шутĕнче Хĕвел Тухăç Пруссие ирĕке кăларассишĕн кĕрешнĕ, çак пуян тăрăха хăйсем курнă фронтовиксем те пулнă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçиччен Калининградра вăрах вăхăт вăрçă-харçă, çапăçу тавраш, йывăрлăхсем курман çынсем ĕçленĕ, аталаннă.
Ял клубĕсенче Пруссинчи илемлĕ пурнăçпа паллаштаракан плакатсем çакăнса тăнă. Унсăр пуçне куçса каякансене çăмăллăхсемпе тивĕçтерме шантарни те çынсене татăклă йышăну тума хистенĕ. Çав шутра – тÿлевсĕр çул çÿрев, аслисене те, ачасене те укçа-тенкĕ пособийĕпе тивĕçтересси, хваттер е çурт, унпа пĕрлех çĕр лаптăкĕ уйăрма, çурт е выльăх туянма кредит пама, 2-3 çула налукран хăтарма шантарни. Çынсен патшалăх (йÿн) хакĕпе нумай япала, шăрпăкран пуçласа супăнь, тумтир, хуçалăхра кирлĕ япаласем, туянма май пулнă.
Халăха çĕнĕ çĕре куçарассипе ятарлă уйрăмсем ĕçленĕ. 30-40 вагонран (пĕринче 25-30 çын пулнă) тăракан эшелонсем Калининград енне чугун çулпа кайнă. Пурлăх, апат-çимĕç запасĕ, выльăх-чĕрлĕх (сутман пулсан) валли уйрăм вагонсем уйăрнă. Чарăннă вăхăтра кăвайт çинче апат пĕçернĕ. Çав вăхăтрах выльăх-чĕрлĕхне апаталантарнă, ĕнисене сунă. Çула 6 сехетрен пуçласа 10 талăк таран кайнă. Эшелонсенче тухтăрсем тата ветеринарсем пулнă. Уйрăм вагонта чирлисем валли изолятор та хатĕрленĕ. Çынсем çĕнĕ пурнăç патне васканă. Ĕмĕтре вăл хăйсен çĕрĕнчен лайăхрах пулнă, анчах нумайăшĕн шанăçĕ тÿрре тухман.
Калининград облаçĕнчи Полесски районне куçса килнисем чи малтисем пулса ют çĕр, Калининград тăрăхĕнчи çут çанталăк пуянлăхĕсене тата вăрçă хыççăн ишĕлнĕ нимĕç поселокĕсене курнă. Нимĕç халăхне урăх çĕрсене ăсатнă. Ун вырăнне çĕнĕ çĕршыв тума пуçланă. Çăмăл пулман, çĕнĕ пурнăç йĕркелесе янă чух вĕсем нумай йывăрлăхсемпе тĕл пулнă. Кун пирки Инесса Наталич çырнă «Очерки о новой родине» кĕнекере вуласа пĕлме пулать. Унта Калининград тăрăхне чи малтисем пулса куçса килнĕ 44 çыннăн аса илĕвне кĕртнĕ.
Надежда ПЕТРОВА.
Санкт-Петербург хули.