Пур хыпар та
Истори страници
1 Нарӑсӑн , 09:00

Шланлă ялĕ пысăк ял, пысăк ял та паллă ял

Мана Диана тесе чĕнеҫҫĕ. Эпĕ Авăркас районĕнчи Шĕвĕрлĕ ялĕнче пурăнатăп. Пирĕн ялран аякрах та мар, виҫĕ ҫухрăмра, Шланлă ялĕ вырнаҫнă. Ҫак ял ячĕ мĕнле пулса кайнине пĕлетĕр-и эсир? Ку ыйту мана тахçантанпах канăç памастчĕ, ҫавăнпа та эпĕ ăна уçса пама шутларăм.

Шланлă ялĕ пысăк ял, пысăк ял та паллă ял
Шланлă ялĕ пысăк ял, пысăк ял та паллă ял

Шланлă ялне çут тěнчен асамлăх утравě тесе калас килет. Мěншěн тесен унăн ячě питĕ илемлĕ. Ял историйě те юмаха аса илтерет. Хусан кěпĕрнинче çěрсем хěсěк пулнă. Çавăнпа хресченсем ирĕк çěрсем шыраса Урал тăрăхне, Çěпěре куçа-куçа кайнă. Кунта пурăнакан пушкăртсем вырăнтан вырăна куçса çÿренипе ытларах выльăх-чěрлěх ěрчетнĕ, тыр-пул акса ÿстерме вĕсен майĕсем те пулман.

XVIII ĕмĕр пуҫламăшĕнче Хусан кĕпĕрнинчи Упи ялĕнчен виҫĕ ҫемье ҫĕнĕ ҫĕре куҫса кайма шутланă. Вĕсем Ĕпхӱ еннелле ҫул тытнă. Асылбай ятлă тĕне кĕмен чăвашăн тăватă ывăл та икĕ хĕр çитĕннĕ. Энтип тата Терентей ятлă ывăлĕсем авланнă пулнă. Çемье тăватă лавпа ҫула тухнă. Пĕр эрне каяҫҫĕ, иккĕ… Кайсан-кайсан лав ҫинчен апат-ҫимĕҫ ҫухалма тытăннине асăрхаҫҫĕ: ир тăнă ҫĕре е ҫăкăр татăкĕ ҫук, е ҫул ҫине пĕҫерсе тухнă шăрттан пĕчĕкленсе юлнă… Мĕн амакĕ ку? Старик хăйĕн ывăлĕсемпе ҫĕрле лавсене сыхласа ларма шут тытать. Тĕттĕмленсен хыҫалти лав ҫинчи ҫӱпҫерен пĕр ача тухать те васкаса апат ҫиме тытăнать. Ăна тӱрех ярса тытаҫҫĕ. Лешĕ 12-13 ҫулта, хыткан, тăсланкă, кăтра ҫӱҫлĕ… Ашшĕ-амăшĕнчен вăрттăн (лешсем, пуянсем, ăна ниҫта та ярасшăн пулман) тарса тухнă. Каялла хăваласа ярас – çулне пĕлмест, вырăсла та, тутарла та калаçмасть, аташса вилме пултарать. Таркăн ачана хăйсемпе пĕрлех илсе кайма шутлаççĕ.

Икĕ эрнерен çул çÿревçĕсем Ĕпхÿ кĕпĕрнинчи Подлеснăй (ăна каярахпа чăвашсем улпут ячĕпе кĕçĕн Аксакух (Аксаков) тесе ят панă) ялĕ патне çитсен чарăнаççĕ. Анчах улпут çыннисем чăвашсене хăваласа яраççĕ. Çапла çĕнĕ çĕре килнисем Ямансаспа Алешкино хушшине вырнаçаççĕ. Тепĕр çултан улпут вĕсене татах хăваласа ярать. Ним тума аптăранă чăвашсем Турсагали ятлă юхан шывăн хĕвел тухăç енне пырса чарăнаççĕ. Çав вырăна Бирюкмы (Пĕртме) тенĕ. Бирюк, бюр – тĕрĕкле «кашкăр» тенине пĕлтерет. Кунта вăрман кашланă, чăтлăхра упасем пурăннă, каçсерен вара çынсене хăратса кашкăрсем уланă. Тутарсем çав яла Бюриказган тесе ят панă. Çав ял халĕ те пур.
Çакăнта куçса килнě чăвашсем икě çул пурăннă, анчах та ку вырăн кăмăла кайман вĕсене. Унтан вара хальхи ял вырăнне килсе ака-суха тума тытăннă. Асылбай старик суха пуçěпе анана чěртерме тытăнать те çаврăнса пăхать: йěр тăрăх шыв юхать. Çав вырăнтан çăлкуç пуçланса каять.

Аслыбай ывăлěсем, пěрин хыççăн тепри уйрăлса тухса, хăйсем уйрăм хуçалăх тытма пуçланă. Çапла вара ялта Антиповсем, Терентьевсем пулса кайнă. Кÿршě ялсенчен Парфеновсем, Тимофеевсем, Ивановсем куçса килсе вырнаçнă.

Киле кěртнě таркăн ача, Алексей, ěçрен ютшăнса тăман, мěн хушнине тунă. Ăна вун пиллěкрех авлантарнă, Асылбай хăйěн аслă хěрне качча панă. Çамрăк мăшăр вăрман хěрринче, шăлан йывăççисем ÿснě çěрте, çатанран çурт туса лартнă, чÿрече кěленчи вырăнне вăкăр хăмпине карса хунă. Тепěр икĕ-виçĕ çултан çав Алексей çăкаран çурт хăпартнă. Шăлан йывăççи нумай ÿснěрен ěнтě ялне те Шланлă ят панă. Ку – халăх сăмахлăхĕнче сыхланса юлнă легенда çеç. Тĕрĕсрех ял историне В.Е. Степанов тата М.Х. Сафин кăларнă «Шланлă ялĕн историйĕ» кĕнекере çутатса панă.

Шланлă ялĕ ҫинчен сыхланса юлнă легендăсем нумай. Питĕ хурлăхлă легенда «Кашкăр атте» юрăпа çыхăннă. Ăна ватăсем Шланлă ялĕнче чăн пулса иртнĕ тискер ĕҫсем ҫине таянса ҫырнă теҫҫĕ, унăн сăмахĕсем сыхланса юлнă пулсан та кĕввине ас тăвакансем пурте вилсе пĕтнĕ ĕнтĕ.

Тепĕр легендăра пуян Савелий ним айăпсăр хĕрарăма Мелание вăрă тесе айăплать, хĕнеттерсе вĕлерттерет. Ҫапла, Шăланлă ялĕнче ырă ҫынсемпе юнашарах усаллисем те пурăннă. Çакна асăннă легендăсем ҫирĕплетсе параҫҫĕ.

Шăланлă историйě пирěн çěршыв историйěпе çыхăннă тесен те йăнăш пулмě. Патша саманинче çемьери икě арçынран пěрне салтака илнě. 1816 çулта Шăланлăра 21 рекрут пулнă.

Шланлăсем 1853-1856 çулсенчи Крым вăрçине хутшăннă. Ун çинчен ялта упранса юлнă медальсем те каласа параççě. Ананий Прокопьевич Антиповăн аслашшě, Иван-салтак текенскер, 1877-1879 çулсенчи вăрçăра турккăсемпе çапăçнă.

1870 çулта Шланлă Çтерлĕ уездне кěнě. Ялта 53 хуçалăх, 210 арçын, 214 хěрарăм пурăннă.

Ку тăрăхра шыв арманě пулнă, ял çыннисем çěр ĕçне тунă, выльăх-чěрлěх, хурт-хăмăр ěрчетнě. 1902 çулта ялта чиркÿ лартнă.

Раççейри пěрремěш революци тапхăрě те Шланлăра хăйне кура тарăн йěр хăварнă. 1904 çулта патшалăх шучěпе ялта 6 кěтеслě шкул çурчě туса лартнă. 1908-1909 вěренÿ çулěнче унта 32 арçын ача та 8 хěр ача çÿренě. Малтанхи учитель Порфирий ятлă пулнă, унăн сăн ÿкерчěкě сыхланса юлман. Иккěмěшě – Андрей Акимович Акимов. Иккěшě те вěсем Хусан енчен килнě çынсем пулнă.

1910 çулта ялта «Сельский вестник» текен журнала çырăнса илме пуçланă, культура çěнěлěхěсем те майěпен йăлана кěрсе пынă. Ун чухне ялта виçě сěрме купăс пулнă, такам Хусантан кěсле илсе килнě. Ăна Герасим Артемьев юсаса тÿрлетнě, унпа калама вěреннě. Кондратий Константинович Алексеев чи малтан балалайка туяннă. Гаврилпа Андрей Ивановсем хăйсемех хěлěхлě инструментсем туса хатěрленě, çамрăксене вăйăра савăнтарнă.

1912 çулта Раççей Романовсен династийě 300 çул тултарнине уявланă. Юбилей ячěпе ялти Тюмеров пупа, Якур Никифоров старостăна тата Михаил Алексеевпа Константин Артемьева медальсем парса чысланă.

Тепĕр пулăм 1914 çулта пулса иртнě. Хирте тырă выракансем патне юланут пырса çитнě, вăл вăрçă тухни çинчен пěлтернě. Мобилизаци пуçланнă. Рекрутсене Ěпхÿпе Раевка станцийěсене ăсатнă. Çынсене пěр-пĕринпе калаçма та чарнă, пусă патěнче те виççěрен ытла пухăнма юраман. Староста, нухайккапа хăмсарса, вěсене салатса янă. Хресчен пурнăçě тата та начарланнă, вăрçă пуçлансанах хырçă ÿснě, хуласенче апат-çимěç çитмен, çăкăр хаклăланнă.

Октябрьти революци çинчен ял çыннисем Семен пасарěнче илтсе килнě.

1918 çулта Хěрлě Çара Шăланлăран чи малтан Федор Леонидович Игнатьевпа Федор Михайлович Иванов тухса кайнă. Март уйăхěнче Шăланлă ялне шуррисем йышăннă. 1919 çул Хěрлě Çара Шланлăран 66 çын тухса кайнă.

Граждан вăрçи вăхăтěнче паттăрлăх кăтартакансем çаксем пулнă: Петр Амфибиевич Рогожинпа унăн юлташě Михаил Ильич Киясов.

Шăланлăсем Тăван çěршывшăн Аслă вăрçинче те палăрнă. Пирěн ялтан Иккěмěш тěнче вăрçине 540 çын тухса кайнă, 293-шě паттăррăн çапăçса пуç хунă, 247-шě каялла таврăннă. Егор Сергеевич Васильевăн тăватă ывăлě те çак ылханлă вăрçăран таврăнайман.

Паттăрсене асăнса ял варринче лартнă палăк паянхи мирлě пурнăçра та сыхă тăмаллине аса илтерет, ěçри кěрешÿре хěрÿрех пулма чěнет.

 Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта https://max.ru/ursassi каçăпа куçма пулать.

Диана КЕЛЬМАН, Шланлă шкулĕн 8 класс вĕренекенĕ.
Авăркас районĕ.

Шланлă ялĕ пысăк ял, пысăк ял та паллă ял
Шланлă ялĕ пысăк ял, пысăк ял та паллă ял
Шланлă ялĕ пысăк ял, пысăк ял та паллă ял
Шланлă ялĕ пысăк ял, пысăк ял та паллă ял
Шланлă ялĕ пысăк ял, пысăк ял та паллă ял
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас