XIX ĕмĕрте Ĕпхÿре пурăнакан чăвашсен пуçĕсене ырă шухăш пырса кĕнĕ: вĕсем чăваш халăх хутне кĕрекен, чăваша пулăшакан ушкăн тăвасчĕ тенĕ. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Ĕпхÿри шкулсенче чылай чăваш ачи вĕреннĕ. Вĕсен хушшинче пуринчен ытла чăвашсемшĕн тăрăшакансем Гавриил Тихонович Тихонов тата Николай Алексадрович Матвеев пулнă. Вĕсем чăвашла кĕнекесем çырса земство укçипе пичетлеттернĕ. 1911 çулта, Хусанти академия текен аслă шкултан вĕренсе тухсан, Ĕпхĕве тепĕр чăваш (Етĕрне уесĕнчи Патăръел чăвашĕ) Гурий Иванович Комиссаров килнĕ.Вăл малтан архиерей çумĕнчи епархи миссионерĕ текен вырăна кĕнĕ, унтан вара пачăшкасене вĕрентсе кăларакан вырăна (духовная семинария) инспекторĕн юлташĕ вырăнне тата вĕрентекен вырăнне кĕнĕ.1914 çулта Ĕпхÿ архиерейĕ вырăнне ырă çын Андрей кĕрсессĕн вăл Г.И. Комиссарова та, вăл халăхшăн тăрăшнине курса, Миссионерский комитета канцеляри пуçлăхне (секретаре) кĕртнĕ. Çав çулах тата Ĕпхÿ кĕпĕрнинчи чăвашсене вĕрентме чăваш миссионер вырăнĕ уçнă. Çав вырăна Петр Петрович Шленкин ятлă Чĕмпĕр уесĕнчи чăваша кĕртнĕ.
Çапла Ĕпхÿре чăвашсем пуçтарăна пуçланă. В.А. Петровпа Г.И. Комиссаров 1914 çулта Ĕпхÿ кĕпĕрнин земствине чăвашла хаçат кăларттарас тесе нумай тăрăшнă.Чăваш ялĕсенче кĕнеке пуххисем (библиотекăсем), хаçат вуламалли вырăнсем (читальнăсем) тутарасшăн пулнă. Чăвашсем пурте чăвашла кĕнекесем çĕнĕрен кăларас, вĕсене чăваш ялĕсене салатмалла тăвас пулать тенĕ. Анчах земство кайран та чăваш валли нимех те туман.
Вара 1915 çул пуçламăшĕнче Г.И. Комиссаров, В.А. Петров тата П.П. Шленкин хаçат-кĕнеке кăларма пая кĕрсе ушкăн (товарищество) тума шухăшланă. Анчах ку ĕçе те, пая кĕрес текен сахал тата вăхăт çитмен пирки, тума йывăр пулнă.
Çапла Ĕпхÿ хулинче чăвашла хаçат кăларма хатĕрленнĕ вăхăтсенче Питĕрте аслă ĕçсем пулса иртнĕ (1917 ç). Патшалăх пуçлăхĕсем улшăнчĕç.Ĕлĕкхи йĕркесем пĕтрĕç. Пур халăхсем те пĕрлешме ушкăнсем тума тапратрĕç. Ĕпхÿри чăвашсем те хăйсен ĕлĕкхи шухăшне вырăна кÿрес терĕç. Март уйăхĕн 20-мĕш кунĕнче П.П. Шленкин Г.И. Комиссаров патне пырса министр-председатель патне телеграмма ятăм, хаçат çине чăвашсене май уйăхĕн 20-мĕш кунĕнче Чĕмпĕре пухăва чĕнсе çыртăм тенĕ. Г.И. Комиссаров Ĕпхÿ хулинче пурăнакан чăвашсене пуçтарса пуху тăвас та Чăваш ушкăнĕ уçас тенĕ. Чăвашсене пухма Ĕпхÿри духовнăй семинарие вĕренме кĕнĕ чăваш вĕрентекен Илья Ефимович Ефимов нумай пулăшнă.
Март уйăхĕн 23-мĕш кунĕнче П.П. Шленкин хваттерĕнче Ĕпхÿ хулинче пурăнакан чăвашсем: вырăнта-ĕçре тăракансем, вĕренекенсем, салтакра тăракан учительсем, пурĕ 18 çын, пуçтарăнса канаш тунă та Ĕпхÿре Чăваш халăх ушкăнĕ (Уфимское Чувашское национальное общество) уçнă. Çавă 18 çын пурĕ те члена çырăннă. Ĕçcене туса тăма пĕчĕк ушкăн (президиум) суйланă: председателе – Г.И. Комиссарова, председатель юлташне – Петр Осипович Осипова (кĕпĕрне управленинче тăракан чăваша), çыруçне (секретарĕ) – П.П. Шленкина, ăнах, вăхăтлăха укçа тытса тăракан (казначей) тунă. Çав кунах ушкăн валли укçа пуçтарма тытăннă. Хусан, Чĕмпĕр, Самара, Саратов кĕпĕрнисене, Ĕпхÿ кĕпĕрнин уесĕсене, чăвашсем патне, пĕрлешĕр, ушкăнланăр тесе çырусем, хутсем (воззванисем) яма пухура сăмах хунă.
Мартăн 30-мĕшĕнче тĕп семинари кил картинче тĕслĕхлĕ (образцовая) текен шкулта иккĕмĕш пуху иртнĕ. Ку пухăва вара 40 çын ытла пухăннă. Çав çынсем пурте тенĕ пекех члена кĕнĕ. Ку пухура чăвашсем патне чĕнсе çырнă çырусене (воззванисене) вуланă: чăвашла икĕ çыру – пĕрне И.Е. Ефимов çырнине, теприне Г.И. Комиссаров çырнине вуланă, вырăсла пĕр çыру, Г.И. Комиссаров çырнăскере, вуланă. Тата ушкăн йĕркине (устав) çырма сăмах панă. Ĕçсене туса тăракан пĕчĕк ушкăна (совета) пысăклатнă: пĕр член, пĕр çыруçă, икĕ кандидат суйланă.
Члена Уральск ятлă хулара шкулсен инспекторĕ пулса тăнă, халĕ Ĕпхÿ хулинче пурăнакан чăваша Павел Миронович Миронова суйланă, çыруçине – Ĕпхÿри уес управинче вырăнта ларакан чăваша Иван Ефремович Храмова суйланă, кандидат вырăнĕсене – Ĕпхÿри учительский институт ятлă шкултан вĕренсе тухнă чăваша Георгий Федорович Липатова, тепĕрне Павлов офицера суйланă. Çак пуху хыççăн И.Е. Ефимов çырнă çырăва ротатор теекен машинпа 5 000 штук çаптарнă.
Виççĕмĕш пуху апрелĕн 3-мĕш кунĕнче семинарин тĕслĕхлĕ шкулĕнче иртнĕ. Ку пухăва 50 ытла чăваш пынă: ыттисем хушшинче Контрольная палата текен вырăнта управляющи пулса тăракан Василий Филиппович Егоров, Ĕпхÿре хăй çуртĕнче пурăнакан суту-илÿ хуçи Ермолай Григорьевич Родионов, хулари фельдшер Ефрем Васильевич Степанов, вокзалта пуçлăхăн кантурĕнче тăракан çыруçă Януарий Викторович Кириллов, банкра вырăнта тăракан Хрисанф Филиппов, хула управленийĕнче тăракан Николай Григорьевич Павлов тата офицерсем те пынă. Крешĕн тутарсенчен те, çармăссенчен те вĕреннисем çак пухăва хутшăннă. Ку пухура ушкăнăн йĕркине (уставне, Г.И.Комиссаров çырнăскере) вуланă. Тата П.П. Шленкин хаçат çине чăвашсене Чĕмпĕре пухăва чĕнсе çырнине, Г.И. Комиссаров Учебный округ çинчен каланине суд тунă. Çак пухурах ушкăнран Кĕпĕрнери халăха йĕркене кÿрсе тăракан комитета делегат (П.М. Миронова) суйларĕç. Тата çав Мироновах шкулсене пăхса тăракан Управа (Управление учебного округа) вĕрентекенсенчен суйланă ушкăна (комиссия) чăваш ячĕпе члена суйларĕç.
Тăваттăмĕш пуху апрелĕн 9-мĕшĕнче учительсен институчĕн çуртĕнче иртнĕ. Ку пухура устава пăхса тухнă. Ăна типографинче 300 штук пусса пичетлеттерме сăмах хунă. Çак кунах пухура Г.Комиссарова архиерей патне кайса чăвашла кĕнекесем е хаçат кăларма пулăшу ыйтма ирĕк панă. Г.И.Комиссаров вара Андрей архиерей ырă çын урлă 1050 тенкĕ укçа ыйтса илнĕ. Е.Г. Родионов Чăваш ушкăнне 100 тенкĕ панă, хаçат тухасах пулсан пысăк пулăшу тăвăп тенĕ.
Çак пуху хыççăн ушкăнăн ĕçĕсене туса тăракансем чăвашсем патне чĕнсе çырнă çырусене ялсене, хуласене чăвашсем патне салатнă. Уставне типографие çаптарма панă. Типографирех укçа пуçтармалли хутсем (подписной листсем) çаптарнă.
Пиллĕкмĕш пуху апрелĕн 23-мĕш кунĕнче Александровский текен шкулта иртнĕ. Ку пухăва шкулсен пуçлăхĕ (попечитель округа) В.А. Гордлевский пынă. Ăна чăвашсене епле шкулсем кирлине пухăннă чăвашсем каласа кăтартнă. Уесри чăвашсем пурте ушкăн пулнăшăн хĕпĕртесе Ĕпхÿ чăвашĕсемпе пĕрлешме хавас тунă, вĕсем кĕнеке-хаçат кăларма укçа пуçтарнă Бугульма уесĕнчи чăвашсем Ĕпхÿри чăваш ушкăнĕ çумне çыпçăнма пулнă.
«Ушкăн малтан май уйăхĕн 16-мĕшĕнче уессенчен суйласа янă чăвашсен пухăвĕ тăвас тенĕччĕ. Анчах Хусантан унта майăн 15-мĕшĕнче Атăл тăрăхĕнче пурăнакан вак халăхсен пухăвĕ пулать тенĕ хыпар çитрĕ. Çавăнпа Ĕпхÿри чăваш ушкăнĕ хăйĕн пухăвне (съездне) васкарах, майăн 10-мĕшĕнче тума сăмах хучĕ. Ĕпхÿре хаçат кăларас ĕç хаçат çаптармалли хатĕр çитмен пирки тытăнса тăмалла пулчĕ. Çав вăхăтра Хусантан унта «Хыпар» ятлă хаçат тухма пуçлать тенĕ сасă çитрĕ. Çавăнпа хаçат кăларас мар, кĕркуннерен журнал кăларас тесе сăмах хунă. Халĕ чăвашла кĕнекесем кăларас, «Хыпар» ятлă хаçата Ĕпхÿ кĕпĕрнинчи чăвашсем хушшинче салатма пулăшас тенĕ».
Ĕпхÿри чăвашсем Г.И. Комиссаров çырнă çырăва типографире 1000 экземпляр чăвашла çаптарнă. Устав та пичетрен тухнă. Тата ушкăнăн пичечĕ те, ушкăн ячĕпе çыракан çырусене пичетлеттермелли штемпель теекен пичет те савăтран тухнă. Ушкăнран икĕ çынна уессенчи чăвашсене вĕрентме, вĕсене пĕрлештерме янă: П.П. Шленкина Ĕпхÿпе Çтерлĕ уесĕсене, И.Е. Ефимова – Пелепей уесне. Вĕсен аллине уставсем, чĕнсе çырнă çырусем, укçа пуçтармалли кĕнекесем, листсем, чăвашла кĕнекесем панă. Çав икĕ çын нумай чăваш ялне пырса халăха вĕрентнĕ, Чăваш ушкăнĕ çумне çыпăçтарнă. Чăвашсем пур çĕрте те пĕр шухăшлă, Ĕпхÿ чăвашĕсемпе пĕр майлă пулса ушкăнсем тăва пуçланă, Ĕпхÿри Чăваш ушкăнне члена çырăннă.
П.П. Шленкинпа И.Е. Ефимов çитеймен çĕрти чăвашсем хушшинче Ĕпхÿрен таврăннă членсем – вĕрентекенсем, салтаксем – ĕçленĕ. Пелепей уесĕнче чăваш шкулĕсен вĕрентекенĕсем пуху (съезд) туса Ĕпхÿри Чăваш ушкăнне пĕрлешнĕ. Вĕсем хушшинче Николай Андрианович Герасимов нумай тăрăшаканни пулнă. Тата Пишпÿлек ялĕнчи пачăшка Гавриил Тихонович Тихонов (чăваш благочиннăйĕ) нумай тăрăшнă. Вĕсем Н.А. Герасимовпа пĕрле «Шурăмпуç» ятлă чăвашла хаçат кăларас тесе чăвашсем патне чĕнсе çырнă. Пелепейри протопоп Транквиллин Земляницкий те чăвашсене чĕнсе çырнă: вăл вырăсла воззвани çаптарнă. Çав уесрах Дюртюлли ятлă ялти пачăшка Константин Степанов, Ĕпхÿрен хыпарсем илсен, 26 ялти чăвашсене пухнă та вĕсене пĕр ушкăн туса Ĕпхÿри ушкăна пĕрлештернĕ. Çав 26 ялти чăвашсем вара Ĕпхÿри пухăва кайма икĕ, Хусан пухуне кайма пилĕк çын суйланă.
Çтерлĕ уесĕнче çав вăхăтра В.А. Петров, Никандр Петрович Петров вĕрентекен тата урăххисем те ĕçленĕ. Унта чăваш пухăвĕ пулнă. Çав пуху Çтерлĕ ушкăнĕ туса Ĕпхÿ чăваш ушкăнне çыпçăннă. Ĕпхÿре те Хусана кайма пĕр çынна Савелий Никифорович Осокина суйланă. Тата П.П. Шленкина та хăйсен хутне кĕрекен тунă.
Ефремкино (Тинĕскÿл) ятлă чăваш ялĕнче пачăшка Стефан Ефремович Ефремов та пĕчĕк чăваш ушкăнĕ тунă. Кунти чăвашсем Ĕпхĕве кайма Мускаври аслă мишавай шкулĕнче вĕренекен Владимир Алексеевич Алексеева суйланă. Теней ятлă чăваш ялĕнчен офицер (поручик) Иван Николаевич Антипова ямалла тунă. Ĕпхÿ уесĕнчи Кубово ятлă чăваш ялĕнче ушкăнăн членĕ Гавриил Григорьевич Григорьев вĕрентекен ĕçленĕ. Вăл унта пĕчĕк чăваш ушкăнĕ йĕркеленĕ.
Çапла Ĕпхÿ кĕпĕрнинчи чăвашсем пĕрлешме пуçланă. Ĕпхÿре чăваш ушкăнĕ туни пит усăллă пулăм пулнă. Ку таранччен кунта вырăссем те, тутарсем те, чăвашсем те тĕттĕм халăх тесе анчах пурăннă, вĕсене нимĕн вырăнне те хуман. Чăвашсем те, хăйсен хутне кĕрекене тĕл пулмасăр, пит мĕскĕнленсе пурăннă.
Чăваш ячĕпе пурăнма хĕн пирки нумай чăваш тутара тухнă. Ĕпхÿре чăваш ушкăнĕ уçăлсан чăваш çине урăхла куçпа пăхма пуçланă, пурте чăваша харпăр – хăй майлă тăвасшăн чăваш умĕнче йăпăлтатма пуçланă. Халĕ ĕнтĕ Чăваш ушкăнĕ мĕн ыйтнине те часах параççĕ, чăваша шута илеççĕ, кирлĕ çĕре кĕртеççĕ, чăваш ушкăнĕнчен çынсем ыйтаççĕ. Патшалăхăн «Ирĕк» кивçенĕ çинчен халăха пĕлтерес йĕркепе тунă Ĕпхÿри комитет Чăваш ушкăнĕнчен çын чĕнчĕ. Вара Г.И. Комиссаров çав комитета кĕчĕ, П.П. Шленкинпа И.Е. Ефимов валли чăваш ялĕсене кайма пулăшу ыйтрĕ. Комитет пулăшма пулчĕ. Чăваш ушкăнĕ Шленкинпа Ефимова Патшалăх кивçенĕ çинчен чăвашсем хушшинче те, вырăссем хушшинче те калама хушрĕ.
Апрелĕн 25-мĕш числинчен пуçласа пĕр эрне хушши Ĕпхÿре приххутсенчен суйласа янă çынсен пухăвĕ пулчĕ. Ĕпхÿри чăваш ушкăнĕ çак пухура та чăвашшăн хытă тăчĕ. Вара Мускавра пулмалли пĕтĕм Раççейрен суйласа янă çынсенчен Чиркÿ пухуне кайма чăвашран Гурий Иванович Комиссарова суйларĕç.
Çу (май) уйăхĕн 5-мĕш кунĕнчен пуçласа ултă кун хушши Ĕпхÿре пĕтĕм кĕпĕрнерен суйласа янă вĕрентекенсен пухăвĕ (Учительский съезд) иртрĕ. Çак пухăва Ĕпхÿ Чăваш ушкăнĕнчен виçĕ çын хутшăнчĕ. Ушкăн виçĕ члена – П.М. Миронова, Г.И. Комиссарова, К.С. Сергеева – ячĕ. Çав çынсем уессенчен килнĕ çынсемпе пĕрлешсе шкул ĕçне пит лайăх туса хучĕç. Ĕпхÿре чăваш ачисене вĕрентмелли учительсен семинарине тумалли çинчен сăмах хускатрĕç. Çав хушăрах Чăваш ушкăнĕ кĕпĕрне управине чăваша Козьма Сергеевич Сергеева чăвашсене вĕрентсе çÿремелли вырăна (губернский лектор) кĕртме хут çырса пачĕ те управа К.С. Сергеева вырăна кĕртрĕ. Халăх хушшинче чăвашла хаçат-кĕнеке салатма Чăваш ушкăнĕ управăран укçа та ыйтса илчĕ.
Ушкăн членĕсем чăвашла кĕнекесем çырма тытăнчĕç…
Ак епле усă пулчĕ Ĕпхÿре Чăваш ушкăнĕ тунинчен.
Г.И. Комиссаров-Вантерăн «Çырнисен пуххи» кĕнекепе (1917 çул) усă курса Иван ЕФИМОВ хатĕрленĕ.