Урал сасси
+13 °С
Облачно

Хурамал ялне – 130 çул

Кашни çыншăн Тăван çĕршыв ашшĕ-амăш килĕнчен, мăн асатте-асаннесен пурăннă вырăнĕнчен пуçланать. Шăпа çынна тĕнчен кирек хăш кĕтесне кайса ярсан та унăн шухăшĕсемпе аса илĕвĕсем çут тĕнче курнă вырăна илсе килеççĕ. Тăван кĕтес çĕр тĕпĕнчен тапакан çăлкуç çывăхĕнче ÿсекен йывăçсен сулхăнне, куççуль пек таса та вăй паракан шыва ĕçме магнит евĕр хăй патне туртать. Кăçал ялшăн юбилейлă çул пулнă май унăн истори страницисем тăрăх иртес килет.

Хурамал ялне – 130 çулХурамал ялне – 130 çул
Хурамал ялне – 130 çул

Истори хыпарӗсем тӑрӑх, Шаран районĕнчи Хурамал (Ново-Юмашево) ялӗ 1890-1900 ҫулсенче пуҫланса кайнӑ. 1896 ҫулхи даннӑйсем тăрăх (шӑпах ҫак датăна шута илнĕ те), унта Пелепей хулинчен Пушкӑртстанӑн ҫурҫӗр енчи чиккине пирӗн ял урлӑ 374 ҫухрӑм тӑршшӗ пысӑк земствăн почта çулĕ выртнă. Хурамал ялне Чекмагуш районĕнчи Юмаш (Старо-Юмашево) ялĕн çыннисем никĕсленĕ. Вĕсем 1874 çулта Чăваш Республикинчи Вăрнар районĕнчи Буинск ялĕнчен куçса килнĕ пулнă.
1900 çулта Ĕпхÿ кĕпĕрнинче хресчен ĕçĕпе çыхăннă журналта «1900 çулхи январь уйăхĕн 8-мĕшĕнче Хурамал юлташлăхĕ хресчен çĕр банкĕ пулăшнипе Исмаилбек Ахмет-Гареевич Гиниза княçран Кичкиняшев вулăсĕнчи Ново-Карьявды ял çывăхĕнче Шаранбашкнязевский ятлă 600 теçеттин çĕре сутăн илнĕ. Хурамал ялĕ 40 кил-çуртран тăнă. Çак вырăнта вăрмансем пулнă. Ял вĕçĕнче «Акăш кÿлли» сарăлса выртнă, унта акăшсемсĕр пуçне ытти шыв кайăкĕсем те ишнĕ. Ял варринче Иван Андриянов çурчĕ çумĕнче Иван кÿлли вырнаçнă пулнă, халь вăл типнĕ.
Юмаш çыннисем 15 çухрăмри çĕнĕ çĕрсене çитсе вăрман каснă, тункатасене кăкланă, йĕтĕн, кантăр акнă, çĕр улми лартнă. Çак хушша çуран çÿреме йывăр пулнă. Çавăнпа та вĕсем вырăнта тĕпленме шутланă.
Çак çĕрсене пĕрремĕш куçса килекенсем Тарас Иванов, Семен Петров, Петровсем (Тукташсем), Андриян Трифонов, Антон Тимофеев, Данил Максимов, Захаровсем, Дмитриевсем, Кузьминсем, Егоровсем, Адылгареевсем, Наумовсем, Ларионовсем, Никитинсем тата ыттисем пулнă.
«Юмаш» ял ячĕ «Йомыш» (кивçен илме) тутар сăмахĕнчен пулса кайнă. Тутарсем Кивĕ Юмашра пурăнакан чăвашсем патне килсе «Йомышка килдем» (кивçен илме килтĕм) тесе каланă. Çак сăмах ял ятĕнче сыхланса юлнă та. Вырăнта пурăнакан çынсем ăна Хурамал тесе чĕнеççĕ. Вăл кунта анлă сарăлнă «хурама» йывăç ячĕпе çыхăннă.
Çĕнĕ вырăна çултан çул çынсем пурăнма куçнă. 1912-1913 çç Юмаш ялĕнче Чиркÿ урамĕ çунса кайсан вĕсен шучĕ ÿснĕ. Çĕнĕ географи ячĕсем хушăннă: «Чул сăрчĕ»( «Каменная гора»), «Владька сăрчĕ» («Гора Владимира»), «Ясли казанти» («Детская аллея»), «Лиза аппа казанти» («Аллея тети Лизы»), «Хура вăрман» («Темный лес»).
«Владька сăрчĕ» вăл – çÿллĕ ту, унтан пуçласа йĕлтĕрпе Владимир Егоров ярăнса аннă. Унăн хăюлăхĕпе хастарлăхне ытараймасăр асăннă тăва ун ятне панă. «Ясли казанти» - ĕлĕк хĕрарăмсем ĕç вăхăтĕнче йывăçсен сулхăнне хăйсен пĕчĕк ачисене хăварнă вырăн. Ĕлĕк ача сачĕсем пулманнипе хĕрарăмсене ачисене хăйсемпе пĕрле ĕçе илсе кайма тивнĕ, вăхăтран вăхăт вĕсем пепкисене апатлантарма килнĕ. «Хуп кĕпер» те хăйне евĕр истори пĕлтерĕшлĕ вырăн шутланать. Йывăç хуппинчен тунă кĕпер çирĕп пулмасан та, час саланса кайсан та ячĕ тăрса юлнă.
Хурамал çыннисем тĕпленнĕ, çуртсем хăпартнă, кил хуçалăх тытса пынă, çĕр ĕçĕпе пурăннă истори пулăмĕсен авăрне хутшăннă.
1918-1919 çулсенче граждан вăрçи пынă. Аслă çынсем каланă тăрăх, шуррисем каялла чакнă май пирĕн ял витĕр иртнĕ. Юланутпа пынă çирĕме яхăн çын пытанма шутланă, анчах та ĕлкĕреймен. Хĕрлисем хăвăрт тапăннă, 7-8 юланутçăна ярса тытнă, ыттисен шăпи паллă мар. Класс кĕрешĕвĕн пĕр пулăмĕ «Хура ăмăрткайăк» ятлă пăлхав пулнă. Хура ăмăрткайăксем Хурамалти пĕрремĕш Канаш председательне В.Максимова та вĕлернĕ.
1920 çулта типĕ пулнипе вырăнта пурăнакансен пурнăçĕ çăмăл пулман. Çумăрсем çуманнипе тĕш тырă вырăнне мăян çеç шăтса тухнă, халăхра ăна «шуйттан тулли» («чертова пшеница») тенĕ. Выçăпа вилес мар тесе çынсем мăян вăррине пуçтарса çăкăр пĕçернĕ. Выçлă-тутлă пурăннипе чылайăшĕ чирленĕ, вилнĕ. Тыр-пул 1921 çулта çеç ăнса пулнă. Çав вăхăталла Шаранка юхан шыв çинче Данил Наумовпа Алексей Захаровăн шыв арманĕсем ĕçлеме пуçланă.
1932 çулта «Пĕрремĕш май» колхоз йĕркеленнĕ. Йĕркелÿçĕсен шутне Алексей Наумов, Данилпа Тимофей Яковлевсем, Василий Николаев, Максим Максимов кĕнĕ. Пĕрремĕш колхоз председетелĕ Егор Матросов, Алексей Якушин счетовод пулнă.

Колхозниксем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, уй-хирте ĕçленĕ. Ял вĕçĕнче чăх-чĕп ферми туса лартнă.
1935 çулта ялта комсомол организацине йĕркеленĕ. Унăн ретне пĕрремĕш пулса Алексей Алексеевич Матросов кĕнĕ.
1936 çулта та выçлăх пулнă. Çимелли пулман, тăхăнма тумтир те çитмен. Каçсерен пир тĕртнĕ. Çуркунне çынсем пахчари шăннă çĕр улмине пуçтарса типĕтнĕ, унран пашалу пĕçерсе çинĕ. Ватă çынсем каланă тăрăх 13 тĕрлĕ курăк çисе пурăннă. Вăкăрсене кÿлсе вăрмантан вутă турттарнă. Уйрăмах утă хатĕрленĕ тата тухăç пуçтарнă чух йывăр килнĕ.

Ялти çынсем хутла пĕлмен. 1921 çулта ликбез уçнă. Шкула 8-15 çулхи 43 ача çÿренĕ, вĕсене кашни кун икшер сехет икĕ сменăпа Алексей Данилович Наумов вĕрентнĕ. Вăл хăй Юмашри чиркÿ-приххут шкулĕнче тулли мар виçĕ класс пĕтернĕ пулнă. Занятисене Николай Петров çуртĕнче ирттернĕ. Алексей Наумов ĕçне Вол-ОНО инспекторĕ мухтанă тата çулталăк ĕç укçи – 70 тенкĕ – панă. Вăл вăхăтра çак укçа ĕне туянмалăх та çитнĕ. Пĕр вăхăтрах Алексей Данилович ялти çыруçă, каярах вулавăш çурчĕн заведующийĕ пулса та ĕçленĕ. Вун сакăр çулта ăна ял Канаш пайташне суйланă. Ун вырăнне шкула Тихонов учителе ĕçе илнĕ.
1930 çулта ялта Николай Петров çуртĕнче пуçламăш классен шкулĕ уçăлнă. Унта Андрей Дмитриевич Шапкин вĕрентекен пулса тăрăшнă. Килти лару-тăрăва пула вăл вăрах ĕçлеймен. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Андрей Шапкин хыпарсăр çухалнă. Ун хыççăн шкула педагогика техникумĕнче вĕренсе тухнă Фаддей Никифорович Филиппов ĕçлеме килнĕ. Икĕ çултан вăл Михайловка ялĕнчи шкула ĕçлеме куçнă. Унтан шкула Федор Ларионов çуртне куçарнă. Вăтăрмĕш çулсен вĕçнелле Федор Ларионов çурчĕ вырăнне кивĕ çуртсенчен кĕçĕн классен шкулне хăпартнă. Асăннă шкулта вырăнти çынсенчен И.В. Бельский, Н.Т. Дмитриев, Михаил Емельянович (хушамачĕ паллă мар), Г.И. Ташмакаев, Е.М. Петрова ĕçленĕ. Вăрçă хыççăн П.С. Яковлева, А.М. Акимов, А.А. Сорокина, Т.М. Николаева тăрăшнă.
1971 çулта виçĕ ялти шкулсен никĕсĕ çинче Мичурин ял Канаш председателĕ Ф.Р. Гимазетдинов пулăшнипе сакăр çул вĕренмелли шкул хăпартнă. Унта 17 çул тăршшĕ педагогсен ертÿçи пулса Е.Д. Андриянов тăрăшнă. 1988-1995 çулсенче шкул ертÿçи З.С. Якупова пулнă. 1997 çулта вăтам шкулăн тата медпунктăн икĕ хутлă çуртне хăпартнă. Пĕлÿ çурчĕн ертÿçи 2022 çулччен В.А. Максимов пулнă. Шкул 96 çул хушшинче нумай çамрăка пурнăç çулĕ çине кăларнă. Выпускниксен хушшинче педагогсем чылай, тухтăрсем, журналистсем, инженерсем, çар летчикĕсем, ял хуçалăх, финанс ĕçченĕсем те пур.
Хурамал ялĕн аслă тата çамрăк ăрăвĕ ашшĕсем, мăн аслашшĕсем умĕнче çутă пуласлăх парнеленĕшĕн ĕмĕр парăмра. 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршыва Гитлер хапсăнчăкĕнчен хÿтĕлеме фронта 89 çын ăсаннă. Вĕсенчен 41-шĕ çеç каялла сывă таврăннă. Кашниех Çĕнтерÿ кунне çывхартса тăшманпа харсăр çапăçнă. Ялта интернационалистсем те пур. Вăл – Афган вăрçин салтакĕ Леонид Егоров, ăна икĕ наградăпа чысланă: Афган халăхĕнчен тав туса юбилейлă тата «Интернационаллă тивĕçе пурнăçланă чух хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн» медальсем. Çавăн пекех Чечен вăрçине Леонид Кузьминпа Леонид Яковлев, Александр Максимовпа Дмитрий Яковлев хутшăннă. Шел пулин те, Дмитрий Яковлев пурнăçран ир уйрăлса кайнă. Вĕсене пурне те юбилейлă тата «Паттăрлăхшăн» медальсемпе наградăланă.
Паянхи çăмăл мар вăхăтра та пирĕн ялăн хăюллă арçыннисем ятарлă çар операцине хутшăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри – М.В. Петров. Çар хĕсметĕнче тăнă чух 2022 çулхи кĕркунне Максим Владимирович РФ Хÿтĕлев министерствипе контракт алă пуснă. Çулталăк çурă, Раççей салтакĕсене Азербайджан территоринчен срокчен маларах кăлариччен, Туçи Карабахра мир тăвакансен ретĕнче тăнă. Пĕр уйăх отпускра пулнă хыççăн Максим Владимировичăн батальонĕ СВО зонине кайнă. Питĕ шел, вăл 2025 çулхи август уйăхĕн 31-мĕшĕнче çар тивĕçне пурнăçланă чух паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Раççей Президенчĕн Владимир Путин Указĕпе М.В. Петров гварди кĕçĕн сержанта çар тивĕçне пурнăçланă чух паттăрлăхпа харсăрлăх кăтартнăшăн Паттăрлăх орденĕпе (вилнĕ хыççăн) наградăланă. Патшалăх наградине паттăрăн ашшĕпе амăшне 2026 çулхи май уйăхĕн 29-мĕшĕнче панă.
Хурамал çĕрĕ сахал мар офицер ÿстернĕ. Çав шутра – Ульяновскри педагогика институтĕнче вĕренсе тухнă, вăрçа хутшăннă 1 тата 2 степеньлĕ Мухтав орденне, икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе тата ултă медале тивĕçнĕ А.В. Тимофеев капитан; Ригăри çар академине вĕренсе пĕтернĕ Байконур космодром авиаинженерĕ Ф.В. Тимофеев подполковник; Санкт-Петербург хулинче пурăнакан çар врачĕ В.Д. Яковлев, халĕ пенсионер; Сызрань хулинчи çар училищине вĕренсе пĕтернĕ летчик, «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕ С.И. Яковлев майор; Ленинградри электротехника институтĕнче вĕренсе тухнă инженер Г.В. Яковлев аслă лейтенант; СССР Шалти ĕçсен министерствин аслă çар училищине пĕтернĕ К.Г. Тихонов аслă лейтенант; СССР ШĔМ аслă шкулĕнче вĕренсе тухнă Г.В. Петров майор; Хусанти броня танк училищине пĕтернĕ В.П. Андреев майор.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн колхоз ял вĕçĕнче нефтьпе тата мазутпа ĕçлекен двигатель лартнă. Ун хăвачĕпе арманпа пилорама ĕçленĕ. Максим Максимов тата Иосиф Тимофеев механиксем пулса тăрăшнă. Халĕ Афанасьевсем, Чистаковсем пурăнакан çуртсемпе, киоск вырăнĕсенче колхоз кантурĕ, ял Канашĕ, лавкка пулнă. Вĕсен хыçĕнче çимĕçсем çитĕнтернĕ колхоз пахчи, унтан кăшт аякрах лаша картишĕ вырнаçнă. Колхоз кантурĕн çуртĕнче эрнере пĕрре кино кăтартнă. Ял Канаш çуртĕнче вулавăш пулнă, ăна уçнăранпа 105 çул çитнĕ. Пĕрремĕш медицина пункчĕ Ольга Захарован çурчĕ çумĕнче уçăлнă, ăна 1952 çулта хăпартнă. Ун заведующийĕ Серафима Филипповна Антонова пулнă. Виçĕ çултан кунта ĕçлеме направленипе Евгения Соловьева (Ларионова) тата Мария Сычь килсе çитнĕ.
ХХ ĕмĕрĕн 70-90 çулĕсенче ялта сысна ферми ăнăçлă ĕçленĕ. «Мичуринский» совхозри сысна пăхакансене, вĕсен ĕçри кăтартăвĕсене кура, район тулашĕнче те лайăх пĕлнĕ.
Хурамал ялĕ кашни çулах çĕнелет. Кунта шкул, лавкка, ача сачĕ, медицина пункчĕ, клуб, библиотека пур.
2023 çулта ялти клуб территоринче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă салтаксене халалласа асăну комплексĕ лартнă, плитасем çинче çĕнтерÿпе таврăннă 41, çапăçу хирĕнче выртса юлнă 48 паттăрăн ячĕсене çырнă.
Ялăн тĕп пуянлăхĕ – ĕçчен те пултаруллă, хăйсен пĕчĕк Тăван çĕршывĕн пуласлăхĕшĕн тăрăшакан çынсем. Хурамал ялĕ тăван тăрăха ĕçпе чапа кăларакан ывăлсемпе хĕрсене сахал мар ÿстернĕ.
Çулсем чупаççĕ, ĕмĕрсем иртеççĕ, ăру хыççăн ăру улшăнать, пурнăç çеç пулăмсемпе улшăнса малалла тăсăлать. 130 çул каялла, 1896 çулта, ялăн пĕрремĕш страници уçăлнăранпа нумай шыв юхса кайнă. Ĕлĕк-авал темиçе кил-çуртран çеç тăракан ялта халĕ 126 кил хуçалăхра 268 çын пурăнать.
Ял çинчен информаци пуçтарма çăмăл пулмарĕ – историпе çыхăннă хыпарсем интернетра та, энциклопедисенче те, архивра та çук. Даннăйсене В.И. Данилов, А.Г. Тихонов çырнă таврапĕлÿ кĕнекисенчен, шкул музейĕн материалĕсенчен, аслă çынсем каласа панисенчен пуçтартăм. Çавăнпа та ялпа, ун çыннисемпе çыхăннă хушма информаци пулсан çыхăнма ыйтатăп. Этем вăл – тĕрлĕ ăру çинчен нумай информаци упракан кĕнеке. Пиртен кашниех мăн асаттесен, асаттесен, атте-аннесен генетикăллă истори астăвĕмĕн управĕ шутланать. Çакăн пек авалхи ĕненÿ пур: çынна астуса юлччăр тесен ун çинчен теприне каласа пар. Ятсем чĕлхе çинче, истори ăс-тăнĕ сывă чух мăн асаттесем пире хĕн-хуртан сыхлаççĕ, пирĕнпе юнашар пулаççĕ.
Татьяна ЯКОВЛЕВА.
Шаран районĕ, Хурамал ялĕ.

Хурамал ялне – 130 çул
Хурамал ялне – 130 çул
Хурамал ялне – 130 çул
Хурамал ялне – 130 çул
Хурамал ялне – 130 çул
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас