

Нумаях пулмасть мана Тутарстанри Çарăмсан салинче Раççей шайĕнчи чăваш йăли-йĕркипе çыхăннă Уявра пулма тÿр килчĕ. Асăннă мероприятие кунта анлă та халăхăн йăлисене пăхăнса ирттереççĕ. Юрă-кĕвĕ янрать, ташă карти такмак каласа кĕрлет, кашни чатăр умĕнче ĕçме-çимепе сăйлаççĕ... Тутарстан Раисĕ Рустам Минниханов та чăваш тумĕ тăхăнсах чăвашсене саламласа сума сăвать.
Кунтах тĕрлĕ куравсем йĕркеленĕ. Вĕсем паянхи кунпа та, ĕнерхипе те çыхăннă. Ретсем тăрăх çÿренĕ май ман куç тĕлне хама кăсăклантаракан пĕр япала лекрĕ. Ку вăл – пĕчĕк ача кÿми. Чăн та, тунмастăп, ку тарана çитсе мачча каштинчен çакăнса тăракан сăпка курнă, анчах та çакăн пек кÿме – çук. Ман умри раритета иртнĕ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче 1900-мĕш çулсенче туса хатĕрленĕ. Унăн хуçи Тутарстанри Çарăмсан районĕнчи Акрель ялĕнче пурăннă. Шел пулин те, паянхи кун вăл сывă мар-тĕр.
– Пĕр 10-12 çул каялла йăла-йĕрке уявне йĕркеленĕ чухне мана ача кÿми кирлĕ пулса тухрĕ. Çак япала ялти шкулти музейра пуррине пĕлсен унта çул тытрăм. Чăн та, эпĕ шыракан хаклă экспонат кунта сыхланса юлнă. Мĕн тĕллевпе килнине пĕлсен, музей ĕçченĕ унпа усă курма мана шанса пачĕ. Хам клубра ĕçленĕ май, çак авалхи япалапа каярах та чылай çĕрте усă курма тÿр килчĕ. Унăн кустăрмин пайĕсене упăшка та юсаса пама хирĕç пулмарĕ. Халĕ вăл ытти авалхи япаласемпе (хуп сăпка, такана, çÿпçе) пĕрле клубра упранать, – каласа пачĕ Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Лидия Квакова.
Сăмах май, Лидия Дмитриевна чĕрĕк ĕмĕр ытла культура сферинче ĕçлет. Унсăр пуçне ТР ЧНКАн Çарăмсан районĕнчи наци культури центрĕн ертÿçи те шутланать.
Çак хĕрарăм упракан пĕчĕк ача кÿми миçе пепкешĕн ăшă та хăтлă йăва пулнине пĕр хуçи çеç пĕлет-тĕр. Ун çине куç илмесĕр пăхса тăнă май, хамăн ачалăх аса килчĕ. Эпĕ те хуп сăпкарах çитĕннĕ, ман хыççăнхисем те, çапах та кун пек кÿме пулнине астумастăп. Çав вăхăтрах аслисем каланă «ачан хăрах ури сăпкара, хăрах ури акара» йĕркесем пуçа пырса кĕчĕç. Мĕн тери пурнăç чăнлăхне çирĕплетекен сăмахсем.
Юрий НИКОЛАЕВ.
Тутарстан Республики, Çарăмсан сали.