Урал сасси
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
11 Декабрӗн 2018, 15:08

Олег çине тăрсах çĕнтересшĕн

Ноябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче П.М.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче вĕренекен Олег Федоров тĕрлĕ халăхсен хушшинче иртекен «Урал-паттăр» пушкăрт халăх эпосне Раççейри тата тĕнчери тĕрлĕ халăхсен чĕлхипе илемлĕ вулас енĕпе иртнĕ конкурсра иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Тĕрлĕ халăхсен хушшинче çĕнтерни - самаях пысăк та пĕлтерĕшлĕ çитĕнÿ. Конкурса хутшăнакансен шучĕ йышлă пулнă.

Олег темиçе çул хушши çак конкурсра вăй виçет. Вăл уçăмлă тĕллевпе тата çине тăрсах мала тухассишĕн тăрăшать. Арçын ача чăвашла Н.В.Дмитриев (Ялтăр Мучи çыравçă) вĕрентекен куçарнă тата уйрăм кĕнекен пичетленнĕ «Урал-паттăр» эпоса пăхмасăр калама вĕреннĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче те çамрăк кирек ăçта пулсан та рюкзакĕнче тăван чĕлхене куçарнă экземпляра хăйпе пĕрле илсе çÿренĕ. Кăçалхи çул ирттернĕ конкурсра Олег иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Эпир Олега çĕнĕ çитĕнÿ тунă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр!
Сăмах май, ĕлĕк-авал «Урал-паттăр» пушкăрт халăх эпосне сэсэнсем (ĕлĕкхи поэт-халапçăсем) сăмах вĕççĕн ăруран ăрăва куçарса пынă. Сăмах вĕççĕн каланă эпоса 1910 çулта Мухаметша Бурангулов фольклорист Эрĕнпур кĕпĕрнинчи Иткуль вулăсне кĕрекен Идрис аулĕнче пурăннă Габит Аргынбаев (1850-1921çç.) тата Пĕчĕк Иткул аулĕнчи Хамит Альмухаметов (1861-1923çç.) сэсэнсенчен çырса илнĕ.
Иван ТАРАСОВ.
Ĕпхÿ хули.
Читайте нас: