Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
18 Сентябрӗн 2019, 13:38

Пишпÿлексем тивĕçлипе хÿтĕленĕ

Август уйăхĕн вĕçĕнче Ставрополь крайĕнчи Железноводск хулинче асăннă тăрăхри çамрăксен XXII Казак вăййисем иртнĕ.

Мероприятие Ставрополь тăрăхĕнчи 17 ушкăн, çаплах Дагестан, Осети, Алани, Кабарда Балкар республикисенчи командăсем хутшăннă. Пушкăртстан Республикин чысне Пишпÿлек район команди,«Вектор» ятлă çамрăксен центрĕ çумĕнчи «Паттăрлăх» («Мужество») çар тата патриот клубне çÿрекен тăхăр арçын ачапа хĕр ача - Ринат Персиянов, Григорий Хайруллин, Ярослав Краснов, Илья Гурьянов, Анастасия Иванова, Элина Новикова, Данил Волков, Данияр Ахмадуллин, Диана Илларионова - хÿтĕленĕ. Хÿтĕленĕ çеç мар, унтан чи пысăк наградăпа, Гран-при дипломĕпе тата Ставрополь тăрăхĕнчи казаксен округĕн Терскри çар казак обществин атаманĕн С.Ю. Пальчиковăн кубокĕпе, таврăннă.
- Казак вăййисене ахальтен мар, çитӗнекен ăрăва çарпа патриотизм, культурăпа кăмăл-сипет воспитанийĕ парас тĕллевпе йĕркеленĕ. Ăмăртусем 11 номинаципе – полиатлон, граната макетне инçете ывăтасси, чăрмавсем урлă (полоса препятствий) иртесси, биатлон, тĕл пĕресси, казак юррисен конкурсĕ – иртрĕç. Пирĕн ачасем çĕççе тĕл пересси, юлан утпа çÿресси, «Казак хĕçĕ», «Казаксен историйĕ» евĕр ăмăртусене пуçласа хутшăнчĕç пулин те ыттисенчен мала иртсе Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Бештау тăвĕ çине (1400 м) ăнăçлă хăпарнăшăн пур участника та сертификат пачĕç, - тет «Паттăрлăх» клуб ертÿçи Николай Петров.
- Тепĕр асра юлнă пулăм çинчен те каласа парас килет. Казак вăййисене курма килнисен шутĕнче Пушкăртстан турисчĕсем те пурччĕ. Пирĕн команда стройпа утма пуçласан вĕсем: «Башкирия пошла» тесе савăнса, пире хавхалантарса тăчĕç, - тет Николай Ильич.
Ачасем çул çÿревпе питĕ кăмăллă юлнă: кунта вĕсем çĕнĕ туссем тупнă, вĕсемпе малалла та çыхăну тытма калаçса татăлнă. Хăй вăхăтĕнче Çурçĕр Кавказри Федераллă хăрушсăрлăх службин командирĕн пĕрремĕш çумĕ пулнă, халĕ çарпа патриот клубне ертсе пыракан пограничник Абдулла Гаджиев ачасене çапăçусем пулнă çулсем тăрăх илсе кайнă. Ăна ăнăçлă иртнĕ хыççăн Пишпÿлек район патриочĕсем Пишпÿлек район гимнне ярса итленĕ. Çаплах çамрăк армеецсем Железноводск, Кисловодск, Пятигорск хулисенчи курорт вырăнĕсенче пулса, канат çулĕпе Машук тăвĕ çине хăпарса курнă.
Çак кунсенче çамрăк армеецсемпе район админстрацийĕн пуçлăхĕ Наиль Гатауллин тĕл пулнă. Наиль Габдуллович ачасене çĕнтерÿпе саламланă, республика чысне тивĕçлĕ хÿтĕленĕшĕн тав туса малалла та çĕнĕ çитĕнÿсем тума, халăхсен хушшинчи туслăха хаклама, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме яланах хатĕр пулма, хамăр паттăрсене асра тытма суннă. Пишпÿлекре çуралса ÿснĕ Игорь Николаев Çурçĕр Кавказра паттăрсен вилĕмĕпе вилнине аса илтернĕ. Çаплах вăл «Мужество» клубăн ертÿçине Николай Петрова Тав çырăвĕпе чысланă. Ачасен çĕнтерĕвĕ – вĕрентекенĕн çĕнтерĕвĕ те. Николай Ильичпа унăн воспитанникĕсем вара республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусене пĕр хутчен çеç мар хутшăнаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ.
Тĕлпулу вĕçĕнче вăййа хутшăнакансем район ертÿçисемпе пĕрле сăн ÿкерчĕк тунă, малашне те район ятне çÿллĕ шайра тытма сăмах панă.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Пишпÿлек районĕ.
Читайте нас: