Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
10 Мартӑн 2021, 12:07

Нукасакри «Ăраскал» ушкăн 5 çул тултарчĕ

Авăркас районĕнчи Нукасак ялĕнчи «Ăраскал» фольклор ушкăнĕ, 2016 çулта февраль уйăхĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн йĕркеленсе, пуçласа концерт кăтартрĕ. Пуçараканĕ те, ертÿçи те, арçын соло партине илсе пыраканĕ те Иван Степанов-Нукасак. Вăл вăтăр çул ытла чăваш культурине аталантарас ĕçре вăй хурать. Ансамблĕн ятне те хăех панă.

Ку енчен унăн ĕç опычĕ çителĕклĕ. Ĕпхÿре пурăннă чухне вăл «Нарспи» чăваш халăх фольклор ушкăнне хутшăнса, вĕсемпе пĕрле юрланă. Тата Ĕпхÿри «Элем» фольклор ушкăнне пуçаракансенчен пĕри (Ю.П. тата Л.П. Михайловсемпе пĕрле) пулса ятне те хăйех панă, унта солист партине илсе пынă. Çаксем çинчен эпĕ «Урал сасси» хаçатăн кăçалхи 4№ кăшт палăртнăччĕ.
- «Ăраскал» - «урă ăс-хакăл» сăмаха кĕскетсе калани пулать. Телей тенине пĕлтермест. Ăраскаллă (çирĕп чунлă) çын телейĕ пуласси паллах! - тет Иван Нукасак.
Эпĕ чĕлхеçĕ мар, анчах та çакăн пирки тепĕр енлĕ ăнлантарса пани те пур. М.И. Скворцовăн «Вырăсла-чăвашла словарĕнче» «Счастье - телей, ăраскал, пехĕт - семейное счастье - кил-йышри телей, ăраскал» тенĕ.
Халăхра ăраскаллă (пехетлĕ) çын çăкăр-тăварлă, пурлăх çителĕклĕ çын (çемье) теççĕ. Çак сăмахăн икĕ варианчĕ те пĕр-пĕринпе синонимлă пĕлтерĕшсем анчах пулĕ. Çапах этем ăраскаллă, телейлĕ пуласси хăйĕнчен çеç килмест, паллах. Вăл пурнăçри е тĕнчери лару-тăрупа, вăрçă-харçăпа, инкек-синкекпе, пăтăрмахпа, çут çанталăк пулăмĕсемпе те çыхăннă.
Концерт пуласси çинчен ялта малтанах чăвашла ĕнентерÿллĕ пĕлтерÿ илемлетсе çырса çакнă пулнă. Нукасакра çакăн евĕр юрă-ташă ушкăнĕ нихăçан та пулман пирки ял-йыш хаваспах Культура керменне пухăннă. Малтанлăха (пĕрремĕш курăну) сцена çинче шав чăваш юррисем çеç шăрантарнă. Концерт куракансене пурне те килĕшнĕ. Ватти-вĕтти тăвăллăн алă çупса йышăннă.
- Вырăсла юрăсене уявне кура Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин, Çĕнтерÿ, Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕсенче, Çĕнĕ çул уявĕнче юрлатпăр, - тет Иван Сафронович. - Ытти чухне чăвашсем концертсенче чăваш юррисемпе вырăс, тутар, пушкăрт юррисене хутăштарса юрлаççĕ. Ку киревсĕр хăтланни. Наци культурисен чикки уçăмлăн курăнса тăмалла, унсăрăн хутшăнса çухалса каяс хăрушлăх пур.
«Ăраскал» ушкăн хастарĕсем (вĕсем вун виççĕн) çамрăксем валли чăваш эстрада, ваттисене ĕлĕкхи юрăсем шăрантараççĕ.
«Çимĕк каçĕ» илемлĕ литературăпа юрăсен композицийĕ куракансене Çимĕк уявĕнче тĕлĕнтернĕччĕ. Унта 1950-1960 çулсенче юрланă вăйă, хăна, утă юррисем, сценкăсем кĕнĕ. Хăшĕ-пĕрисем Иван Нукасак сăвăçăн тăван кĕтес çинчен çырнă сăввисемпе килĕшÿллĕн пĕр ярăмра тĕвĕленнĕ «Мăнкун» ятлă пĕчĕк пьеса ĕлĕкхи йăла-йĕркесене аса илтернĕ.
Концерта шкул ачисем те чăваш юррисемпе кăмăллăн хутшăнаççĕ. Вĕсен йышĕнче - Софья Шибанова, Ксения Сергеева, Диана Дмитриева…
Иван Нукасакăн мăшăрĕ Надежда Михайловна Ĕпхÿри УМПО Культура керменĕнчи вырăс хорĕнче (ертÿçи - Любовь Богатырева) вăйă картин ертÿçи пулса çичĕ çул вăй хунă тĕслĕхпе усă курса тата «Чăваш тумĕ сĕм авалтан пуçласа паянхи куна çитиччен» кĕнекепе вĕрентсе пырса чăваш тумне хатĕрленĕ:
- чăваш хĕрарăмĕн авалхи улача пир (пестрое домотканное полотно) кĕпесем тата хушпусем;
- хальхи саманари сцена çинчи чăвашла тĕрĕсемпе илемлетнĕ шурă кĕпесем;
- çар тумĕ - Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин тата Çĕнтерÿ кунĕсенче тăхăнмалли тумтирсем.
Тĕрĕсене тĕрĕс тĕрлеме, сурпан сырма, масмака (пуçа илемлетсе çыхмалли лента) тĕрĕс çыхма вĕрентнĕ.
Каярах ансабль пайташĕсем хăйсемех кирлĕ тумтир хатĕрлеме вĕренсе çитнĕ. Уявне кура юрламалли юрăсене те хăйсемех суйласа илеççĕ.
- Виçĕ чĕрçиттипе пĕр сурпан туянма «Салават» КФХ ертÿçи Василий Иванович Федоров укçа уйăрса пачĕ. Çакăншăн ăна пысăк тавтапуç.
Ырă кăмăллă ялти ватăсем те арчара вăрах выртакан пир кĕписене, сурпанпа сурпан тутрисене тата пир-авăрĕсене пайтасăр (бескорыстно) парса пулăшрĕç. Вĕсен ячĕсене ансамбль кĕнекине кĕртрĕмĕр, малашне тăван ял историне уçса парĕç.
«Ăраскал» ушкăн кÿршĕ чăваш ялĕсенче Хурамалта, Пишкайăнра, Мăйлăпуканра, Треппелте, Тинĕскÿлте черетлĕ концертсем лартрĕ. Вĕсене вырăнти халăх хаваслă кĕтсе илчĕ.
Пушкăртстанри чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕн ертÿçи Федор Кузьмин йыхравĕпе «Улах каçне» хутшăнни тавракурăма анлăлатрĕ, - тет Иван Сафронович.
Ансабль район фестивалĕнче «Чи лайăх комсомол юрри» номинацинче пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Республика шайĕнчи «Уяв-2018» Юламанра ирттернĕ чăвашсен юрă фестивалĕнче «Ăраскал» пайташĕсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕç. Тĕрлĕ чăваш фольклор ушкăнĕсем юрласа утакан колоннăна курсан куракансем: «Чăвашсемшĕн хĕпĕртесе чун-чĕре мăнаçланса, çĕкленсе кайрĕ», - терĕç.
- Пирĕншĕн чи пĕлтерĕшлĕ çĕнтерÿ вăл - Раççей регионĕсем хушшинче «Салам-2020» чăваш юрă-ташă фестивалĕнче ПР Культура министерствин 2-мĕш степеньлĕ лауреат ятне тивĕçни, - савăнăçне пытармасть И.С. Степанов-Нукасак.
Шута илсен, ертÿçĕ каланă тăрăх, пилĕк çул хушшинче «Ăраскал» ушкăн 45 концерт кăтартнă, сахалах мар (çулталăкне тăхăршар концерт).
Иван Нукасакăн «Ăраскал» ушкăнпа малалла та ĕç-хĕлне тăсма кăмăлĕ пур, малашлăх планĕсем чылай. Тĕнчи çеç тĕрĕс-тĕкел тăтăрччĕ.
Вера ФОМИНА.
Авăркас районĕ,
Нукасак ялĕ.
Читайте нас: