Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
16 Майӑн 2023, 12:15

Районăн «ылтăн фондне» чысланă

Авăркас районĕнче вĕренÿ çулне уяв мероприятийĕпе вĕçлесси йăлана кĕнĕ пулăм. Кăçал та çак йĕркене пăсман. Çапла май уйăхĕн 11-мĕшĕнче вĕренÿре, пултарулăхра тата спортра çитĕнÿ тунă ачасен слечĕ «Çăлтăрлă олимп» («Зведный олимп») иртнĕ. Уява ирттермелли лапам Толбазă салинчи Культура çуртĕнче вырнаçнă.

Районăн «ылтăн фондне» чысланă
Районăн «ылтăн фондне» чысланă

Мероприяти тĕллевĕ вĕренекенсен çитĕнĕвĕшĕн савăнасси, чи пултаруллисен ячĕсене палăртасси пулса тăнă. Çак кунхине залра авăркассем чылайăн пухăннă. Çав шутра пултаруллă ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, тĕрлĕ олимпиадăсен, наукăпа практика конференцийĕсен, конкурссен çĕнтерÿçисене хатĕрлекен вĕрентекен-наставниксем, шкулсен директорĕсемпе вĕсен çумĕсем пулнă. Пултаруллă ачасене саламлама сумлă хăнасем те килсе çитнĕ: Авăркас район администрацийĕн пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре, сулахайри), районти вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Р.А. Гилязетдинов, «Аврора» Талантсене аталантармалли центрăн представителĕсем – хушма вĕрентÿ пайĕн ертÿçи, истори наукисен кандидачĕ И.З. Шаяхметова доцент тата профильлĕ сменăсен пайĕн ертÿçи В.А. Шарун.
Пултаруллă ачасене чысламалли чаплă церемоние шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен регионти тапхăрĕн призерĕсене тата вĕсен наставникĕсене, регионти тата регионсем хушшинчи олимпиадăсен, республика олимпиадисемпе конкурсĕсен, наукăпа практика конференцийĕсен тата спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене, Ю.А. Гагарин Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртса республика тапхăрĕнче çĕнтерÿçĕ тата призер ятсене тивĕçнĕ вĕренекенсене сума суса чĕннĕ. Пысăк çитĕнÿсем тунă ачасене тата вĕсене хатĕрлекен учитель-наставниксене район пуçлăхĕн премине илме тивĕçекен сертификатсене парса хавхалантарнă. Ыттисене вара Тав çырăвĕсемпе чысланă. Çапла уяв вăхăтĕнче темиçе теçетке ача сцена çине хăпарнă.
«Пĕчĕк тăван çĕршывăн пуласлăхĕ сирĕн аллăрта, эсир – районăн «ылтăн фончĕ» – тенĕ район ертÿçи Арслан Шагаретдинов ачасене чĕнсе каланă май.
Çавăн пекех сцена çинчен вĕренекенсен наставникĕсемпе вĕрентекенĕсен ячĕпе те салам сăмахĕсем каланă. Вĕсен професси ăсталăхĕпе юратăвĕ ачасене çĕнтерме пулăшнă-çке.
Чыса тата район пуçлăхĕн премине тивĕçнисен шутĕнче чăваш ачисем те пулнине палăртса хăварма уйрăмах кăмăллă. Сăмахран, Çĕньял шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Святослав Потапов (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре, варринче) республика шайĕнчи чăваш чĕлхипе литература олимпиадин призерĕ пулса тăнă. Ăна çак ăмăртăва тăван чĕлхе вĕрентекенĕ Николай Глухов хатĕрленĕ. Чăваш Хурамал ялĕнчи В.В. Николаев ячĕллĕ шкулта 9-мĕш класра ăс пухакан Анастасия Леонтьева та (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре) тăван чĕлхепе иртнĕ республика олимпиадинче палăрнă, призер ята тивĕçнĕ. Ăна чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Алексей Иванов наставник лайăх кăтартусем патне илсе çитернĕ.
Пултаруллă ачасене чыслассипе çыхăннă церемони пĕр сисĕнмесĕр иртнĕ. Анчах май уйăхĕн вĕçĕнче шкулсенче иртекен линейкăсенче тата нумай ача вĕренÿре, спортпа пултарулăхра çитĕнÿсем тунăшăн хăйсен наградисене илме тивĕçĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Авăркас районĕ.

Районăн «ылтăн фондне» чысланă
Районăн «ылтăн фондне» чысланă
Районăн «ылтăн фондне» чысланă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: