Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
2 Июлӗн , 10:20

Тинĕскÿл ялĕнчи Çар Мухтавĕн истори музейĕ – ял хутлăхĕнчи чи лайăх музей

Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнчи шкулта нумай çултанпа Çар Мухтавĕн истори музейĕ ĕçлет. 2023 çулта шкулта (директорĕ – Инга Александровна Кузьмина) тĕп юсав ĕçĕсем ирттерчĕç. Çавна май музей те çĕнелчĕ: çĕнĕ витринăсем, стендсем, паха истори материалĕсене упрамалли çÿлĕксем вырнаçтарчĕç.

Тинĕскÿл ялĕнчи Çар Мухтавĕн истори музейĕ –  ял хутлăхĕнчи чи лайăх музей
Тинĕскÿл ялĕнчи Çар Мухтавĕн истори музейĕ – ял хутлăхĕнчи чи лайăх музей

Музей Совет Союзĕн Геройне Григорий Семенович Васильева халалланă экспонатсемпе пуян. Вăл Воронеж облаçĕнчи Анат Турово ялне ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Ăна Воронеж облаçĕнчи Хохол ялĕ çывăхĕнчи тăванла вилтăприне пытарнă. Эпир унăн ятне чыслăн упратпăр. СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1943 çулхи апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнчи указĕпе килĕшÿллĕн Григорий Семенович Васильева вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Чăваш паттăрне асра тытса Алтай тăрăхĕнчи Бийск хулинчи, Воронеж облаçĕнчи Анат Турово ялĕнчи тата хăй çуралса ÿснĕ Тинĕскÿл ялĕнчи урамсемпе пионер дружинисене Григорий Васильев ятне панă, бюстсемпе палăксем вырнаçтарнă.
Çавăн пекех музейра Афган, Чечен вăрçисен участникĕсене халалланă экспозицисем те пур. Музей ертÿçи пулнă май Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă Алексей Родионович Михайловăн парттине уçма материалсем хатĕрлерĕм.
Шкул музейĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене халалланă экспозицисемпе паллашма пулать. Унсăр пуçне пирĕн шкул ачисем Ленинград облаçĕнчи «Вороново – 2023» экспедицие хутшăнса шырав ĕçĕсем ирттернĕ чух чавса кăларнă япаласем те упранаççĕ.
Музейра паха материал нумай пулнине шута илсе кăçал шкул музейĕсен «Çĕршыв паттăрĕсем» муниципаллă конкурсне хутшăнма шутларăм. Жюри членĕсем ĕçе пысăк хак парса республика тапхăрне яма йышăнчĕç. Нумаях пулмасть Атăлçи Федераллă округăн Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен ячĕсене ĕмĕрлĕхех асра хăварас тĕллевпе йĕркеленĕ «Çĕршыв паттăрĕсем» обществăлла проекчĕн «Чи лайăх музей» (музей экспозицийĕ) республикăри тапхăрне те пĕтĕмлетрĕç.
Проекта Пушкăртстанри 21 районтан 34 вĕрентÿ учрежденийĕн музейĕ хутшăнчĕ. Вĕсем «Хула округĕнчи, хулари чи лайăх музей (музей экспозицийĕ)» тата «Ял хутлăхĕнчи чи лайăх музей (музей экспозицийĕ) номинацисенче тупăшнă. Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл шкулĕнчи Çар Мухтавĕн Истори музейне халалланă материалсем «Ял хутлăхĕнчи чи лайăх музей (музей экспозицийĕ) номинацире парнеллĕ вырăн йышăнчĕ.
Людмила ПАВЛОВА, музей ертÿçи.
Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.

Тинĕскÿл ялĕнчи Çар Мухтавĕн истори музейĕ –  ял хутлăхĕнчи чи лайăх музей
Тинĕскÿл ялĕнчи Çар Мухтавĕн истори музейĕ –  ял хутлăхĕнчи чи лайăх музей
Тинĕскÿл ялĕнчи Çар Мухтавĕн истори музейĕ –  ял хутлăхĕнчи чи лайăх музей
Тинĕскÿл ялĕнчи Çар Мухтавĕн истори музейĕ –  ял хутлăхĕнчи чи лайăх музей
Тинĕскÿл ялĕнчи Çар Мухтавĕн истори музейĕ –  ял хутлăхĕнчи чи лайăх музей
Тинĕскÿл ялĕнчи Çар Мухтавĕн истори музейĕ – ял хутлăхĕнчи чи лайăх музей
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: