Нумай пулмасть пĕрлешÿ йĕркеленнĕренпе 35 çул çитнине шуратăлçăсем тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕç, пĕрле пухăнса уяв ирттерчĕç. Пĕтĕмлетÿсем тума кăтартăвĕсем те курăмлă. Иртнĕ çулсенче тĕрлĕ автор хайлавĕсен виçĕ пуххине пичете кăларма пултарчĕç. Унта калем ăстисен тата литература анинче пуçласа утăм тăвакансен произведенийĕсем кĕчĕç.
Шел пулин те, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн 33 пайташĕ пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕç. Вĕсем ялан пирĕн асра, эпир вĕсене манмастпăр. Йыш чакрĕ пулсан та вăхăт кустăрми вырăнта тăмасть, пурнăç малалла тăсăлать. Эпир йышпа тăрăшатпăр, пултаруллă чăваш çыравçисене хамăр йыша хутшăнма йыхравлатпăр.
Пелепей хулинче ултă çул ĕнтĕ Чăваш Республикин чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн филиалĕ ăнăçлă ĕçлет. Ăна çак йĕркесен авторĕ, Рудольф Павлов-Илькелри чăваш çыравçи, ертсе пырать. Асăннă уйрăма Пелепейпе Пишпÿлек, Миякипе Ермеккей, Давлекан районĕсен чăваш хастарĕсем кĕреççĕ. Ушкăнра – 17 халăх академикĕ. Вĕсем кашни хăй тăрăхĕнче вăй хураççĕ, чăваш культурипе йăли-йĕркисене сыхласа хăварас, литературине аталантарас тесе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ.
Çакна та палăртса хăварасшăн. Иртнĕ çулсенче филиал тăрăшнипе, сĕнÿсем пухнипе «Шуратăл» литпĕрлешÿ йышне тата тăхăр çыравçă хутшăнчĕ. Вĕсем Чăваш Республикин çыравçисен пĕрлĕхне çеç мар, Мускаври хайлавçăсен ушкăнне те кĕчĕç. Ку питĕ те савăнтарать. Чăвашла тата вырăсла çыракансем хăйсен кĕнекисене пичете кăларма, вулакан патне çитерме пултарчĕç. Кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларакансен шутне Вера Александровна Фомина, Геннадий Николаевич Данилов, Валентина Виталиевна Данилова (Çтерлĕ хули), Нина Алексеевна Федорова (Авăркас районĕ, Толбазă ялĕ), Александр Михайлович Егоров (Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ), Валентин Александрович Николаев (Ишимбай районĕ, Йĕкенпуç ялĕ), Марина Алексеевна Николаева (Пишпÿлек районĕ, Мелеспуç ялĕ) кĕреççĕ. Маларах Чăваш Енĕн Писательсен союзне Лидия Александровна Мавлютова (Пелепей районĕ, Усень-Иваново ялĕ), Александр Иванович Зимин (Октябрьский хули) кĕнĕччĕ.
Çапла майпа шуратăлçăсен йышĕ çыравçăсемпе хушăнса пырать. Тăрăшуллă та ĕçчен сăмах ăстисемпе мăнаçланатпăр, литература анинче çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр. Сиртен çĕнĕ кăларăмсем кĕтетпĕр.
Рудольф ИЛЬКЕЛРИ, çыравçă.