Урал сасси
+18 °С
Облачно
Çитĕнÿсем
3 Июля , 04:00

Чĕрĕ сăмахшăн – ятарлă диплом

Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç шкулĕнче 2-мĕш класра вĕренекен (3-мĕш класа куçнă) Данила Алексеев Шупашкар хулинче иртнĕ Константин Ивановăн хайлавĕсене илемлĕ вуламалли конкурсра жюри членĕсен «Çăлкуçран хавхалану патне» ятарлă дипломне тивĕçнĕ.

Чĕрĕ сăмахшăн – ятарлă дипломЧĕрĕ сăмахшăн – ятарлă диплом
Чĕрĕ сăмахшăн – ятарлă диплом

Мероприятие поэт çуралнăранпа 136 çул çитнине халалланă. Унăн тĕп тĕллевĕ чăвашсен илемлĕ сăмахне ачасемпе çамрăксем хушшинче сарасси, вĕсен пултарулăхне аталантарасси, çавăн пекех сцена вулавĕн йăли-йĕркине çĕнĕрен чĕртесси пулнă. Пултарулăх ăмăртăвне пуçарса яраканĕ тата йĕркелекенĕ – К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ.

– Конкурс çинчен пĕлсессĕнех ачасем унта хутшăнма хаваспах кăмăл турĕç. Вĕсенчен нумайăшĕ юратнă поэтăн хайлавĕсенчи сыпăксене пăхмасăр пĕлеççĕ. Григорий Андреев, Данила Алексеев, Виолетта Павлова, Валерия Иванова илемлĕ вуланисене видео ÿкерсе конкурса ярса патăмăр. Жюри членĕсем Данила ĕçне пысăка хурса хак панине, ăна ятарлă дипломпа чысланине пĕлсен эпир тĕлĕнтĕмĕр, савăнтăмăр. Шел пулин те, чыслава каяймарăмăр, – терĕ ачасен вĕрентекенĕ, Слакпуç шкулĕнче пуçламăш классен учителĕ пулса ĕçлекен Вера Григорьева.

Вера Иосифовна – хĕрĕх çула яхăн стажлă опытлă педагог. Вăл ачасене пултарулăха мĕн пĕчĕкрен юратма вĕрентет: нумай çул хушши театр кружокне ертсе пырать. Çакă пĕлÿпе хăнăхусем илме çеç мар, ачасене хăйсене кăтартма, хавхалантарма пулăшать. Вăл ертсе пынипе çамрăк актерсем хăйсен пултарулăхне аталантараççĕ, командăпа ĕçлеме тата йывăрлăхсене çĕнтерме вĕренеççĕ. Учитель профессионализмне пула ачасем хаваспах сцена ăсталăхне алла илеççĕ, муниципалитет тата республика шайĕнчи тĕрлĕ концертсене хутшăнаççĕ, пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Çакна дипломсемпе сертификатсем çирĕплетеççĕ.

Мероприяти кураторĕ, журналист, поэтесса тата драматург Марина Карягина Вера Иосифовнăпа телефонпа çыхăнса ачасене тăван чĕлхепе литературăна тата чăваш халăхĕн культурине юратма вĕрентнĕшĕн тав тунă.

Дипломсемпе парнесене Слакпуç ялне Шупашкар хулинче пурăнакан ентешĕ Галина Васильева çитернĕ.

Сакăр çулхи Данила хăйĕн пултарулăхне хак панăшăн чунтан савăннă. Вăл чăваш драма театрĕн нумай парнине тивĕçнĕ, темĕн чухлĕ ырă кăмăл-туйăм туяннă. Парнесем хушшинче çуллахи каникул вăхăтĕнче кирек мĕнле спектакле кайма икĕ билет пур. Ку вара çул çÿреме, кăмăллă канма питĕ лайăх сăлтав.

Светлана ФИЛИППОВА.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.

Чĕрĕ сăмахшăн – ятарлă диплом
Чĕрĕ сăмахшăн – ятарлă диплом
Чĕрĕ сăмахшăн – ятарлă диплом
Чĕрĕ сăмахшăн – ятарлă диплом
Чĕрĕ сăмахшăн – ятарлă диплом
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас