Пур хыпар та
Çитес уяв умĕн
25 Декабрӗн 2019, 12:44

Шурă Йĕке хÿре - юратупа тимлĕх палли

Умра çĕнĕ 2020 çул. Этемлĕх тепĕр истори тапхăрне утăм тума хатĕрленет. Хĕвелтухăç календарĕ тăрăх‚ Çĕр сыснине Шурă металл Йĕке хӳре улăштарĕ.

Ытти çулсенчи пекех пире малашлăхпа çыхăннă ыйтусем пăшăрхантараççĕ. 2020 çул мĕнле пулĕ тата Шурă Йĕке хÿре пире мĕн парнелĕ?
2020 çулхи Шурă металл Йĕке хÿре
Йĕке хÿре – китай гороскопĕнчи пĕрремĕш чĕр чун. Ăна питĕ хисеплеççĕ. Çулталăк тотемĕ ăс-хакăлпа тата сисĕм-туйăмпа уйрăлса тăрать. Йĕке хÿре – тактик тата стратег‚ çавăнпа вăрттăн та чее чĕр чун пурнăç йывăрлăхĕсене ăнăçлă татса пама пултарать.
Кăçалхи çулăн палли - металл. Шурă металл Йĕке хÿрепе тĕл пулмалли килĕшÿллĕ тĕс - шурă. Металл – çирĕп материал. Вăл çирĕплĕхе‚ кĕрешÿпе вăя‚ хастарлăхпа хăюлăха пĕлтерет. Çакăн йышши Йĕке хÿре аркатайми çирĕп кăмăлпа тĕрĕслĕхшĕн кĕрешет.
Шурă тĕс вара тасалăхпа ăслăлăха‚ тĕрĕслĕхе‚ ырă шухăшпа пахалăха палăртать.
Çулталăк символĕ тĕллевсене тĕрĕс çулпа пырса пурнăçлакан‚ тавралăха сыхлакан тата çынсене хисеплекен çынна çеç пулăшса пырĕ. Ыттисемшĕн вăл ăнăçусăр тата пăшăрхануллă кунсем илсе килĕ.
2020 çул епле пулĕ?
Китай гороскопĕ шантарнă тăрăх‚ Йĕке хÿре çулĕпе металл стихийĕн килĕшĕвĕ тĕллев лартнă тата курнăçлă çынсене ăнăçу парнелĕ. Пуяс тата обществăра çÿллĕ вырăн йышăнас текенсене Йĕке хÿре пулăшĕ. Анчах палăртнă тĕллевсене пурнăçлас тесен çын ĕçе пĕтĕмпех парăнмалла.
Йĕке хÿресем - лайăх ăс-тăнлă чĕр чунсем. Вĕсем пĕчĕк пулăмсене асра тытма‚ кирлĕ вăхăтра ăс-тăнри паха информаципе усă курма пултараççĕ. Вĕсен хастарлăхĕ тапса тăрать. Çавăнпа пĕр харăс темиçе ĕç тума пултараççĕ. Ыттисенчен те çавнах кĕтеççĕ.
Çулталăк хуçине хирĕç пыма тата çĕнĕлле ÿкĕте кĕртме май çук. Йĕке хÿре харпăр хăй шухăшĕсене çирĕп хÿтĕлет. Хăш чухне эгоизм тени те палăрать. Çавăнпа çĕнĕ çулта çак уйрăмлăхпа кĕрешмелле, унтан хăтăлма тăрăшмалла.
Йĕке хÿре – юратупа тимлĕх символĕ. 2020 çулта хăвăра савакан çынсемпе çеç хутшăнăва кĕмелле. Унсăр пуçне юрату символĕ çынсем пĕр-пĕринчен пĕр-пĕр япалана пытарнине юратмасть. Хутшăнура тÿрĕлĕх малта пулмалла. Çавăн чух çеç телейлĕ те вăрах юрату пулĕ. Çав вăхăтрах çулталăк палли‚ металл‚ таврари çынсен кăмăлĕсем сивĕ пулнине, ыттисемпе хутшăнма васкаманнине уçса парать. Çавăнпа та çынпа паллашасси вăраха тăсăлĕ.
Сывлăх енчен илсен‚ 2020 çул пурне те савăнтарĕ. Экспертсем хастар тата спортпа туслă пулма‚ комфорт зонинчен тухма сĕнеççĕ. Çаксене пурнăçласан кăмăл çĕкленĕ‚ сывлăх лайăхланĕ.
Çĕнĕ 2020 çула епле кĕтсе илмелле?
Йĕке хÿре пур пурлăха хăйĕн йăвине сĕтĕрет пулсан та‚ вăл прагматик. Çуртра ытлашши япаласемпе ăпăр-тапăр пуррине ырламасть. Çавăнпа Çĕнĕ çула кĕтсе илес умĕн хваттере тасатса тухмалла. Уяв умĕн мĕнпур çуп-çапран хăтăлмалла‚ кантăксене çумалла. Вĕсенчен пÿрт ăшне çутă кĕрет.
Шăшисем хăтлă «йăвасем» юратнине шута илсе Çĕнĕ çул уявне килте‚ çемьепе ирттерсен аван пулать. Тепĕр енчен‚ Йĕке хÿре – кĕтӳпе çÿреме юратакан чĕр чун. Кичеме юратмасть. Çавăнпа Çĕнĕ 2020 çула шавлă ушкăнпа кĕтсе илсен те вырăнлă пулĕ.
2020 çулăн хуçи сăрă‚ шурă тата хура тĕссем кăмăллани паллă. Кил таврашне илемлетнĕ тата хăвăра валли тум хатĕрленĕ чух çак палитрăна шута илмелле. Шухăшласа кăларнă стиле тата сăпайлă тума йăлтăркка аксессуарсем хушмалла. Сăмахран‚ металл подвескăсемпе илемлĕ хăлха çаккисем‚ çутă брошкăсем Йĕке хÿре кăмăлне кайĕç. Енчен те‚ илемлĕхе юрататăр пулсан‚ чакăр мар‚ лăплантаракан тĕслĕ тум тăхăнмалла. Интерьера илемлетнĕ чухне те куçа шартарман тĕссене шута илмелле. Унсăр пуçне экоматериалтан тунă япаласене декор валли усă курсан та лайăх пулать. Вĕсемпе усă курни çут çанталăка хисепленине пĕлтерет. Çакна пĕчĕк тискер чĕр чун ырласа йышăнĕ.
Сĕтел уявне хатĕрленĕ вăхăтра çулталăк хуçин хăйне евĕрлĕ хушăвĕсене пăхăнмалла. Кăшлавçăсем - пур апата та çиекен‚ лайăх аппетитлă чĕр чунсем. Вĕсем мĕн те пулин кăшлама юратаççĕ. Çавăнпа уяв сĕтелĕ пуян пулмалла. Çĕнĕ çул хуçине кÿрентермессе экзотика апачĕ пачах та пулмалла мар. Уяв сĕтелли çине ансат та тутлăхлă апат лартмалла. Сумлă вырăнта сыр (йĕке хÿресен атрибучĕ) пулмалла. Тĕп атрибут Çĕнĕ çулăн хуçине сирĕн енне çавăрма пулăшĕ.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.