Пур хыпар та
Çитес уяв умĕн
24 Ноябрӗн 2021, 10:31

Анне тесе ача çуратнă хĕрарăма çеç мар, пăхса ÿстерекене те калаççĕ

Çут тĕнчере ача çуралсанах унпа юнашар пулакан çын пур, ăна «анне» тесе чĕнеççĕ. Вăл пире хăрушлăхсенчен, усал-тĕселтен, чир-чĕртен сыхлать, ыррине усаллинчен уйăрма, калаçма, утма тата ытти нумай япалана тума вĕрентет.

Анне тесе ача çуратнă хĕрарăма çеç мар, пăхса ÿстерекене те калаççĕ

Анне - тĕнчери чи çывăх та юратнă çын. Вăл юратнă пек пире никам та юратас çук. Хаклă çыннăмăр яланах ăнланма тăрăшать, йывăр чухне пулăшать, йăпатать, хăй пуррипе вăй парса тăрать. Кашни хĕрарăм пурнăçра хăйĕн тĕп тивĕçне – ача çуратса ÿстерессине пурнăçлама тăрăшать. Анчах та пурнăçра тĕрли пулать çав. Пĕрисемшĕн ачаллă пуласси çăмăл пулăм, теприсемшĕн ача çуратасси пурнăçри чи ĕмĕтленнĕ ĕмĕт пулса тухать. Мăшăрăн сывлăх енчен е ытти сăлтава пула кăткăслăхсем сиксе тухсан мĕн тумалла вара? Пĕрисем ун пек чух алă сулаççĕ те «хамăршăн пурăнăпăр-ха» теççĕ, теприсем вара урăхла майсем шыраççĕ.
Паянхи статьяри Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнче пурăнакан Федоровсем «пĕрисем» ушкăнне кĕмеççĕ. Вĕсем нихăçан та хăйсемшĕн çеç пурăнма шутламан.
Федорпа Светлана 1984 çулхи декабрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче мăшăрланнă. Вĕсем иккĕшĕ те Янăшма ялĕнче çуралса ÿснĕ, ялти шкулта вĕреннĕ. Федор Пелепейри медицина училищине хĕрлĕ дипломпа пĕтерсе фельдшер специальноçне алла илнĕ, Светлана Пишпÿлекре сутуçăна вĕренсе тухнă. Пĕрлешнĕ чух Федор васкавлă пулăшу службинче фельдшер, Светлана ялти лавккара сутуçă пулса тăрăшнă. Çамрăксем Федорăн ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнма пуçланă. Çирĕп хуçалăх тытнă, хурт-хăмăр ĕрчетнĕ. Çулсем иртнĕ май ача пулманни, паллах, çамрăксене канăç паман. Хăйсене «вăхăт çитмен пулĕ» тесе лăплантарса та пăхнă, анчах та ачасăр пурăнса ирттерес шухăшпа иккĕшĕ те килĕшмен. Пĕр шухăшлă пулса Федоровсем ача усрава илме шутланă, Федор кирлĕ хутсем пуçтарма тытăннă.

Пĕр шăмат кун телефонпа: «Ача çуратмалли çуртра сире валли ача пур, килсе курăр», – тенине Федор Петрович паянхи кун пек астăвать.
– Ачана курма Светлана мăшăрăмпа иксĕмĕр кайрăмăр. Хĕр ача пирĕн иккенне пĕрре пăхсах ăнлантăмăр, – аса илет çемье пуçĕ.
Çапла майпа 39 çулти Светлана пуçласа анне пулса тăнă. Çуралнăранпа 10 кун çеç иртнĕ хĕр ачана Алина ят панă. Сăмах май каласан, Светлана маларах та шăллĕн хĕрне Виолеттăна пăхма пулăшнă. Пăхса ÿстернĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Алина икĕ çул тултарсан Федоровсем пĕр ача сахал тесе теприне илме шутланă. Çавăн пек çемьене асли пулса 3,5 çулти сарă çÿçлĕ, сăрă куçлă Даниил хушăннă. Федорпа Светлана тулли пурнăçпа, кулленхи ĕçсемпе йăпанса, ывăлпа хĕре ÿстерессипе çыхăннă ыйтусене татса парса пурăнма пуçланă. Пурăна киле ялăн социаллă аталанăвĕ программăпа усă курса Федоровсем субсиди илнĕ, çĕнĕ çурт хăпартнă. Çав вăхăтра вĕсен ырă тĕслĕхĕпе хавхаланса ялти икĕ çемье хĕр ачасене усрава илнине те каласа хăварас килет. Даниилпа Алина çитĕннĕ май Федор Петровичпа Светлана Геннадиевна тата тепĕр ача илме шутланă. Çемьере хура çÿçлĕ, хăмăр куçлă 6 çулхи Кристина хăйĕн телейне тупнă.
– Даниил ывăл Ермеккейĕнче механизаципе электрификаци колледжне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн «Северная Нива» ял хуçалăх комплексĕнче 4 уйăх ĕçлерĕ. Унтан Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлама çара илсе кайрĕç. Часах декабрь уйăхĕнче киле таврăнмалла, ывăла чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Алина Туймазă хулинчи юридици колледжĕнче 4 курсра вĕренет. Кристина шкулта 6-мĕш класра пĕлÿ илет. Вăл – пирĕн шанчăклă пулăшакан. Ĕне сума та, чуста çăрма та пĕлет. Выльăх-чĕрлĕхе питĕ юратать, пăхать, никама та вĕсем çине алă çĕклеме ирĕк памасть, – каласа парать ачисем çинчен Светлана Геннадиевна.
– Пирĕн пирки ялти усал чĕлхесем тĕрлине каланă пулсан та нихăçан та ачасене укçа-тенкĕшĕн усрава илмен. Вĕсене эпĕ хамăн хушамата, хам ята (отчество) панă. Пĕтĕм тăрăшни те, çитĕнÿсем туни те пурте вĕсемшĕн. Ачасене хамăр тĕслĕхпе ĕçе вĕрентетпĕр, пĕр-пĕрне пулăшма, туслă пулма хăнăхтаратпăр. Вĕсем пуррипе эпир телейлĕ, – çирĕплетсе калать ачасен ашшĕ.
Ачасене ÿстернĕ чух йывăрлăхсемсĕр пулмасть паллах. Ун пирки Светлана Геннадиевна çапла калать:
– Йывăрлăхĕсем пулнă та, пулĕç те, анчах нихăçан та ачасене усрава илнишĕн ÿкĕнмен, каялла кайса парас шухăш пулман. Хам çуратнă пулсан та вĕсене çапла юратнă пулмăттăм тесе шутлатăп. Пирĕншĕн вĕсем чи лайăххисем, чи çывăххисем, чи юратнисем. Ачасем ÿссен ырă çынсем пуласса шанатпăр.
Федоровсен ачисем ашшĕпе амăшĕ тăван мар иккенне пĕлеççĕ. Ялта çынсем сăмах çÿретнипе Федорпа Светланăн ачисене çемьене мĕнле майпа лекнине каласа пама тÿр килнĕ. Анчах та çак пулăм вĕсен хутшăнăвне ниепле те сиен кÿме пултарайман. Çакă çемье çирĕп пулнине, ачасем юратура ÿснине çеç çирĕплетет. Асăннă ачасем çемьене тĕрлĕ майпа лекнĕ: амăшĕсем хăйсен тивĕçне пурнăçлайман пирки, ачана çуралсанах çуратмалли çуртра пăрахса хăварнипе. Тен, Турă вĕсемшĕн лайăхрах шăпа шыранă пуль. Ахальтен мар çак хăналăх пурнăçра анне тесе ача çуратнă хĕрарăма çеç мар, пăхса ÿстерекене те калаççĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Ермеккей районĕ, Янăшма ялĕ.
Сăн ÿкерчĕк çемье архивĕнчен.

Автор:Инга Алексеева