Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
17 Апрелӗн 2019, 16:54

Çĕнĕлĕх тавлашу çуратать

Çак кунсенче Пелепей район администрацийĕн пуçлăхĕ Азат Сахабиевпа унăн çумĕ Владимир Усаков, район администрацийĕн информаципе аналитика уйрăмĕн пуçлăхĕ Зульфия Хайдарова, районти тĕп эколог Мария Федорова тата ыт.те Слакпуç ялĕнче пулчĕç.

Кунта вĕсем асăннă ял тăрăхне кĕрекен Краснояр ял çыннисем ыйтнипе килнĕ. Вырăнти халăха канăç паман тĕп ыйту «Пушкăрт аш-какай компанийĕ» ООО (учредителĕ Авг Агро Глобал ЛТД компани) Шаровка ял Канаш çĕрĕ çинче сысна ĕрчетмелли пысăк комплекс тăвассипе çыхăннă. Ферма лартма палăртнă вырăнтан аякра та мар Краснояр ял çыннисем усă куракан çăлкуçсем вăй илеççĕ. Халăх пысăк ял хуçалăх предприятийĕ экологие сиен кÿресрен, ферма каяшĕ çынсем шыв ăсакан çăлкуçсене лекесрен пăшăрханать. Пăшăрханма сăлтавĕ те çителĕклĕ. Социаллă сетьсенче мегафермăсен тÿнтер енĕсем çинчен калакан тĕслĕхсем нумай. Унсăр пуçне красноярсем Благовар районĕнчи сысна комплексĕ епле инкексем илсе килни пирки çын урлă çеç мар пĕлеççĕ. Çавна пулах Давлекан районĕнчи Ивангород çыннисемпе те тачă çыхăну тытаççĕ. Ивангородра пурăнакансем кÿршĕллĕ Благовар районĕнче пысăк предприяти уçăласса малтан хаваспах йышăннă, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулаççĕ-çке. Часах савăнăç пăшăрханупа улшăннă. Вăйлă çумăрсем хыççăн ферма çывăхĕнчи дамба татăлса кайнине пула сысна комплексĕн каяшĕсем вырăнти пĕвене лекнĕ. Халĕ унта шыва та кĕрсе пулмасть, пулăсем те вилсе пĕтнĕ. Çынсен пуссисенчи шыв та ĕçме юрăхсăр. Халăх инçетрен илсе килекен шывпа усă курать иккен. Кăшт вăхăт иртсен «Пушкăрт аш-какай компанийĕ» Ивангород ял çĕрĕ çине 260 000 пуç сысна ĕрчетмелĕх комплекс лартасси пирки пĕлтернĕ. Нăрăх-нăрăхсем вара выçă пурăнмаççĕ: кашни кун çиеççĕ (мĕн çитерсе усраççĕ-ха тата вĕсене, тен, химипе апатлантараççĕ - авт.), каяшĕсем те сахал мар. Вырăнти халăх хирĕç пулнă.
Çак ыйтусемех Краснояр çыннисене те канăç памаççĕ. Вĕсем хăйсемпе юнашарах пысăк комплекс туса лартассине илтсен пăшăрханма пуçланă. Сысна каяшĕ айне пуласран, экологи лару-тăрăвĕ пăсăласран хăранипе район администрацийĕн пуçлăхĕнчен Азат Сахабиевран лару-тăрăва уçăмлатма ыйтса çыру çырнă. Халăх темиçе тонна тислĕке ăçта вырнаçтарма пулать тесе пăшăрханать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ вĕсен хумханăвĕсем ахалех пулнине, фермăна экологи технологине пăхăнса лартнине, инвесторсем çут çанталăка сиен кÿмессе шантарсах каланине пĕлтерчĕ.
- Çак проекта ял çыннисене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерес, сирĕн мăшăрăрсем ĕç шыраса инçе çĕре тухса ан кайччăр, çемьесем ан саланччăр тесе йышăнатпăр. Унсăр пуçне предприятийĕн тупăшĕ яла аталанма, тирпей-илем кĕртме май парĕç, - терĕ район пуçлăхĕ.
Кăшт маларах инвесторсем Шаровка ялне килсе халăха пулас ял хуçалăх предприятийĕн проекчĕпе паллаштарнă. Краснояр ялĕнче пурăнакансене унта чĕнмен, ферма вĕсен çумĕнчех пулассине те шута илмен. Проект тăрăх, комплекс нимĕнле хăрушлăх та кăларса тăратмалла мар имĕш.
«Слак» ООО ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи Сергей Афанасьев çакăн пек комплекссенчен пĕринче хăй пулса курнă.
- Кун евĕр фермăсем, паллах, пирĕн пек çеç ĕçлемеççĕ. Вĕсемшĕн нумай продукци тата пысăк тупăш туса илесси тĕп вырăнта. Фермăна санитари тата экологи нормисене пăхăнса лартсан хăрушлăх çук пек ĕнтĕ, анчах ун пек фермăсене вырнаçтарма пысăк территори кирлĕ. Акă эпĕ кайса курнинче шлагбаумран пуçласа комплекс патне çитиччен 2,5 çухрăм. Пирĕн вара ун чухлĕ вырăн çук. Ку – нормăпа килĕшÿллĕ мар. Тĕслĕхрен, 100 пин пуç сысна ĕрчетекен ферма каяшĕсене экологие сиен кÿмесĕр вырнаçтарас тесен 2800 гектар çĕр кирлĕ. Паллах, рельеф пирки те манас пулмасть. Тата çакна калас килет: нумай ют çĕршывра мегафермăсем тумаççĕ. Ман шутпа, пулас фермăна кăшт айккинерех лартсан тĕрĕсрех пулмалла, - пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Сергей Владимирович.
Пелепей районĕн тĕп экологĕ Мария Федорова комплекса самана ыйтакан технологипе килĕшÿллĕн лартассине, вăл çынсене сиен кÿмессине пĕлтерчĕ пулсан та халăх унăн сăмахĕсене шансах пĕтмерĕ. Çапла ĕнтĕ. Кирек мĕнле ĕçе те çиччĕ виçмесĕр пуçласа пулмасть.
ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ пулма кандидата тăратнă Пелепей хулинчи Вальмир Давлетшинпа Красноярти Василий Григорьев «Пушкăрт аш-какай компанийĕ» çинчен кĕскен справка пачĕç.
Хăйсен чун ыратăвĕсене Краснояр ял хастарĕ Татьяна Ефремова, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Елена Данилова, 1994-1996 çулсенче ялта зоотехник пулса ĕçленĕ Алексей Фомин пĕлтерчĕç. Вĕсем виççĕшĕ те мегаферма вырăнне вырăнти фермер хуçалăхĕсене, хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçе, туризма аталантарма сĕнчĕç. Урăхла май çуках пулсан, ферма лартмалли вырăна кăшт айккинерех куçарма ыйтрĕç. Икĕ пĕчĕк хĕр ача амăшĕ Татьяна Ефремова çут çанталăк илемне ытараймасăр хула пурнăçне (маларах Ĕпхÿ хулинче пурăннă) ялтипе пĕр иккĕленмесĕр ылмаштарнă. Ачисемшĕн кунти сывлăш усăллă та сиплĕ пулĕ тесе шутланă. Халĕ вара сиплĕ сывлăшпа киленсе пулĕ-ши? Çакă иккĕленÿллĕ.
- Мĕнле чăваш пĕлмест-ши К.В.Ивановпа Я. Г. Ухсай çуралса ÿснĕ ешĕл вăрмансемлĕ те шăнкăр-шăнкăр çăлкуçсемлĕ, хамăрăн мăн асаттесене аса илтерекен мăнаçлă сăрт-тусемлĕ Слакпуç ялне. Чăваш Мекки шутланакан Слакпуç, унпа юнашар вырнаçнă Силпи, Краснояр, Канаш чăваш ялĕсен илемĕпе мĕн чухлĕ çул çÿревçĕ киленмест пулĕ? Мĕн кăтартăпăр эпир вĕсене малашне? Тĕрлĕ каяш айне пулнă çунса пĕтнĕ хура çĕре-и? - тет чĕринче капланса тулнине тытса чараймасăр Елена Данилова. - Хуçалăхсем саланнă вăхăтра вырăнти халăх ĕç шыраса хуласене кайма тытăннăччĕ. Юлашки çулсенче кунти вырăнсем экологи енчен таса та сывлăхшăн усăллă пулнине ăнланса илнисем каялла таврăнаççĕ. Сăмахран, шкул та, ача сачĕ те çук Краснояр ялĕнче пĕр пушă çурт та шыраса тупаймăн. Кунти сиплĕ те сивĕ çăл шывĕсем мĕне тăраççĕ. Çырмара паха йышши кĕркке пулă таранах пур. Халăх ĕç пулмасан та пурăнма майне тупать. Хăшĕ-пĕри тыр-пул, пахча çимĕç ÿстерет, кам-тĕр выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет, теприсем хурт-хăмăр тытаççĕ. Эпĕ хам та пилĕк-ултă пуç таранах ĕне усратăп. Ĕçлеме хăнăхнă та. Кунти çăкасемлĕ вăрмансем шăпах хурт-хăмăр ĕрчетсе сиплĕ пыл туса илме меллĕ, - сăмахне малалла тăсать педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Хăй вăхăтĕнче зоотехник пулса ĕçленĕ Алексей Фомин фермăсем çут çанталăка епле сиен кÿнине питĕ лайăх пĕлет. Тем тесен те пулас ферма чăн малтан айлăмра вырнаçнă Краснояр ялне хăрушлăх кăларса тăратать-çке. Мĕн те пулсан килсе тухсан пĕтĕм хура-марĕ вĕсен патне юхса анĕ. Ун чухне пур пек халăх та урăх вырăнсене тухса тарса пĕтĕ.
Залра пуçтарăннă халăх вĕсен сăмахĕсене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ. Никамăн та çут çанталăк пуянлăхĕпе унăн илемне, таса сывлăша тата çирĕп сывлăхлă çитĕнекен çамрăк ăрăва укçалла улăштарас кăмăл пулмарĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ял халăхне лайăхрах шутласа пăхма, вĕсен ыйтăвĕсене шута илме шантарчĕ.
Çывăх вăхăтра района инвесторсем хăйсем килсе каймалла. Пуçланă калаçу темине, паллах, кунта та хускатĕç. Тĕлпулу мĕнпе вĕçленнине эпир те хаçат вулаканĕсене пĕлтерме тăрăшăпăр.
Надежда РОДИОНОВА.
Пелепей районĕ.
Читайте нас: