Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
7 Августӑн 2019, 14:54

Елена Ухсай: «Атте вилнĕ пулсан та Кĕсле ту çинче хуралта тăрать»

#национальныепроекты#нацпроекты#нацпроектыБашкортостанÇак кунсенче Пушкăртстана Яков Ухсайăн кĕçĕн хĕрĕ, Елена, васкавлăн килсе çитрĕ. Елена Яковлевна (1951 ç. çуралнă) Мускавра пурăнать. Вăл Мускав патшалăх университетĕнчи истори факультетĕнче вĕреннĕ. Чылай вăхăт «Илемлĕ литература» издательствăра редактор пулса ĕçленĕ. Халĕ те тĕрлĕ издательствăпа çыхăну тытать, паянхи кун Яков Ухсай çырнă хайлавсен пуххин (VI томĕ тухнă) VII томне кун çути кăтартма хатĕрленет.

#национальныепроекты
#нацпроекты
#нацпроектыБашкортостан
- Елена Яковлевна, мĕн хистерĕ-ха сире васкавлăн инçе çула тухма?
- Слакпуç тăрăхĕнче, Силпи улăхĕнче, РФ çут çанталăк ресурсĕсемпе усă курасси законодательство хушнине пăхăнмасăр (кирлĕ пек экспертиза ирттермесĕр) виçĕ тăваткал çухрăм лаптăк йышăнакан сысна ĕрчетмелли комплекс хăпартма хатĕрленни. Силпи çинчен Константин Ивановпа Яков Ухсай хăйсен произведенийĕсенче пĕрре мар асăннă. Çак сăваплă вырăна вара сысна каяшĕ айне путарасшăн.
- Силпи ялĕ сирĕншĕн мĕн вăл?
- Слакпуç ялне кашнинчех савăнса килсе çÿретĕп. Атте çуралса ÿснĕ, халĕ ĕнтĕ ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă вырăнсем мана вăй-хăват парса тăраççĕ. «Силпи» сăмах кашни чăвашшăн хаклă. Силпи çĕрĕ, Силпи улăхĕсем – литература чĕлхинче çирĕпленнĕ сăмах майлашăвĕсем. Сысна комплексĕ тата историпе культура ăнлавсем пĕр-пĕринпе ниепле те килĕшсе тăмаççĕ. Силпи – çак тăрăхра юхса выртакан пысăках мар юхан шыв, маларах кунта ялĕ те пулнă. Тăп-тăрă шывра кÿтеме, кĕркке пулăсем те пур. Ту çийĕнче Хĕрлĕ кĕнекене кĕнĕ сиплĕ курăксем ÿсеççĕ. К.В. Иванов Силпи илемне 17 çулта чухнех хăйĕн вилĕмсĕр «Нарспи» поэминче тĕлĕнмелле сăнарласа чăваш литература классикин тата литература чĕлхин никĕсне хывнă. Ухсай Яккăвĕ «Радуга над Сильбийским лугом» произведение çырса Чăваш АССРĕн К.В. Иванов ячĕллĕ патшалăх премине тивĕçнĕ.
- Сирĕн аçăр, Яков Ухсай хăй сывă чухне çут çанталăка упрассишĕн нумай тăрăшнă. Силпи çывăхĕнче ферма тăвассине епле йышăннă пулĕччĕ-ши вăл?
- Атте çут çанталăка типтерлĕн упрасси пирки сахал мар çырнă. Çак тĕлĕнмелле вырăнсене заповедника çавăрассишĕн тăрăшнă, çĕрĕн пулăхлă сийне, Пелепей тÿпемĕнчи вăрмансене, уйрăмах юманпа шĕшке, упрас ыйтăва çĕкленĕ. Унăн çырăвĕсем тăрăх тĕрлĕ постановленисем йышăннă, анчах та XXI ĕмĕрти аслă пĕлÿллĕ ăру çăлкуçсем тапакан вырăнта сысна комплексĕ хăпартасси пирки (строителĕ – Пĕтĕм тĕнчери «Таврос» корпораци шутне кĕрекен «Пушкăртстан аш-какай компани» предприяти, - авт.) шутлама та пултарайман пулĕ. Атте хăй пурнăçĕнче çак вырăнсене выльăх-чĕрлĕх комплексĕ тăвассинчен хăтарса хăварма пĕрре мар пултарнă. Вăл хăйне мĕншĕн Кĕсле ту çине пытарма хушса хăварнине халĕ лайăх ăнланатăп. Ман шутпа, атте вилнĕ пулсан та Кĕсле ту çинче хуралта тăрать.
- Ферма комплексĕ çут çанталăка пысăк хăрушлăх патне илсе пырасси пирки сахал мар тавлашу çуратрĕ.
- Паллах. Шыв – пурнăç пуçламăшĕ. Халăха тăрă та сиплĕ шывпа тивĕçтересси - патшалăхăн тĕп тĕллевĕ. Шаровкăпа Краснояр хушшинче сысна комплексĕ туса лартни çынсен сывлăхне калама çук пысăк сиен кÿрĕ. Экологи законодательстви тăрăх выльăх-чĕрлĕх комплексне айлăмра, пăрахăçа тухнă вырăнта, юхан шывсем, кÿлĕсемпе пĕвесем çук пулсан çеç, лартма юрать. Пулас комплекс вырăнĕнче вара тăватă юхан шыв (Силпи, Слак, Усень, Утейка) вăй илеççĕ. Асăннă тăрăхри чи паллă вырăн – Нарспи çăлкуçĕ – кунтан çухрăм çурăра çеç вырнаçнă. Çаплах кунта пилĕк çăлкуç вăй илет. Вĕсем пурте Шур Атăла юхса кĕреççĕ. Сысна комплексне хăпартнă хушăра фермăри пур каяш та тăпрана лексе çĕр айĕнчи шывсене варалĕ, унти начар шăршă вара таврана сарăлĕ.
- Ĕç вырăнĕсем пулни халăхшăн лайăх пек те?
- Чăвашсем ĕç вырăнĕсемпе темиçе миллионлă инвестицисене хирĕç мар. Анчах ферма лартма пăрахăçа тухнă урăх вырăнсем те çук мар-тăр. Кунта вара кану бази йĕркелеме пулать. Слакпуç тата Краснояр ял çыннисем строительствăна хирĕç. Тасалăхшăн кĕрешекен юхăм хастарĕсем Краснояр çывăхĕнче палаткăллă лагерь йĕркеленĕ. Вĕсем строительство ĕçĕсене пуçласа ярасран хураллаççĕ.
- Администраци çак пулăма мĕнле ăнлантарса парать?
- Эпĕ Пелепей район администрацийĕн пуçлăхĕпе Наиль Гумеровпа, район Канаш секретарĕпе Артур Садыковпа тĕл пулса калаçрăм. Кăшт маларах унта Совет Союзĕн Геройĕн Николай Спиридонович Павловăн ывăлĕ Анатолий Николаевич çав ыйтупах кĕрсе тухнă. Район ертÿçисем те, Пелепейĕнчи чăваш наципе культура автономийĕ те инвесторсем майлă.
Чăваш пĕрлĕхĕн ертÿçи инвесторсем майлă пулни Виталий Станьял паллă ăсчаха та хурлантарать. «Шутланă-ши вăл вырăнти халăха çак комплексра мĕн чухлĕ ĕç вырăнĕ тивĕçессине, Силпи улăхĕнчи уйсемпе садсем мĕне çаврăнасса?» тет хисеплĕ шурсухал.
- Елена Яковлевна, тавах сире пирĕн пата килсе лару-тăрăва уçăмлатнăшăн, халăхпа пĕрле пăшăрханнăшăн.
- Эпĕ пĕр япала çинчен çеç ыйтатăп: Силпи тăрăхĕнчи çут çанталăк илемне малашлăхри ăру валли упраса хăварар.
Надежда РОДИОНОВА.
Пелепей районĕ.
Читайте нас: