Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
18 Сентябрӗн 2019, 17:11

Сысна комплексĕн пуласлăхне патшалăх экспертизи татса парĕ

«Урал сассин» 36№ эпир çывăх вăхăтра Слакпуç çывăхĕнче сысна комплексĕ тума палăртнă май, республикăри чăваш наци пĕрлĕхĕсен ертÿçисем «Таврос» компани (объекта шăпах вăл хăпартать) представителĕсемпе тĕлпулу ирттересси пирки пĕлтернĕччĕ. Палăртнă ĕçлĕ тĕлпулу сентябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче Пелепей район администрацинче иртрĕ. Вăл икĕ сехете тăсăлчĕ. Канашлăва район администраци пуçлăхĕ Азат Сахабиев ертсе пычĕ.

Чăн малтан ПР Пуçлăхĕн администрацин обществăлла политика аталанăвĕн управлени ертÿçин çумне Ришат Сабитова сăмах пачĕç. Вăл çак тĕлпулу обществăра çуралнă ăнланманлăха, хирĕçлĕхе татса парасса шаннине систерчĕ.
Ун хыççăн «Таврос» компанин тĕп директорĕн çумĕ Ринат Зайнуллин сăмах илчĕ. Вăл пулас сысна комплексĕн ĕç технологийĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, наци пĕрлĕхĕсен ертÿçисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Пухăннисемшĕн ăнланмалла пултăр тесе видео слайдпа усă курчĕ. Чăн та, Ринат Мударисовичăн сăмахĕсене итлес пулсан, пулас объект тавралăха экологи енчен нимĕнле сиен те кÿмелле мар. Сăмахран, комплекс территорине пули-пулми çын кĕрсе çÿреймест. Вăл хупă предприяти пулмалла. Кунта санитари нормисене çирĕп пăхăнмалла: территорине лекес тесен унта кĕрекен çыннăн хывăнса душ кĕмелле, ун хыççăн урăх тумтир тăхăнмалла. Çак норма комплексра ĕçлекенсене те пырса тивет. Çавăн пекех кĕрсе тухакан автотранспорта дезинфекци тумалла пулать. Çаксене пурне те тĕрлĕ бактерисенчен хÿтĕленес тĕллевпе пурнăçлĕç. Тепĕр самант çинче те чарăнса тăмалла. Сысна витисен никĕсĕсене пĕтĕмпех бетонпа çирĕплетĕç. «Сысна каяшне ăçта хурĕç?» тейĕ вулакан. Ун валли ятарласа лагунăсем (çĕр ăшĕнчи пысăк хурансем, 50 пин кубла метр вырнаçмалăх) хатĕрлеççĕ. Вĕсем иккĕ пулмалла. Пĕрремĕш лагунăра сысна каяшĕ пĕр çул упранать, унтан вăл насос пулăшнипе теприне куçать. Иккĕмĕш лагунăра ăна бактерисем хушса тислĕке çавăраççĕ. Ун хыççăн тин уй-хире илсе çитереççĕ.
Тĕлпулу вăхăтĕнче пухăннисене патшалăхăн экологи экспертизи иртмесĕр строительство ĕçĕсем пуçланни пăшăрхантарчĕ. Çакăн пирки «Таврос» представителĕ çапларах хурав пачĕ:
- Строительство ĕçĕсем пуçланнă тени тĕрĕслĕхпе тÿр килмест. Эпир çак вырăнти çĕрсене 25 çула тара илнĕ. Çакна Пелепей район муниципалитечĕпе тунă килĕшÿ те çирĕплетет. Чăн та, паянхи кун тĕлне кунта çĕрĕн хура тăпра сийне чавса илнĕ, анчах та çакă объекта тума тытăннă тенине пĕлтермест. Хальхи вăхăтра эпир патшалăх экспертизине кĕтетпĕр. Ăна Мускав урлă тăваççĕ. Экспертиза çывăх вăхăтра хатĕр пулмалла, – терĕ Ринат Мударисович.
Пелепейсене канăç паман ыйтăва сÿтсе явма Курск облаçĕнчи экологипе çут çанталăк департаменчĕн обществăлла канашĕн членĕ Алексей Борзеков эксперт килсе çитнĕ. Алексей Александрович Белгород тата Курск облаçĕсенче çакăн пек сысна комплексĕсем 10 çул каяллах йĕркеленнине, вĕсем паянхи кун тухăçлă ĕçленине, çут çанталăка сиен кÿменнине палăртрĕ. Чи кирли тата пĕлтерĕшли - комплекссем ялсене упраса хăварма май туса параççĕ имĕш. Районпа регион экономикине çĕклеме пулăшаççĕ.
Тĕлпулăва республикăри Экологипе çут çанталăк тата Ял хуçалăх министерствин ĕçченĕсем те хутшăнчĕç.
- Паян хускатнă ыйту малашлăхпа çыхăннă. Енчен те эпир ун çине çиелтен пăхса «килĕшетпĕр» тесен, пурăна киле çакăнта ларакансен пурин те паянхи йышăнушăн явап тытмалла пулĕ. Çакна эпир, обществăлла организацисен ертÿçисем, кăна мар, патшалăх тÿрисем те ăнланмалла, – терĕ Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн ертÿçи Людмила Мурманская влаçри çынсене куçран пăхса.
Пĕтĕмĕшле канашлу лăпкă та ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ. Тухса калаçакансен шутĕнче ПР чăваш наципе культура автономин ертÿçи Виталий Викторов, Пушкăртстанри чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ Федор Кузьмин, Пелепей районĕпе Ĕпхÿ хулисенчи ЧНКА председателĕсем Владимир Яковлевпа Владимир Иванов, ПР ЧНКА çумĕнчи ветерансен комиссин ертÿçи Борис Гордеев полковник, Слакпуç шкул директорĕ Вера Григорьева пулчĕç. Çавăн пекех сысна комплексне палăртнă вырăнта тума хирĕç пулнине хÿтĕлекен пуçару ушкăнĕ ятĕнчен Елена Даниловапа Татьяна Григорьева чăваш хастарĕсем сăмах илчĕç. Юлашкисем хăйсен шухăшне улăштармарĕç – комплекса урăх вырăна куçарма ыйтаççĕ.
Тăван тавралăх пуласлăхĕ, паллах, пурне те пăшăрхантармалла. Анчах та тепĕр чухне экономика ыйтăвĕ мала тухса тăрать. Самана улшăннипе пĕрле çыннăн шухăшлавĕ те улшăнать пулмалла. Çакна та шута илмелле. Комплекс хăпартас ыйтăва вара çывăх вăхăтра патшалăх экологи экспертизи татса парĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Пелепей районĕ.
Читайте нас: