Асăннă строительство вара тÿремĕн экологи катастрофи патне илсе çитерет. Тĕлпулăва хупă мелпе йĕркеленĕ пулсан та канашлу епле иртни пирки «Чăваш халăх сайтĕнче» информаци пулчех. Ун урлă Пелепейĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Яковлевпа Слакпуç шкул директорĕ Вера Григорьева сысна комплексĕ хăпартас ĕçе хапăл тусах йышăнни паллă пулчĕ. Мĕне вĕрентме пултарать-ши ачасене хăй ÿсĕмĕшĕн çеç (карьершăн) çунакан, вĕсен сывлăхĕшĕн пăшăрханман, Силпин историлле пĕлтерĕшне ăнланман шкул директорĕ? В.Яковлев кăçалхи май уйăхĕнче вырăнти халăх ятĕнчен комплекс хăпартма ирĕк панă. Çитĕнекен ăрăвăн сывлăхне упрасси наци политикин чи пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрĕ шутланать. Ун пирки Валентина Матвиенко хăй пĕлтернĕ. Вера Григорьева та, Яковлев та чăваш халăх интересĕсене сутаççĕ çеç мар, наци политикине хирĕç пыраççĕ. Ун пек çынсене ертÿçĕ должноçĕнче вырăн çук. ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ Людмила Мурманская тĕлпулура пулнă май, чиновниксемпе обществăлла организаци ертÿçисем хăйсен ĕçĕсемшĕн явап тытмалли, çитĕнекен ăру пирки шухăшламалли пирки каланăччĕ.
671 çын сысна комплексне çăлкуçсемлĕ Силпи, Слак, Утейка, Усень шывĕсенчен инçетерех куçарма ыйтса алă пуснă. Краснояр ялĕнче пурăнакансем комплекс тăвассипе килĕшмесĕр тĕрлĕ инстанцисене 140 заявлени янă, стройка вырăнĕнче палатка лагерĕ лартса кунĕпе те, çĕрĕпе те хуралланă, чăваш общественноçĕ (вăл шутра 20 çыравçă), культурăпа искусство ĕçченĕсем (30 çын) Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ ячĕпе икĕ анлă çыру çырнă. Унта Силпи çĕрĕн пĕлтерĕшне, экологи хăрушлăхĕ пирки ăнлантарса панă. Анчах Пушкăртстан влаçĕ халăх ыйтнине ним вырăнне те хумасть. Строительство лапамне кăшт та пулсан куçарса пулать вĕт.
Чăваш ертÿçисем çапла хăтланни ирсĕр пулăма аса илтерет. Никамран именмесĕр уççăн халăха питрен сураççĕ, вĕсенчен кулаççĕ тейĕн.
Елена УХСАЙ, чăваш халăх поэчĕн хĕрĕ.
Редакцирен: Чăваш халăх поэчĕн Ухсай Яккăвĕн хĕрĕн чунри пăшăрханăвĕпе кулянăвне ăнланма пулать. Мĕншен тесен Яков Гаврилович хăй те сывă чухне экологи темипе чылай хайлавсем çырнă, уншăн çут çанталăка хÿтĕлесси малти вырăнта тăнă. Чăвашсемшĕн таса та тивлетлĕ Силпи çĕрĕсем çинчен те сахал мар ăшă та çĕкленÿллĕ йĕркесем шăрçаланă. Паллах, атте-анне вĕрентсе хăварнине хĕрĕ, Елена Яковлевна, ăша хывнах. Çÿлерех çырнă йĕркесем те çакнах çирĕплетеççĕ. Анчах та сăмаха тÿррĕн каланипе хăш-пĕрисене ытлашши çапса хуçни, фактсене тĕрĕс мар кăтартса пани сисĕнет. Ку вырăнлă пулăм мар. Сăмахран, Пелепей район администрацинче иртнĕ тĕлпулу хупă мелпе иртнĕ тени тĕрĕслĕхпе тÿр килмест. Çак канашлăва пирĕн редакци ĕçченĕсем те хутшăннă. Çавăнпа та ăна хупă тĕлпулу тесе калама нимĕнле те чĕлхе çаврăнаймасть. Мĕншĕн тесен унта чăваш обществăлла организацийĕсен пуçлăхĕсемпе чиновниксем çеç тухса калаçман, сысна комплексне палăртнă вырăнта тума хирĕç йĕркеленĕ пуçаруллă ушкăн хастарĕсене те сăмах панă. Çав шутра Татьяна Григорьева (вăл ытларах «Таврос» компанин представителĕсене хăйне канăç паман ыйтусем çине хурав пама ыйтнă) тата Елена Данилова (комплекса кăшт айккинерех куçарма сĕннĕ) пулнă. Чăваш ертÿçисем те пурте пĕр саслăн пулса комплекса палăртнă вырăнта лартма килĕшетпĕр тени те тĕрĕсех мар. Чăн та, ăна урăх вырăна куçарма сĕнÿ паракансем пулнă. Мĕншĕн тесен Пелепей хули монохуласен (социаллă экономика аталанура мала тухакан территори шутланать) шутне кĕнĕ май комплекс кирлине пурте ăнланаççĕ. Çакă районпа хулан экономика аталанăвĕпе çыхăннă-çке. Урăхла каласан вырăнти халăхăн тулăх пурнăçĕпе. Çакна тĕлпулу вăхăтĕнче район администраци пуçлăхĕ Азат Сахабиев та палăртнă.