Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
28 Июлӗн 2021, 11:47

Хамăра вакцинацине епле хатĕрлемелле

Пушкăртстанра паянхи кун тĕлне кăшăлвирусран 800 пин ытла çын прививка тунă. Анчах çакă хăрушă эпидемие чарма çителĕксĕр. Паян эпир сире прививка умĕн мĕн тумаллине каласа парăпăр.

Хамăра вакцинацине епле хатĕрлемелле
Хамăра вакцинацине епле хатĕрлемелле

Медицина енчен...
- Нимĕнле тĕрĕслевсем витĕр те иртмелле мар. Çав шутра организмра антитела пуррипе çуккине те тĕрĕслеме кирлĕ мар. Вакцинаци пункчĕ çумĕн иртетĕр пулсан‚ унта кĕмелле те прививка тутармалла. Чи пĕлтерĕшли - ÿт температури пысăк пулманни‚ шăнса пăсăлманни‚ вăраха кайнă чирсем тепĕр хут аталанманни. Енчен те сирĕн аллăр е урăр хуçăлнă пулсан‚ прививка тума юратех‚ - тенĕ Демăри ковид-госпиталĕн тĕп тухтăрĕн çумĕ Шамиль Тимербулатов медицина наукисен кандидачĕ.
Психологи енчен...
- Нумайăшĕ прививка тума хăраççĕ. Çакна ăнланма пулать. Мĕншĕн тесен унччен маларах эпир çакăн йышши прививка туса курман. Апла пулсан çынра хăйне хăй сыхлас туйăм вăйлă «ĕçлет». Кун пек чух сехĕрленÿ туйăмĕпе диалог йĕркелемелле. Çакă кашни пункта хурав тупма пулăшĕ. Унсăр пуçне прививка тунисемпе калаçни те чăрмавлă шухăшсене сирсе ярĕ‚ – тесе пĕлтернĕ Елена Садыкова психолог.
Вакцина суйласа илетпĕр
ППМУ эпидемиологи кафедрин заведующийĕ‚ Республика клиника инфекци больницин тĕп врачĕ Азат Мухаметзянов медицина наукисен докторĕ:
- Раççейре кăшăлвирусран виçĕ вакцина туса кăларнă. Вĕсен пахалăхĕ иккĕленÿ çуратмасть. Енчен сирте вăраха кайнă чир е аллерги çук пулсан‚ кирек хăш вакцинăпа та усă курма пултаратăр (паллах‚ вакцинаци пункчĕнче пуррипе). Аллерги е вăраха кайнă чир тепĕр хут аталаннă пулсан малтан тухтăрпа канашламалла.
Прививкăна çырăнатпăр
Раççейре кăшăлвирусран вакцинаци иртесси тÿлевсĕр. Кăшăлвирус инфекцийĕнчен хÿтĕлекен прививкăна тутарас текенсем маларах çырăнма та пултараççĕ. Çакă сире черетре ларассинчен‚ вакцина пĕтессинчен хăтарĕ.
Прививка тума кăмăл пуррисем тĕрлĕ майпа çырăнма пултараççĕ:
- Госуслуги портал урлă;
- «К врачу» мобильлĕ приложени е Доктор РБ республика сайчĕ урлă;
- 122 - Колл-центрăн пĕрлĕхлĕ номерĕ тăрăх;
- 8 (347) 218-19-19 кăшăлвируспа кĕрешмелли центрта.
Енчен те эсир Ĕпхÿпе Çтерлĕ хулисенче е çывăхрах пурăнатăр пулсан‚ мобильлĕ прививка пункчĕсене çитме май пур. Унта пациентсене çырăнмасăр та йышăнаççĕ.
Раççей вакцинисем
мĕнпе уйрăлса тăраççĕ?
«Гам-Ковид-Вак»
«Гам-Ковид-Вак» чи анлă сарăлнă вакцина шутланать. Унăн тепĕр ячĕ - «Спутник V». Ăна аденовирусăн икĕ чĕрĕ штамм никĕсĕ çинче туса кăларнă. Вĕсен ĕрчеслĕхне тĕп тунă. «Спутник V» вакцина Раççейре тата 30 ытла çĕршывра регистраци иртнĕ. Тĕнче шайĕнчи ăсчахсем ăна пысăк хак параççĕ. Çав шутра ытти вакцинăсене тăвакансем те.
«КовиВак»
Июль уйăхĕн пуçламăшĕнче Чумаков ячĕллĕ центр туса кăларнă «КовиВак» вакцинăна ыйтакансем нумайланнă. Вăл «вĕлернĕ» кăшăлвирус никĕсĕ çинче туса кăларнă «совет» вакцини шутланать. Экспертсем ăна ыйтакансем нумайланнине çакăнпа çыхăнтарнă: вакцинăна çăмăлрах чăтса ирттереççĕ‚ хушма (кирлĕ мар) эффектсем те сиксе тухмаççĕ имĕш. Çакă вара чăнлăхпа тÿр килмест. Пĕр енчен‚ «КовиВак» хушма эффектсем пачах та пулмассине гаранти памасть. Иккĕмĕшĕ – «Спутник» тата «Вектор» прививкăсем тунисем те çăмăл чăтса ирттереççĕ. Препаратсен тухăçлăхĕ пирки сăмах хускатас пулсан‚ вĕсене танлаштарма пачах та юрамасть. Мĕншĕн тесен вĕсем организма тĕрлĕ витĕм кÿмеççĕ.
«ЭпиВакКорона»
Асăннă вакцинăна Роспотребнадзорăн «Вектор» вирусологипе биотехнологи наука центрĕ шутласа кăларнă. Ăна кăшăлвирус пайĕсене копи тăвакан хайлавлă (искусственный) белоксен никĕсĕ çинче хатĕрленĕ. Препарат туса кăларакансем антителасем (прививка тунă хыççăн пулса каяççĕ) кăшăлвирусăн çĕнĕ штамĕсенчен хÿтĕлеççĕ тесе шантараççĕ. Иммунитет пĕр çулталăк хушши ĕçлĕ.
Тата мĕн пĕлмелле?
- Вакцинаци умĕн тата хыççăн икĕ-виçĕ кун алкоголь шĕвекĕ ĕçме юрамасть.
- Прививка тунă умĕн тата хыççăн пĕр-икĕ кун йывăр ĕç тума тата спортзала çÿреме хушмаççĕ. Уçă сывлăшра ытларах пулма сĕнеççĕ.
- Канмалла‚ çывăрса тăранмалла. Сывлăхлă ыйхă вакцинаци хыççăн иммунитета çирĕплетме пулăшать.
- Вакцинаци хыççăн пĕр-икĕ кун шыва кĕме‚ мунчара çăвăнма‚ хĕвел çинче пиçĕхме юрамасть. Тухтăрсем 11 сехетрен пуçласа 17 сехетчен хĕвелпе пиçĕхме сĕнмеççĕ.
- Белоклă апат çиме тăрăшăр: сĕт-турăх‚ пулă‚ çуллă мар аш. Вĕсем организма хÿтĕлемелли антителасем йĕркелеме пулăшаççĕ.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: