Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
13 Октябрӗн 2021, 10:30

Кайăк-кĕшĕк грипĕ Пушкăртстана та çитнĕ

Кайăк-кĕшĕк грипĕ пирĕн республикăна та килсе çитрĕ. Кун пекки хальччен пулманччĕ-ха. Лару-тăру малалла мĕнле аталанĕ? Лавккаран е пасартан чăх какайĕ илме хăрушă мар-и? Çынсене уйрăмах канăç паман ыйтусем çине Пушкăртстанри Ветеринари управленийĕн патшалăх надзорĕн выльăх-чĕрлĕхе пăхса тăмалли уйрăмĕн пуçлăхĕ Линар Зиганшин хуравлать.

Кайăк-кĕшĕк грипĕ Пушкăртстана та çитнĕ
Кайăк-кĕшĕк грипĕ Пушкăртстана та çитнĕ

Мĕн пулса иртнĕ?
Малтанхи кăтартусем тăрăх, Туймазă районĕнчи пĕр фермер хуçалăхĕнче хурсене кÿлĕ çывăхĕнче усранă. Унта вара вĕçсе каякан кайăксем те ирĕккĕн ишсе çÿреме пултарнă. Халĕ специалистсем чир ăçтан тухнине тата вирус малалла аталанма пултарнине тĕрĕслеççĕ.
Çулталăк каялла кайăк-кĕшĕк грипĕ алхасакан вырăнсем республика чиккинчен пилĕк çухрăмра вырнаçнăччĕ. Анчах ун чухне грипп пирĕн пата çитеймерĕ. Кăçал кайăк-кĕшĕк грипне Раççейри 11 регионти 32 вырăнта тупса палăртна. Çичĕ тĕслĕхе (Челябинск, Эрĕнпур, Тюмень, Саратов облаçĕсенче) юлашки уйăхра шута илнĕ.
Туймазă районĕнчи вирус тупса палăртнă ял йĕри-тавра пилĕк çухрăм таран карантин йышăннă. Асăннă вырăнти пур кайăка та тĕп тума тивет, вĕсен хуçисене компенсаци тÿлĕç. Паллах, ку ирĕксĕр мера, анчах хăрушсăрлăх йĕрки çапла ыйтать. Ерекен чир ан сарăлтăр тесен ăна кĕске вăхăтра тĕп тумалла.
Мĕн вăл кайăк-кĕшĕк грипĕ?
Ăна нумай чухне «чăх чуми» е «Эбола чăх лихорадки» теççĕ. Ку çивĕч инфекци чирне ытларах вĕçсе каякан кайăксем тата çерçисем, ула кураксем, кăвакарчăнсем сараççĕ.Чир ерес хăрушлăх питĕ пысăк. Чăхсемпе хурсене вăл каяшсем, апат, шыв урлă тата пĕр-пĕринпе çывăх хутшăнсан ерет. Чир ерсе аталанакан вăхăт 21 куна пырать. Вирус ернĕ кайăк хăйне урăхларах тыткалама пуçлать, антăхса кайса шыв ĕçет, тĕккисене тăратса ярать, кăртлатакан сасă кăларать, çаврăнса çÿрет, киккирикийĕ кăвакарать, куçĕн çиелти витĕр куракан пайĕ шупкаланать, варвитти, шăнăр туртни пуçланать. Чир ернĕ кайăксем ытларах чух вилеççĕ.
Çын чирлеме пултарать-и?
Пултарать! Медицинăра чир кайăкран çынна куçнă тĕслĕхсем пур, анчах çынран çынна ерни пулман-ха. Çавăнпа та ытларах кайăк-кĕшĕк ферминче ĕçлекенсене, зоотехниксемпе ветеринарсене чир ерес хăрушлăх пур.
Чир ерсе пĕрремĕш уйрăмлăхсем палăрма пуçличчен темиçе сехетрен пуçласа пилĕк кун таран иртме пултарать. Каярах сезон грипĕ евĕр уйрăмлăхсем палăрма тытăнаççĕ: шăнтать, ÿт температури 38 градус таран е ытларах та хăпарать. Мыщцăсем, пуç, пыр ыратать. Инфекци лекнĕ çын хăйне начар туйма пуçлать, ÿсĕрттерет, сывлама йывăрланать, ÿпке шыççи те аталанма пултарать. Тен, хăçан та пулсан чир çынран çынна ермеллех улшăнма та пултарĕ. Хальлĕхе вара ун пек хăрушлăх çук-ха.
Чир паллисем пур кайăксене алла ан тытăр. Ачăрсене те ун пек тума кирлĕ марри çинчен ăнлантарăр.
Килти кайăксене чир ересрен епле сыхламалла?
Чи тухăçлă хатĕр – профилактика. Хурне, чăххи-чĕпине халех хупса лартмалла. Ирĕке кăлармалла мар. Тискер кайăксемпе тĕл пуласран асăрханмалла, çырмасемпе кÿлĕсене яма та, паллă мар производительсенчен апат-çимĕç туянма та юрамасть. Енчен те какай тума тесе хур, кăвакал, чăх туяннă пулсан, вĕсене халех пусас пулать.
Хăвăрăн чăххăр-чĕппĕрсен е кÿршĕсен чир паллисем пур пулсан, ветеринари службине чĕнсе илĕр. Шăп тăрса чирлĕ кайăк какайне сутас пулсан административлă явап тыттарĕç. Кайăк-кĕшĕк пысăк йышпа вилнине пытаратăр пулсан 100 пин тенкĕ таран штраф пама пултарĕç.
Специалистсемпе çыхăнса канашлас тесен 8-800 775-58-28 телефонпа шăнкăравламалла. Шăнкăрав тÿлевсĕр.
Мĕншĕн кайăксене прививка тумаççĕ?
Кайăк-кĕшĕк грипĕнчен прививка пур. Çĕршывра пĕрремĕш хут асăннă эпидеми алхаснă чух темиçе миллион кайăка вакцина тунă, анчах ун пек продукцийĕн пахалăхĕ начартарах шутланать. Пур какая та чи лайăх сортлисем шутне кĕртеççĕ пулсан прививка тунисене пĕрремĕш е иккĕмĕш сортлисен шутне çеç кĕртĕç. Ун пек тавара туянакансем сахалрах тата вăл йÿнерех те. Енчен те çынсен умĕнче килти кайăк-кĕшĕке вакцинаци е тĕп тăвас ыйту тăрать пулсан, паллах, вĕсем пĕрремĕш вариантне суйласа илĕç. Кайăксем пĕр те пĕр вырăнта çеç чирленĕ пулсан, вĕсене тĕп туни витĕмлĕрех.
Республикăри кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен пур пысăк предприяти те хупă режимпа ĕçлет. Унсăр пуçне пур продукцие те ветеринарсем тĕрĕслесе тăраççĕ. Çавăнпа та вĕсене магазинта пĕр хăрамасăр туянма юрать. Кайăк-кĕшĕк продукцине ирĕк паман пасарсенче, çынсенчен, машина çинчен туянма юрамасть.
Епле пулсан та какая малтан лайăх çуса тасатăр, ăшалăр, пĕçерĕр.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: