Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
2 Нарӑсӑн 2022, 10:50

Çынна юлашки çула ăсататпăр. Пĕрисем – хурланаççĕ, теприсем – пуяççĕ

Вилнĕ çынна юлашки çула ăсатасси çăмăл ĕç мар, унсăр пуçне тăкакĕ те çителĕклех. Чăн та, çак хурлăхлă церемоние ялта ирттерессине хуларипе танлаштараймăн. Ялта чылай ансатрах, хулара вара пур çĕрте те çак ыйтăва укçа татса парать.

Çынна юлашки çула ăсататпăр.  Пĕрисем – хурланаççĕ, теприсем – пуяççĕ
Çынна юлашки çула ăсататпăр. Пĕрисем – хурланаççĕ, теприсем – пуяççĕ

Сăмахран, Ĕпхĕвех илер. Тĕп хулара сакăр масар, вĕсем пурте патшалăхăн шутланаççĕ: Кăнтар, Çурçĕр. Баланово, Дема, Лопатин, Затон, Мусульман тата Сергиевск. Тĕрĕссипе, малтанхи виççĕшĕ çеç вилнĕ çынсене пытарма уçă. Енчен те çыннăн ÿтне Кăнтăр тата Баланово масарĕсен çĕрĕ çинче вырнаçтарас тесен малтан администрацинчен ирĕк илмелле. Унсăр пуçне кунта маларах санăн тăванна пытарнă чухне унпа юнашар тепĕр çын валли çĕр хăварнă пулсан çеç уйăрса пама пултараççĕ. Чиновниксем ирĕк пани Мусульман масарĕ çинче те кирлĕ. Вăл Сергиевск масарĕ пекех историпе асăну вырăнĕ шутланать. Çавăнпа та кунта пули-пулми çынна йышăнмаççĕ, вилнĕ çын пурăннă чухне республика умĕнче тава тивĕçлĕ, пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тунине шута илеççĕ. Дема масарĕ çинче те тăвансемпе юнашар çеç канлĕх тупма пулать, кунта та администраци пуçлăхĕ ирĕк пани кирлĕ.
Кĕскен каласан, масарсем чылай, анчах та вилнĕ çынна пытарма вырăн ирĕклĕ тесе калаймăн. Чăн та, патшалăх çакăн валли çĕрне (икĕ метр тăршшĕ тата 1,5 метр сарлакăш) тÿлевсĕр уйăрса парать. Анчах та хăш-пĕр ритуал агентствисен сайчĕсенче Ĕпхÿре вилнĕ çынна пытарма çĕр уйăрнă чухне аукцион ирттернине, çĕре укçа тÿлесе илме пулнине курма пулать. Апла пулсан масар çинчи çĕрпе суту-илÿ туни куç умĕнче, укçу çеç пултăр.
Пурнăçри çак чăнлăха вилнĕ çынна юлашки çула ăсатассипе ĕçлекен Ксения Богословская предприниматель те çирĕплетрĕ.
– Çĕр сутнине эпĕ илтнĕ, анчах та вăл законпа килĕшÿллĕ тÿлевсĕр пулмалла. Вилнĕ çыннăн тăванĕсем çак утăма вилене çывăх çыннисемпе юнашар пытарас тесе тăваççĕ. Хăш-пĕр граждансем çĕр тÿлевсĕр пулнине пĕлмеççĕ, теприсем вара укçа тăваççĕ. Кама-тĕр тÿлесси çăмăлрах, çав вăхăтрах прокуратурăна жалоба çырсан вырăнлăрах пулмалла, – терĕ усламçă.
Раççейри Суту-илÿпе промышленность предприятийĕсен ассоциацийĕн председателĕ тата ритуал центрĕсен управляющийĕ Эрнест Талисов пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра Ĕпхÿре 150 яхăн ритуал агентстви ĕçлет, вĕсенчен темиçешĕ çеç легальлĕ, законпа килĕшÿллĕ хăйсен тивĕçне пурнăçлаççĕ.
– Çынна пытарасси – тухăçлă бизнес. Паян, пандеми вăхăтĕнче, вилекенсен шучĕ ÿсрĕ. Çавăнпа та çак рынок сферине çĕнĕ çынсем килеççĕ, тепĕр чухне вĕсене пĕлсе те пĕтерейместĕн. Кам, ăçтан тата мĕнле çынсем? – тесе çирĕплетет вилнĕ çынсене пытарассипе ĕçлекен эксперт тата ритуал салонĕн ертÿçи Галина Рублева.
Кунта статистика цифрисене илсе кăтартни вырăнлă пулмалла. Официаллă кăтартусем тăрăх, 2020 çулта Ĕпхÿре кăна (Ĕпхÿ районне шута илмесĕр) 15 443 çын вилнĕ. Ритуал компанийĕсен прайсне пăхас пулсан çынна пытарма сахалтан та 11 500 тенкĕ кирлĕ, анчах та çак укçа çителĕклĕ мар. Çавăнпа та вăтамран 50 пин тенкĕ е ытларах та тăкакланать. Çакăн хыççăн пĕтĕмлетÿ тума та юрать – пĕр Ĕпхÿ хулинчи ритуал бизнесĕн виçи 770 млн тенкĕ пулса тухать.
Галина Рублева шухăшĕпе ритуал сферинчи «хура усламçăсемпе» («теневики») çыхланма тăрăшмалла мар. Пĕр енчен илсен вĕсем туяннă япаласемшĕн тавар е касса чекĕ памаççĕ. Çывăх çынна çухатнă тăванĕсене мĕн тума кирлĕ-ши вăл тейĕç хăшĕсем. Анчах та тепĕр чухне предприятисем хăйсем патĕнче ĕçленĕ çынна пытарассипе çыхăннă тăкаксене хăйсем çине илеççĕ. Кун пек чухне чексем кирлех пулаççĕ. Рублева усламçă пĕр тĕслĕх илсе кăтартрĕ. Çын вилнĕ хыççăн пытару тăкакĕсене предприяти саплаштарма шантарнă, анчах та ритуал салонĕ тивĕçлĕ документсем туса парайман. Каярах «хура усламçăсем» çыхăнăва та тухма пăрахнă.
Çак ĕçре тепĕр тÿнтер ен те пур, чылай чухне легальлĕ мар фирмăсем пĕр прайспа хаксене шутлаççĕ, килĕшÿ тунă хыççăн вара вăл ÿссе каять. Çав вăхăтрах чăн тăкаксене чексем парса çирĕплетме пултараймаççĕ.
Тепĕр саманта та шута илмелле, ку вăл вилнĕ çынна пытарас енĕпе пулăшу паракан ĕç пахалăхĕ. Экспертсем каланă тăрăх, Ĕпхÿре çынна юлашки çула ăсатнă чухне ритуал пулăшăвĕ парассин пĕр пайне «хура бизнесменсем» хăйсем çине илеççĕ. Çак ĕçе тума вĕсем малтан çын вилни çинчен калакан информацине укçа тÿлесе пĕлеççĕ.
– Информаци сутассине халĕ пур çĕрте те йĕркеленĕ: хăш пĕр васкавлă пулăшу тата полици ĕçченĕсем, чирлĕ çынна сиплекен тухтăр, судмедэксперт урлă. Çын вилнине шăпах вĕсем çирĕплетеççĕ-çке. Вĕсемех çак хыпара тата вилнĕ çыннăн адресне «хура бизнесменсене» ярса параççĕ, – тет Галина Рублева.
Галина Рублева унăн пĕр палланă çынни хăйĕн амăшĕ вилни çинчен ритуал фирмин агенчĕ урлă пĕлнине аса илчĕ: «Манăн пĕлĕш амăшне больницăна вырнаçтарнăччĕ. Вăл инкек пуласси çинчен шутлама та пултарайман. Икĕ кун иртсен ун патне çын пытаракан фирмăран пĕр специалист шăнкăравласа: «Сирĕнпе пĕрле хурланни çинчен пĕлтеретпĕр», – тенĕ. Вăл хирĕç: «Ăнланаймарăм, мĕн пирки эсир?» – тесе ыйтнă, лешĕ: «Сирĕн аннĕрĕн чĕри тапма чарăннă», – тенĕ. Вăл çийĕнчех тĕп врач патне шăнкăравланă, анчах та çав вăхăтра унăн амăшĕ вилнине вăл та çирĕплетеймен. Тĕрĕссипе вара çын чăнахах та вилнĕ пулнă.
Экспертсем каланă тăрăх, «хура бизнесменсем» хăйсене ирĕклĕ тытасси 2002 çулта пуçланнă. Шăпах çавăн чухне законпа лицензи илессине пăрахăçланă.
– Маларах аккредитаци илнĕ предприятисем çеç ĕçлеме пултарнă, – тет Эрнест Талисов.
Çын вилсен ăна пытарассипе çыхăннă 1996 çулта йышăннă законăн çитменлĕхĕсем çинче Галина Рублева та чарăнса тăчĕ.
– Закон кивелнĕ. Эпир ăна çĕнетессе кĕтетпĕр, ун чухне мĕнле те пулсан йĕрке пулĕччĕ. Сăмахран, ритуал организацийĕн салон, официаллă документсем, специалистсем, ĕçлекен бригада пулмалла. Вилнĕ çынна масар çине илсе кайма хăлтăр-халтăр автобуспа мар, ятарлă катафалк-автомобильпе тивĕçтермелле. Ĕçлекенсене те вĕрентмелле. Вĕсен çынна пытарнă чухнехи йăла-йĕркене пĕлмелле, кирек мĕнле лару-тăрура та психологи енчен хатĕр пулмалла. Ритуал сферинче питĕ йывăр та канăçсăр клиентсемпе тĕл пулма тÿр килет. Хуйхă, çавна пула аптраса ÿкни (шок) пурте пĕрле пухăнаççĕ-çке. Клиентсем хăйсене тыткалани тĕрлĕрен пулать: кăшкăрни, куççульпе чĕререн татăлса йĕни, хăш чух çапăçса кайни те. Вĕсемпе этеплĕ, сăпайлă пулмалла, укçа хутаççи вырăнне хурса йышăнмалла мар, – хăйĕн шухăшне пĕлтерет эксперт.
Унăн сăмахĕсене шута илес пулсан, çакăн евĕр пытару процесне васкаса йĕркелеççĕ: «хура бизнес» çыннисем маршрутлă автобуса тара тытаççĕ те малтан кирлĕ япаласене ритуал салонне кĕрсе илеççĕ, унтан вилнĕ çыннăн ÿтне илсе масар çине васкаççĕ. Çак ирсĕрлĕх пĕтĕмпех çынна юлашки çула ăсатассине рынокра ирĕклĕ йĕркеленипе пулса иртет. Хăçанччен тăсăлĕ вăл? Çакна вăхăт кăтартса парĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Ĕпхÿ хули.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: