Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
9 Нарӑсӑн 2022, 11:09

Çĕр лаптăкĕсене тĕрĕслекен комисси йĕркеленĕ

Республикăра çĕр лаптăкĕсене мĕнле уйăрнине тата вĕсемпе мĕнле усă курнине тĕрĕслекен комисси йĕркеленĕ. Çакăн йышши хушăва ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров алă пуснă. Çĕр тата пурлăх енĕпе ĕçлекен министерствăн эксперчĕсемпе пĕрле çакă çынсен пурнăçне мĕнле лайăхлатма пулăшассине ăнлантарса парăпăр.

Çĕр лаптăкĕсене тĕрĕслекен комисси йĕркеленĕ
Çĕр лаптăкĕсене тĕрĕслекен комисси йĕркеленĕ

Çивĕч ыйту мĕнре?
Пушкăртстанра çĕрпе тĕрĕс усă курмалли йĕркене пăснă тĕслĕхсем ÿснине шута илнĕ. Пĕрисем лаптăка ярса илеççĕ те унпа документсăр хуçаланаççĕ, иккĕмĕшĕсем унпа тĕллевсĕр усă кураççĕ. Хăш-пĕр муниципалитетсенче чылай çул çĕр тĕрĕслевне ирттермен е лаптăксене юрăхсăра кăларнă. Вĕсем темиçе çул пушă выртаççĕ. Анчах та çак çĕрсем тупăш пама пултараççĕ-çке. Çапла майпа хуласемпе районсен бюджечĕсем аренда тÿлевĕсем илмеççĕ. Ку вара сахал мар укçа-тенкĕ – кунта миллионсем пирки сăмах пырать.
Радий Хабиров ертсе пыракан комисси кашни муниципалитетри лаптăксене тĕрĕслĕ. Комисси йышне Çĕр тата пурлăх енĕпе ĕçлекен тата Экологи министерствисем, Росреестр, Раççейри ял хуçалăх надзорĕ, районсемпе хуласен пуçлăхĕсем тата ытти ведомствăсем кĕнĕ.
Манăн çĕр лаптăкне те
тĕрĕслĕç-ши?
Енчен те пурлăх харпăрлăхра пулсан, сирĕн пата тĕрĕслевпе никам та килмĕ. Кунта патшалăхран тара илнĕ çĕр лаптăкĕсемпе çуртсем пирки сăмах пырать.
Аренда хакĕ тата налог виçи тÿрремĕн бизнес тĕсĕнчен, кадастр хакĕнчен килет. Пĕрремĕшĕпе ăнланмалла – компанисем пĕр пек тăваткал метр йышăнакан супермаркетшăн, ача сачĕшĕн, промышленность предприятийĕшĕн е офисшăн тĕрлĕ виçепе тÿлĕç. Кадастр хакĕ – кунта тĕрлĕ сăлтавсене шута илеççĕ: лаптăк ăçта вырнаçни, район хăтлăхĕ, инфраструктура çывăх е аякра пулни. Сăмахран, Ĕпхÿ варринчи пĕр сотка çĕрĕн кадастр хакĕ, аякри районти çакăн йышши лаптăкпа танлаштарсан, самаях хаклă.
Укçасем ăçта каяççĕ?
Кашни муниципалитетра пурлăх налогĕ тата аренда тÿлевĕсем тĕрлĕ. Виçене вырăнти депутатсем палăртаççĕ. Пухăннă укçа-тенкĕ пĕтĕмпех район е хула бюджетне хывăнать. Çавăнпа вырăнти влаçсем çĕрпе пурлăх ыйтăвĕсене йĕркене кĕртессишĕн тăрăшмалла. Çапла майпа вĕсем хыснана хушма укçа-тенкĕ хывĕç.
Пĕр тĕслĕхе пăхса тухар. Ĕпхÿри пĕр лаптăк, унта нумай пулмасть тĕрĕслев иртнĕ, официаллă майпа сывлăха сиплемелли комплекс пек паллă. Унăн кадастр хакĕ – 11,5 млн тенкĕ. Виçепе килĕшÿллĕн тара илекен пĕтĕмĕшле хакран 1,76% (е 202 400 тенкĕ) налог тÿлет. Анчах çак çуртра мунчапа ресторан вырнаçнă. Тĕрĕс шутласан кадастр хакĕ виçĕ хут ытла ÿсет – 37,7 млн тенкĕ, коэффициенчĕ 4,71%-па танлашать. Апла пулсан налог виçи сакăр хут ытларах – 1,77 млн тенкĕ – пулмалла. Хула пĕр объектра çеç тара парассинче çулталăкне 1,5 миллион тенкĕ çухатать. Çак укçа-тенкĕпе вара çулсене юсама, урамсене тирпей-илем кĕртме, учительсемпе дворниксен ĕç укçисене ÿстерме пулать.
ПР «Республика
Башкортостан»
Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх
Ирида МАТНИЯЗОВА хатĕрленĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: