Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
29 Июнӗн 2022, 13:00

«Пирĕн ĕç тĕрĕс, тăшмана аркататпăр»

Телекурăма хускатсассăн, кашни каналра та тăтăшах тенĕн, дикторсемпе полиглотсем, журналистсемпе корреспондентсем февраль уйăхĕн 24-мĕш кунĕнче Раççей пуçланă ятарлă операци е Украина пирки сăмахлаççĕ.

«Пирĕн ĕç тĕрĕс, тăшмана аркататпăр»
«Пирĕн ĕç тĕрĕс, тăшмана аркататпăр»

Хальхи кун çак калаçу теми, тен, ыттисенчен пĕлтерĕшлĕ те сумлăрах. Вĕсенче вĕт ахаль сÿпĕлтÿ мар, пирĕн пуласлăх пирки сăмах пырать. Пире, политикăран аякра тăракансене, яваплă, нумайăшне çывăхрах та уççăнрах пĕлекен комментаторсем мĕншĕн Раççей, Донецк та Луганск Халăх Республикисен çарĕсем Украина нацисчĕсемпе вилес пек хире-хирĕç тăнипе кĕрешĕве кĕнин сăлтавне ăнланма параççĕ.
Кам, тĕслĕхрен, 2014 çултан пуçласа хальхи вăхăт таран ДХР та ЛХР çыннисен йывăр пурнăçĕпе кăсăкланса пурăннă, вăл, паллах, пуçа илме тивĕç, мĕншĕн çав çĕрсене Раççей малтан Республикăсем туса йышăнни, унтан вĕсене вăйпа та вăрçă хатĕрĕсемпе пулăшма пуçланин сăлтавне.
Ятарлă операци, савăнăçа, тăваттăмĕш уйăх ăнăçлă та çĕнтерÿллĕн, хăçан-тăр пире хирĕç тăма, пире, Раççей çыннисене, вĕсен чĕлхисене, культурисене те йăли-йĕркисене тĕп тума хатĕр Украина националисчĕсен çĕрĕпе утать.
Çак ĕçе тĕплĕн пĕлекен те пуçарса яракан паллă çынсем каланă тăрăх, халĕ пире хирĕç тăракан вăйсем пиртен маларах та ăнсăртран пуçланă пулсан, пирĕн çĕрсене, ДХР та ЛХР халăхĕсене питĕрех те йывăр килме пултарнă иккен. Çавăнпа Раççей патшалăхĕн яваплă пуçлăхĕсем операцие ирĕксĕрех, лару-тăру хистенипе, икĕ эрне маларах пуçламалла пулнă. Тинех ĕнтĕ ятарлă операци мĕншĕн пуçланни, унăн сăлтавне, тивĕçне те тĕллевне, аллаппи çинчи евĕр, пĕле пуçларăмăр.
Эпир, ахаль çынсем, Украинăн историне, вăл 1654 çулта Переяслава Рада пуçлăхĕ гетман Богдан Хмельницкий ертсе пынипе Раççейпе хăй ирĕкĕпе пĕрлешнине, пăхса тухма тĕллев лартмăпăр. Ку ĕçе историксене те политиксене хăваратпăр. Пирĕн хĕрхенчĕк чун-чĕрене вара паянхи, 2014 çултан хальхи кун таран Аслă вăрçă вăхăтĕнче те ун хыççăн юлнă бандеровецсен тата ытти нацистсен тымарĕсенчен фашист идеологипе те тĕллевпе пуçĕсене минретнĕ çамрăк хунав çĕкленни, канăç памасть. Кунта, пĕрре пăхсан, ним тĕлĕнмелли те çук, мĕншĕн тесен, архивсем уçса панă тăрăх, хальхи пуç касма хатĕр яшсенчен аслăраххисем, хăйсем ушкăнĕсем те армисем пуçтарса, Хĕрлĕ е Совет Çарне хирĕç хаяррăн çапăçнă, сахал мар сăтăр тата сиен тунă, салтаксене те офицерсене вĕлернĕ. Тĕслĕхрен, генерал Н.Ф. Ватутин, питĕ ăста та пултаруллă çар командующийĕ, Украинăна фашистсенчен ирĕке кăларнă вăхăтра пĕççине бандеровецсен çурăлса каякан шĕнкренĕ (пуля) лекнипе пуçне хурать.
Вĕт юлашки сакăр çул хушшинче националистсем хăйсен йывăр та инçете илекен тупăсемпе персе мĕн чухлĕ мирлĕ çынсен-ĕçлекенсен, ваттисен те ачасен – пурнăçне татрĕç. Ятарлă операци вара уншăн тавăрни мар – çав ирсĕрсем урăх ДХР, ЛХР те пирĕн енне ан печчĕр тени. Мĕн тăван, шел, паллах, çак йывăр та юнлă, анчах сăваплă кĕрешÿре пирĕн енчен пуç хуракансем те сахал мар – вăрçă, пĕлетпĕр, çухатусăр пулмасть. Çапах иртнĕ Аслă çуйра пирĕн атте-пиччесем фашизма хăйĕн йăвинче – Берлинра – тĕп тунă пек, вырăнĕнче пĕтермесен, вăл вăхăт çитеспе каллех, тымарне кăкламасăр çулса çеç пăрахнă вĕлтĕрен евĕр, пуçне çĕклеме те тавралла сарăлма пултарать. Ахальтен мар пулĕ çак ДХР та ЛХР халăхĕсене тата пире чунтан курайман усалсен нушисенчен хăтарса хăварас тесе пуçланă юхăма Аслă вăрçăн ирĕклĕхĕшĕн пынă кĕрешÿпе танлаштарса, пĕр шая лартса, рейхстаг çине çакнă элемĕн копипе усă кураççĕ ирĕке кăларакансем.
Кунта ирĕксĕрех А.Твардовскин «Василий Теркин» кĕнекинчи вилĕмсĕр йĕркесем, иртнĕ вăрçă вăхăтне хальхи тапхăрпа пĕрешкел туса, кĕлте пек, çыхса хунине туятăн:
Çуй – таса та пархатарлă,
Вилĕмлĕ çуй чапшăн мар вăл,
Пурнăçшăн вăл çĕр çинче.
Хĕвел анăç вара кунашкал сăлтава тахçанах кĕтсе пурăннă. Вăл, питĕрех те Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсем, хăйсен тĕнчипе пухнă çарне – НАТОна пирĕн çарпа хире-хирĕç тăратма ĕмĕт тытса ăшталаннă. Вĕсем тăрăшнипе, акă, чăнах та, уççăн пулмасассăн та, Раççей çарĕ унăн вăйне туять – вĕт Украинăна, шутласан, мĕн чухлĕ укçа та хĕç-пăшал тăратаççĕ пире кураймансем, мĕнле кăна санкцисем шухăшласа тупмаççĕ, ирсĕрсем, пирĕн экономикăна пăвса лартас хайлапа.
Анчах пирĕн вăйлă патшалăха чĕркуççи çине лартас вырăнне, вĕсен санкцийĕсем, австралсен сунар хатĕрĕ – персен каялла вĕçсе таврăнакан кукăр туя - бумеранг – евĕр, хăйсене йывăра кĕртсе ÿкерчĕç. Çавă кирлĕ те вĕсене, пÿтсĕрсене. Вĕсене, чыса та хисепе пĕлменсене, Раççей ÿтне выçă сăвăс евĕр тăрăнасси канăç памасть.
Тăшмансен ĕмĕчĕ мар, пирĕн тĕрĕслĕх çиеле тухса пырать-ха хальлĕхе. 1941 çул çуралнă лозунг-чĕнÿ: «Пирĕн ĕç тĕрĕс, тăшмана аркататпăр, çĕнтерÿ пирĕн пулать!» - тени пурнăçланса пырать. Сăваплă ĕç, чăнах та, урăхла пулма пултараймасть!
Василий АНТОНОВ, çыравçă.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: