Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
2 Августӑн 2022, 10:54

Виçĕ авари пулмасса, 12 çын вилмессе те пултарнă

Юлашки эрне хушшинче Пушкăртстанра виçĕ авари, вĕсенче пĕр харăс темиçе çын вилнĕ, пулнине шута илнĕ. Çул-йĕр инкекĕсем – хăрушă, çав вăхăтрах вĕсем килĕшÿсĕр. Водительсем кăштах тимлĕрех пулнă пулсан аварисем сиксе тухмасса, уйрăмах ачасем вилмессе те пултарнă.

Виçĕ авари пулмасса,  12 çын вилмессе те пултарнă
Виçĕ авари пулмасса, 12 çын вилмессе те пултарнă

Çынсем пухăннă вырăна тимлĕх
Мĕн пулнă? Ĕпхÿ хулинче Софья Перовская тата Аврора урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта 28 çулхи хĕрарăм-водитель сулахай енне пăрăннă май çуран çÿрекенсен каçми çинче 38 çулхи хĕрарăмпа пилĕк çулхи ачана çапса хăварнă. Çак самантра инкеке куракансен чĕрисем вырăнтах тапма чарăннă.
Çул-йĕр пăтăрмахĕнче айăплă çын ăнлантарса панă тăрăх, вăл руль умĕнче ларнă чух кăкăр ачине апатлантарма тытăннă, çынсене пырса çапăннă хыççăн тормоз вырăнне газ пускăчне пуснă.
Хĕрарăм ячĕпе уголовлă ĕç пуçарнă, следстви вĕçлениччен ăна хула тулашне тухса çÿреме чарнă.
Хамăра мĕнле тытмалла: руль умĕнче ача апатлантарасси – вырăнсăр пулăм. Çул-йĕр инкекĕсен 99% водительсем тимлĕхе çухатнипе пулса иртеççĕ. Ахальтен мар вунă çул каялла руль умĕнче ларнă чух телефонпа калаçма юраманни çинчен калакан закона йышăннă. Ăна пăхăнманшăн 1500 тенкĕ штраф параççĕ. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен çул çине пăхмалла. Телефонпа вырăна çитсен те калаçма пулать. Федераллă трассăсем, пысăк хуласенчи çулсем çинчи лару-тăру кашни секундра кăна мар, секунд пайĕнче те улшăнать.
Чи лайăх йăла – ялан айккине пăхасси. 2013 çулта Ĕпхÿ хулинче питĕ хăрушă авари пулса иртнĕ: ÿсĕр «мажор» ирхине клубран таврăннă, хĕрлĕ çутă çуннă вăхăтра иртсе кайнă, хирĕçле çул çине тухса çынсем çине пырса çапăннă, вĕсене автобус çумне хĕстернĕ. Аварире хĕрарăм тата водителĕн çул юлташĕ (попутчик) вилнĕ. Çавăнтанпа чылай çуран çÿрекен çул урлă каçнă май малтан сулахай, унтан сылтăм енне мар, пĕр харăс пур енне те пăхать, мĕнпур машинăсем те чарăнмасăр çул урлă каçма васкамасть. Мĕншĕн тесен хăрушлăх кирек хăш енчен те сиксе тухма пултарать.
Обществăлла транспорт ыйтăвĕ
Иккĕмĕш хăрушă авари Благовар районĕнче Кашкалаши ялĕ çывăхĕнче пулса иртнĕ. Пассажир автобусĕ пысăк хăвăртлăхпа пынă май ерипен пыракан КамАЗа пырса çапăннă. Иккĕмĕшĕ çул çинче ĕçлекенсене хÿтĕленĕ. Автобус вăйлă çапăннă пирки пилĕк пассажирăн пурнăçĕ çавăнтах татăлнă, улттăмăшĕ «васкавлă пулăшу» тухтăрĕсен аллинче вилнĕ.
Çирĕм çичĕ çулхи водитель тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă, ăна çичĕ çула ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.
Хамăра мĕнле тытмалла: унта мĕн пулса иртни хальлĕхе паллă мар. Асăннă лаптăк çинче курăнман зонăсем çук, çул тÿрĕ те тикĕс. Авари пулса иртнĕ вырăнтан инçе те мар хăвăртлăх радарĕ вырнаçтарнă.
Обществăлла тата хуласен хушшинчи транспорт водителĕсен ĕçне ГИБДД ĕçченĕсем кăна мар, эсир те тĕрĕслеме пултаратăр. Енчен те вăл пысăк хăвăртлăхпа пырать е куçĕсем хĕрлĕ пулсан ăна çакăн çинчен асăрхаттарма ан вăтанăр.
Ÿсĕр паттăр
Бакалă районĕнче пулса иртнĕ авари пурин чунне те пырса тивнĕ пулĕ. Ир-ирех «Ауди» рулĕ умĕнче ларакан ÿсĕр водитель çул хĕррипе пыракан тăватă хĕре çапса хăварнă. Вĕсем васкавлă пулăшу киличчен вилнĕ.
Арестленĕ вăхăтра çирĕм виçĕ çулхи çамрăк макăрнă. Суд залĕнче вăл хăйĕн айăпне туллин йышăннă. Качча 8-15 çула тĕрмене лартма пултараççĕ.
Хамăра мĕнле тытмалла: ÿсĕр водительсене хирĕç кĕрешмелли майсем çук. Вĕсем йĕркене пăсаççĕ, хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Пĕррехинче БСТ каналпа ГИБДД ĕçченĕсем ÿсĕр водительсене мĕнле тытнине кăтартнă. Хĕрĕнкĕ пуçпа машинăпа ярăнма юратакансенчен пĕрин мăшăрĕ мĕншĕн унăн упăшкине штраф панине ăнланмасăр хирĕçнĕ. Вăл мăшăрĕ «кăштах сăра ĕçнĕ, никама та вĕлермен» тесе кăшкăрнă. Çакна вара ăнланма çук, пулмĕ те. Çулталăк пуçланнăранпа Пушкăртстанра сакăр пине яхăн ÿсĕр водителе тытса чарнă. Вĕсенчен 105-шĕ авари тунă, ыттисем ĕлкĕреймен.
Юнра эрех-сăра виçин чи пĕчĕк шайĕ пулни те çыннăн физиологине хавшатать. Эсĕ – ÿсĕр мар, пурне те ăнланатăн, ура çинче çирĕп тăратăн. Анчах хăвăн тата ют çын машини хушшинчи хушăва тĕрĕс ăнланса илме йывăр, ун чух хăрушлăх туйăмĕ чакать.
Çакна шута илсе РФ Патшалăх Думинче ÿсĕр пуçпа руль умне ларма юратакансен тĕлĕшпе яваплăха хытарас тĕллевпе тÿрлетÿсен пакетне хатĕрленĕ. Депутатсен сĕнĕвĕсенчен пĕри – ÿсĕр пуçпа руль умне ларсан автомобиле туртса илесси. Асăннă ыйтупа хальлĕхе йышăну туман-ха.

Çулталăк пуçланнăранпа Пушкăртстанра 1 692 авари пулнă, вĕсенче 182 çын вилнĕ, 2 147-шĕ – суранланнă. Çакă иртнĕ çулхи кăтартупа танлаштарсан вăтамран 12% сахалрах. Апла пулин те çын вилни – пысăк инкек, чăтма çук çухату.

Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: