Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
10 Августӑн 2022, 10:00

Этемсем те пуканесем

Ятарлă операцин малтанхи тапхăрĕнче эпир, вăрçă-харçăран самаях инçетре тăракансем, унăн ĕçĕ-хĕлĕсемпе çиелтен, тен, ячĕшĕн çеç кăсăкланса пурăнтăмăр пулсан, юлашки вăхăтра, шыв çаврăнса тăракан вырăн туртса кĕртнĕ пек, кун сиктермесĕр Донецк тата Луганск республикисен салтакĕсем, милиционерсем те ополчени чаçĕсем, пирĕн çарсем вĕсене хăйсен çĕнĕ йышши хĕç-пăшалĕсемпе те хастар кăмăлпа пуçаруллă пулăшса пынипе, çĕнтерÿллĕн хула хыççăн хула, ял-сала та паççулккасене националистсенчен ирĕке кăларса пынине тимлĕн, сывламасăр тенĕ пек, сăнама пуçларăмăр.

Этемсем те пуканесем
Этемсем те пуканесем

Вĕсен çитĕнĕвĕсем пире савăнтараççĕ, паттăрĕсем мăнаçлантараççĕ. Витĕмлĕрех калас пулсан, эпир, ĕлĕкрех Украинăн темиçе пысăк хулин ятне çеç пĕлекенскерсем, халĕ вара вак ял-паççулккисене те асăнма пултаратпăр тесен те ытлашши пулмĕ.
Украина çарĕ пур çĕрте те, пур енчен те путланса пырать, вăл çĕр çинче, тинĕсре те тÿпере нимĕнле çитĕнÿпе мухтанма пултараймасть пулсан та, Киев режимĕ Раççее çĕнтерес пирки чĕлхи вĕçĕнчен яма пăрахмасть. Çав хайлапа, намăса пĕлмесĕр, Вашингтон та хĕвел анăçĕнчен тата нумай укçа та хĕç-пăшал пама хистет. Лешсем, чăнах та, çĕнĕ нацистсем çĕнтерессе шаннăн, НАТО хĕç-пăшал склачĕсене пушатаççĕ, укçа-тенкĕ хĕрхенмеççĕ, çапăçма тара илнĕ çынсем яраççĕ.
Пирĕн енчисем те, сăнарлă калас пулсан, «хĕрхенмеççĕ» вĕсене – танкĕсене те тупписене, вĕçевсĕр аппарачĕсене те вутпа харăс перекен реактивлă системисене, ытти çар хатĕрĕсене тата чĕрĕ вăйне тимĕр-тамăра та кăмрăка çавăраççĕ. Яланхи çар речĕсем сайралса пынă пирки хасăр саппасри салтаксене кăна мар, çамрăксене те çар ушкăнне тăратаççĕ иккен, çитменнине хальччен аллисене автомат е пăшал тытса курман е вĕренмен каччăсене çара илеççĕ. Ку, паллах, Киев режимĕн ĕçĕсем начар иккенне куç кĕрет сăнласа паракан япала. Кунашкал «салтаксем» вĕт пĕрремĕш çапăçурах «тупă ашĕсем» пулаççĕ. Вĕсене çавă парăнма хистет те ĕнтĕ. Анчах ку никама та хумхантармасть, макăртмасть. Вашингтон та хĕвел анăç çипсене хăйсене кирлĕ пек туртаççĕ те – пуканеллĕ Киев правительстви тата пукане президент хушнине пурнăçлать. Вĕсен вилнисене те аманнисене шутласа ларма вăхăт çук – долларпа та европа пăхăнтарнă хуçасене юрас пулать.
Вашингтона Украина çыннисем кирлĕ-и? Ку ыйтура питĕ тарăн вăрттăнлăх пытаннă. Пуканене выляттаракансене вĕсем чăрмав кăна. Мĕншĕн? Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсен пуçлăхĕсен урăхла та темиçе çула тăсăлакан шухăшсем. Вĕсем тахçанах Украина та Крым çине куç хунă. Тен, историксем çеç пĕлеççĕ – Америка патшалăхĕ 1920 çултах Совет Союзне Крыма салук (залог) туса аллă миллион доллар кредит панине, каярахпа, 1950 çулсенче Крыма «Çĕнĕ Калифорни» тăвас ĕмĕт çуралнине. Вăхăт самаях иртрĕ пулин те, палăртса хуни манăçа тухман иккен, вĕсем, хурчкасем, паян кун ăна тăтăшах аса илсе тăраççĕ.
Нумаях пулмасть çакăн çинчен калаçу пулнă: Крыма американецсене куçарса килесси пирки. Мĕншĕн тесен хуçасене Йеллоустон вулканĕ сирпĕнсе пысăк инкек кÿме пултарать иккен. Катастрофа кашни самантра пулма пултарать имĕш. Çакна пула Штатсенче шăппăн, анчах шайлашуллă, Америка патшалăх тытăмне Европа çĕрĕ çине куçарма палăртнă. Куçарма суйласа илнĕ çĕрсенчен пĕри вара – Украина. Кунта çут çанталăк условийĕсем американецсене питĕ те меллĕ иккен. Ахальтен мар апла Вашингтон хĕвел анăçа та ытти ăна пăхăнса тăракан, ун ташшине ташлакан, пĕрлешÿсене вăрçă ĕçĕсене «юлашки украинец» юлмиччен тăсма çине тăрсах хистет. Унтан та ытларах, çын çине тухнă вăрттăн пĕлтерÿ тăрăх, американецсем пулас Европăри Пĕрлешÿллĕ Штатсем çумне хĕвел тухăç Европăри темиçе çĕршыва та кĕртесшĕн – Польшăна, Венгрие, Румыние тата Балтика тинĕсĕ çумĕнчи патшалăхсене. Имĕш, пĕрремĕшĕнчен, Штатсене ытла тăвăр ан пултăр; иккĕмĕшĕнчен, пурнăç уçлăхне сарма; виççĕмĕшĕнчен, пуласлăхра промышленность та экономика аталантарма. Урăхла каласан, саркаланса пурăнма.
Çак çĕршывсенчи халăхсем вĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ ыйту та мар. Кам-тăр, тен, çĕнĕ, Европăн Пĕрлешÿллĕ Штачĕн гражданинĕ пулса юлĕ, кам-тăр, паллах, Çывăх Хĕвел тухăçне е Африкăна куçĕ. Ку – сывă юлнă хушăра, атту вĕт «юлашки украинец юлмиччен» çапăçма тĕллев лартнă çĕр çинче пуç пулса тăма шут тытнă Вашингтон. Питĕ илĕртÿллĕ ĕмĕт вĕт!
Эпир ĕнтĕ çĕнтерÿ хыççăн хамăр салтаксене ашшĕ-амăшĕсем, мăшăрĕсем те ачисем, савнийĕсем те тăванĕсем патне, вĕсен ытамĕсене тĕрĕс-тĕкел çитсе ÿкме сунатпăр.
Василий АНТОНОВ, çыравçă.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: