Халăх тата уйрăм çын ыйтăвне пире малтанхи тапхăрта шкулта истори вĕрентекенĕсем уçса та ăнлантарса панă. Аслă шкулта вара çав шухăш-туйăма пĕр е темиçе картлашка çÿлерех тăракан преподавательсем – наука сотрудникĕсем, аспирантсем те кандидат-докторсем – кĕçлесех пуçа кĕрсе ларма хистеççĕ. Аслă çулпуçăмăр В.И. Ленин: «Историе халăх тăвать», – тесе калани шуралнă çÿçлĕ пуçран тухмасăр, ĕмĕрлĕхех аксиома пулса юлать.
Вăтам е аслă шкулсенче вĕрентекенсене хирĕç хăвăн шухăшна калама теветкеллĕ (рискованно) – е аттестатсăр, е дипломсăр тăрса юлма пултаратăн.Эпир вĕт вĕрентекенсене пăхăнса, вĕсен куçĕсенчен пăхса тăракан чунсем-çке. Каярахпа, вĕсен вĕрентĕвĕсенчен ирĕке тухсан çеç чăнлăхпа килĕшмессе пултаратăн – кунта сăлтавĕсем пайтах.
Япалана е саманана тарăнрах пăхсассăн, çакна палăртма пулать: хăш чухне уйрăм çынтан нумайăшĕ, хăш-пĕр вăхăтра вара пурте килет. Уйрăм çын, историе тишкернĕ май, çапăçура е ахаль тавлашура пысăк пĕлтерĕшлĕ витĕм кÿме е тĕп вырăн йышăнма пултарать. Тĕслĕхе инçетре шырама кирлĕ те мар. Ман шутпа, В.И. Ленин çĕр çинче никампа танлаштарма май çук ăслă пуçлă этем Карл Марксăн теорине, халăхăн ĕмĕрхи ĕмĕтне хăйĕн туса, пурнăçа кĕртрĕ. Вăл революци туса тĕнчене тĕпрен улăштарчĕ, уйрăм çĕршывра, Раççейре, социализм йĕрки туса хучĕ.
Кунта Наполеон Бонапарт императора илсе пулать. Вăл тĕнчене пăхăнтарасшăн пулнă, «Арăслан ертсе пыракан сурăх такисен çарĕ ялан сурăх таки ертсе пыракан арăслан çарне çĕнтерет», – тенĕ. Унăн тепĕр каларăшне те астума пулать: «Эпĕ тилĕ те, арăслан та пулатăп. Анчах вăрттăнлăх çавăнта – хăçан вăл е ку пуласси».
Франци императорĕ çĕр çине çапăçма çеç килнĕ çын. Тен, вăл тĕнчене аллине илме, халăхсене пăхăнтарма та пултарĕччĕ-и, эхер те унăн кутăнлăхĕпе мăнкăмăллăхне хуçса çулне Раççей пÿлмен пулсан.
Наполеон çумне тата хăйне кăтартма тăрăшнă, каллех пĕтĕм тĕнчене парăнтарас шухăшпа ним умĕнче чарăнса тăма та никама хĕрхенме пĕлмен хăрушă Гитлера хушма пулать. Вĕсем вĕт çĕр çинче халăхсен вăйĕпе, ют алăпа кăвар туртнă евĕр, пÿтсĕр, çынсем каçарайми ĕçсем турĕç.
Ку хутĕнче те мухтав Раççее, унăн пултаруллă уйрăм çыннисене, халăхсен туслăхне те паттăрлăхне – çĕнтерчĕç пурне те.
Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче те хальхи самана пуçламăшĕнче Украинăра кравчуксем, ющенкосем те порошенкосем, çыннисене пире хирĕç чĕвен тăратса, хăйсене кирлĕ йĕрке туса хучĕç те ăна малалла тăсма панккамас (неуклюжий) е катăк ăслă артист аллине пачĕç. Малтанхи президентсем, уйрăм çынсем пулсан та, халăхшăн е халăх ячĕпе хăйсен ирсĕр ĕçĕсене туман, хальхи те хăйĕншĕн тата, намăссăр, тăшмансемшĕн тăрăшать.
Раççей, унăн мăшкăлĕсене те сĕмсĕрлĕхне курса чăтăмĕ пĕтнипе, Украина енчен хăрушлăха туйса, унăн пархатарсăр ĕçĕсене пăрахăçлас, вырăсла калаçакан халăхсене хÿтĕлес тесе, тăван çĕршыв халăхĕпе пĕр чĕлхеллĕ пулса та шухăшĕсене пĕр туса, усаллăха хирĕç ятарлă операци пуçарчĕ.
Пĕрлешÿллĕ Штатсем, хурчăкасем юн шăршине сиснĕ евĕр, çĕр çинче никама пăхăнмасăр пурне те тума пултарассине, хăйсем вăйлине те хуçа иккенне кăтартасшăн пулса, хÿрешкисемпе пĕрле Украинăна хĕç-пăшалпа та укçапа пулăшаççĕ, виççĕмĕш тĕнче вăрçи пуçарса ярассипе хăратаççĕ.
Çаксем пурте пирĕн тĕнче вилĕмлĕ хăрушлăхра иккене кăтартаççĕ пулсан, тĕнчери лару-тăрăва урă пуçпа пăхакан, туякан вăйăмлă та авторитетлă уйрăм çын паянхи кун ăравасăр (чрезвычайно) кирлĕ. Хĕвел анăçĕнчи патшалăхсене ертсе пыракансене Раççейĕн пуçлăхĕсемпе танлаштарсан, хăш енче усал тата хăш енче тĕрĕслĕх уççăнах курăнать.
Пирĕн халăх, патриотсемпе çар çыннисем çĕр çинче хамăршăн тăрăшакан пуçлăхсем, çĕнĕ фашистсене çĕнтерессе шанать. Çак ĕçре пулăшма та хатĕр.
Василий АНТОНОВ, çыравçă.