«Тăван çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ кунсенче республика çыннисене çакăн пек сăмахсемпе чĕнсе каласшăн: хисеплĕ ентешсем, эпир çăмăл мар вăхăтра, улшăнуллă самантра пурăнатпăр. Пирĕн çĕршыва тата пире тулаш енчен пусахлаççĕ. Апла пулин те эпир ура çинче çирĕп тăратпăр. Мĕншĕн тесен Владимир Владимирович Путин тăрăшнипе Раççей тĕнчери малтанхи авторитета тата тивĕçне тавăрать. Çĕршывра çар тата экономика вăйĕ ÿсет. Çĕнĕрен чăн-чăн вăйлă патшалăх пулса тăрать, хăйĕн нумай полярлă тĕнчине çирĕп хÿтĕлет. Çапла майпа Раççей хăйĕн тăшманĕсене хăратать, вĕсенче хаярлăх çуратать. Вĕсем пирĕн килте хăрушлăх кăларса тăратма тата йĕркесĕрлĕх тума тăрăшаççĕ. Вĕсен тĕллевĕ - пире уйăрасси, хавшатасси, юлашкинчен пирĕн çĕршыва тĕп тăвасси.
Хисеплĕ юлташсем, Раççей - вăл эпир, вырăссемпе пушкăртсем, тутарсемпе мăкшăсем, удмуртсемпе чăвашсем тата ытти халăхсем, вĕсем темиçе ĕмĕр хушши килĕшÿре тата тату пурăнаççĕ. Савăнăçсемпе çухатусене пĕрле пайлаççĕ, Минигали Шаймуратовпа Александр Доставалов, Максим Серафимовпа Тамерлан Ильгамов тата Игорь Насибуллин Раççей Паттăрĕсем пек кар тăрса Тăван çĕршыва хÿтĕлеççĕ. Пин-пин Раççей салтакĕ тата доброволецĕ евĕр Донбасри пичче-шăллăмсемпе çума-çумăн тăрса нацистсемпе тата тара илнĕ салтаксемпе çапăçаççĕ.
Раççей Президенчĕ, Аслă тĕп командующий Владимир Владимирович Путин çĕршывра тулли мар мобилизаци йĕркелесси çинчен калакан Указа алă пусрĕ. Çакă ирĕксĕр, кирлĕ тата тĕплĕн шухăшланă йышăну. Пирĕн тивĕç пĕрлĕхлĕ фронтпа Тăван çĕршыва, Донбасăн, Херсонщинăн, Запорожьен Раççей çемйине таврăнма ĕмĕтленекен тăванла халăхсене хÿтĕлесси пулса тăрать.
Раççей çыннисене çĕршыв ирĕклĕхĕ тата территори пĕрлĕхĕ пирки хумханма кирлĕ мар. Пирĕн çар çĕнĕ йышши хĕç-пашăлсемпе пуян пулнине палăртса хăвармалла. Хĕш-пĕр тĕсĕсен тĕнчере аналогĕ те çук.
Мобилизаци мĕнпур арçынсене те пырса тивмĕ. Кунта запасра тăракан, çар опычĕ пуррисем пирки сăмах пырать. Вĕсен çарпа учет специальноçĕ тата çирĕп сывлăхĕ пулмалла. Резервра тăракансем Тăван çĕршыв вĕсене çĕнĕрен чĕнтерсе илме пултарнине ялан пĕлнĕ, ăнланнă, хатĕр пулнă. Вăхăт çитрĕ.
Республикăри Çар комиссариачĕ кирлĕ мероприятисем ирттерет. Регионта мобилизаци штабĕ йĕркеленĕ. Вăл Аслă тĕп командующий Указне епле пурнăçланине тĕрĕслесе тăрать. Эпир патшалăх пуçлăхĕ лартнă тĕллевсене вăхăтлă та тухăçлă пурнăçласса шанатпăр.
Хисеплĕ депутатсем!
Сиртен хăвăр суйланнă округсенче çынсем патне информаци илсе çитерес ĕçе йĕркелеме ыйтатăп. Районсемпе хуласене çитсе çынсемпе тĕл пулнă май, тулли мар мобилизаци çинчен калакан Указăн положенийĕсене ăнлантарса памалла, ятарлă çар операцин тĕллевĕсемпе паллаштармалла.
Пирĕн хăрушă дезинформацие хирĕç кĕрешмелле, ăна аталанма памалла мар. Çак тĕллевпе, пулса иртекен лару-тăру пирки кашни çыннăн уçăмлă ÿкерчĕк тата ăнлану пултăр тесе, мĕнпур вăйпа пропагандăпа патриотизм ĕçĕсене туса ирттермелле.
Сиртен комитетсен ларăвĕсенче ятарлă операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене хушма социаллă пулăшу парассипе çыхăннă хальхи законсене улшăнусем кĕртессине пăхса тухма ыйтатăп. Вĕсем – чăн-чăн паттăрсем. Пирĕн вĕсене валли çителĕклĕ тимлĕх уйăрмаллă.
Пушкăртстанăн хисеплĕ çыннисем! Хаклă ентешсем!
Паянхи кун мĕнпур çĕршывĕпе çĕнтерĕве хăвăртрах çывхартас тесе пурте пĕрле пулмалли çинчен чĕнсе йыхравлаççĕ. Урăхла пулма пултараймасть те.
Пушкăртстан пирĕн çĕршывăн хÿтлĕх хулканне (щит) çирĕплетме яланах пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă. Çавăн пек пулнă, малашне те пулĕ. Эпĕ эпир шар кăтартмасса шанатăп.
Хисеплĕ ĕçтешсем!
Çак яваплă самантра пирĕн чăтăмлă, ăнкаруллă, пĕр кăмăллă, пĕтĕçÿллĕ пулмалла. Ятарлă çар операцине хутшăнакан хамăрăн çар çыннисене тата çак тивĕçе пурнăçлама хатĕрленекенсене çакна каласшăн – эпир яланах сирĕнпе пĕрле! Эсир сывă тата чĕрĕ таврăнăр! Пирĕн ĕç – тĕрĕслĕхшĕн. Эпир çĕнтеретпĕрех!»